Шырав: вĕри - Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

Шыракан сăмаха çырăр:   
«Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ» сăмахсарта кăна шырамалла
[+] хушма опцисем

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

вĕри

шăрăх. Вара навус та уя вăхăтĕнче тухмасть: вĕрипе (шăрăхпа) вăл е çĕрсе каять, е типет, хăй хакне çухатать [О восьмипольной 1913:12].

сĕлкĕш

кĕл шывĕ. Кăрчанкăллă сурăхсен çăмне вĕри кĕл шывĕпе (сĕлкĕшпе) çăвас пулать, апла çунăшăн пăсăлмасть тата лайăхрах пулать [Сельский 1910:32].

тар чирĕ

вĕри чир. Тар чирĕ (вĕри чир), чечек, скарлатина (пыр чирĕ <…> – çак чирсем пурте куçа курăнман чунлă япаласенчен, йывăç курăксенчен лексе сарăлаççĕ [Сборник 1903:145]; Хресченсем хушшинче пуринчен ытла тар чирĕ (вĕри чир), хăр суран, тĕрлĕрен юхан-шăтан чирĕсем [О земстве 1906:19].

шетник

пысăк катка. Ăна (выльăх апатне. – Э.Ф.) ак çапла хатĕрлеççĕ: пысăк катка (шетник) çине пучах, арпа е улăма тураса тултараççĕ те çăнăхпа тăвар сапаççĕ, унтан вĕри шыв сапса пусараççĕ, каткине пĕр тавлăка яхăн витсе тăратас пулать [Çулталăк 1910:5–6].

шывăш

водород. Çавăн пекех шывăш (водород) тиекен газ е вĕри сывлăш тултарнă хăмпă та çӳлелле вĕçсе каять, мĕншĕн тесен вĕри сывлăш сиввинчен çăмăлтарах, шывăш ытти пур газсенчен те çăмăл [Третья 1911:109].

ăрасна

уйрăм. Кĕпи-йĕмне (ăрасна) уйрăм тыткалас, вĕри сĕлт шывĕпе çăвас пулать [Çулталăк 1914:29].

Çавăн пекех пăхăр:

ветеринар вече вĕлле вĕлле хуппи « вĕри » визир вика вил винтовка вире ял, вирьял

вĕри
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org