Шырав: альтернативлă

Шыракан сăмаха çырăр:   
Neologism_Cv сăмахсарта кăна шырамалла
[+] хушма опцисем

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

ç.с. 1. Суйласа илме май паракан; вариантлă. Мехколонна начальникне альтернативлă майпа 5 кан-дидатран суйланă. П-н, 1990, 2 /, 3 с. «Суйлав альтернативлă мар», «интереслĕ мар», суйлав пĕтĕмлетĕвĕ «малтанах паллă» тесе çирĕплетни... Х-р, 2.02.2000, 2 с. Чӳк уйăхĕ вĕçнелле (1990 ç.) альтернативлă майпа декан суйлавне ирттертĕмĕр. АМХ, 2000, 8—10 /, 7 с. Альтернативлă вакунсен шучĕ ШупашкарМускав пуйăсра иккĕ çеç, билет [унта] икĕ хут йӳнĕрех. Х-р, 24.05.2001, 1 с. — альтернативлă чек (Ç-т, 1992, 6 /, 24 с.). 2. Çирĕпленнинчен (хăнăхнинчен) урăхла; официаллипе пĕр килмен. Çĕнйĕркелӳ пуçланиччен альтернативлă фольклора пичетлеме ирĕк пулман. Х-р, 4.08.1993, 4 с. «Альтернативлă хĕсмет çинчен» саккун кирли куç кĕрет. ÇХ, 1999, 11 /, 2 с. Экономикăна альтернативлă, халăха майлă аталантарса пырсан... Ч-х, 1999, 14 /, 2 с. — альтернативлă платформа (П-н, 1990, 2 /, 3 с.); альтернативлă çырăнтару (Т-ш, 15.10.1992); альтернативлă шкул (Х-р, 4.03.1993, 1 с.); альтернативлă çар служби (Х-р, 13.02.1997, 2 с.), альтернативлă общество организацийĕсем (Х-р, 15.08.2000, 1 с.); альтернативлă меслет (ТА, 2002, 5 /, 3 с.).

Çавăн пекех пăхăр:

алтаист альбом альтернативăсăр альтернатива « альтернативлă » альянс амбици амбицилĕх амбициллĕ американ

альтернативлă
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики