Шырав: адреналин
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Пӳре парĕнчен юна пыракан, юн пусăмне тата куçăмне йĕркелеме хутшăнакан гормон. Секс йывăр шухăша, пăлханăва сирет, организмра адреналин пулассине чарать. Х-р, 14.11.1994, 3 с. [Кулнă чухне] пӳре çинчи парăн мими адреналинпа норадреналин ятлă стресс гормонĕсене сахалрах кăларма пуçлать, организм канать. С-х, 1998, 7 /, 1 с. Сивĕ çанталăкра лимон чейĕпе шоколад бисквичĕллĕ кукăль çини организма адреналин туса кăларма пулăшать. С-х, 2000, 39 /, 1 с. Йывăр ĕç хыççăн юнра (инерципе) адреналин гормонĕ сыхланса юлать. ЫХ, 2001, 20 /, 4 с.