Шырав: алтаист
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Алтай йышне (тĕрĕк, монгол, тунгус-маньчжур ушкăнĕсене) кĕрекен чĕлхесене танлаштарса тĕпчекен, вĕсен кун-çулне йĕрлекен ăслăх çынни. Чăваш патшалăх университетĕнчен Н.Егоров тюрколог, алтаист пулса тухнă. ХС, 1999, 20 /, 4 с. Тĕнче Сире [М.Федотова] чаплă ăсчах-филолог, ăслă алтаист тесе хисеплет. ИЧАЯ, 1999, 3 с.