Шырав: çăв куçĕ - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр:   
«Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» сăмахсарта кăна шырамалла
[+] хушма опцисем

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

ялтăра

/Йалтăра/ (jалды̆ра), блестеть, блистать, светиться. См. ял, ялт, ялтăр. Калашн. 18. Вут-кăвар пекех ялтăрать куçĕ. Глаза светятся как огни. Каша. † Кашасенĕн хĕрĕсем кун çутипе ялтăрат. || Светлый, яркий. М. II. Петр.

ялтăркка

/Йалтăркка/ (jалды̆ркка), блестящий. Изамб. Т. Ху (фу), ялтăркка, пăхмалла та мар! || Масляный (о глазах). Макка 24. Унăн (в пьяного) куçĕ-пуçĕ пит ялтăркка, çапах вăл хăйĕнчен хăй вăтанмас.

саккăр

восемь. СТИК. Саккăрăн çапнă пек çапаççĕ. Молотят очень дружно, легко, как восьмеро. Охотников. † Самара кайрăм саккăрпа, атте-анне кăмăлне хăвармарăм. Я ездил в Самару на восьми подводах, но не обманул надежд отца и матери. Ст. Чек. Куçĕ саккăр сăват, хăй çынсемпе калаçат, иртен-çӳрене курат, пӳртре мĕн пуррине те пурне те курат; вăл хăй калаçат та, унăн куçĕ саккăр сăват. Янтик. Çĕр валеçнĕ чухне, çаран-мĕн валеçнĕ чухне саккăршар ятăн (по восьми душ) пĕрлешеççĕ. Кашни саккăрăн хăйсен паллă пур: хăшин пĕкĕ; ăсем ăна пĕр-пĕр йăвăç татти çине касса тăваççĕ; вара çав палла ăсем акакан анасем çине те тăваççĕ; анисене çав паллă тăрăх тупаççĕ. Пĕрле саккăр пулнă çынсем пĕр-пĕрне: пирĕн саккăр, теççĕ. П. Пинер. Чее çыннăн куçĕ саккăр сават. (Послов.). N. Пирте ыраш та, çур тырри те саккăртан ытла лармаст. (Теçеттинере сакăр урапа пулат, ытла мар).

саланчăк

(саланџ̌ы̆к), разбросанный, далеко друг от друга находящийся. Самар. † Эпир тăвансемпе пит саланчăк, хăçан пулайпăр-ши пĕр çĕре. || Отколки, лом, части разбитой вещи. Пшкрт. Печке саланса кайсан, выртса çӳрекен хăмасаня печке саланчăкă теччĕ. || Неряха, неряшливый. Якейк. Он пак саланчăк çын çок. Ядр. † Тавай пичи хĕр пăхас: те хурине пăхайпăр, те саррине пăхайпăр; сарри ытла саланчăк, хори ытла хороший. Ах пичи, апла мар, каска урлă каçас мар. Пшкрт. Саланчăк! выртса çӳретĕн килти хырăçсаня (скарб?) покмастăн. || В разбивку, рассеянно. Н. Карм. Кĕтӳ пит саланчăк (рассеянно). СТИК. Куçĕ саланса каять (или: ухмах çыннăннĕ пек саланчăк куçлă, ненормальные, какие-то странно рассеянные глаза). Шибач. Саланчăк — саланса порăнать. N. Вă (= вăл) ванчăк, кă (= ку) саланчăк. || Место, состоящее из нескольких полян. Мыслец. || Назв. Урочища. НАК. Саланчăкри киремет. См. кăмаша.

салат

разбить. N. Çав капкăн унăн урине пĕтĕмпе салатсах пăрахрĕ, тет. || Распустить (волосы). ЧС. Çӳçне-пуçне пĕтĕмпе салатса ячĕ (старуха-йомзя). || Развертывать, развязывать. Цив. Кукша аллинчи тутăрне салатса пăхнă. Толст. Марйе витрисене лартнă та, кипкине (пеленки) салата пуçланă. Н. Шинкусы. Тутăра салатса (развязав) пăхрĕ те, ăшăнчен вăтăр пилĕклĕ (вунă пуслăх) тенки тухрĕ. Бур. Çул çинче ăна хай разбойниксем тĕл пулнă та, каланă: салат лавăсене, атту вĕлерĕтпĕр, тенĕ. || N. Чӳлмек ăлавне салатса кăтарт халĕ мана. || Раздавать, разносить. Изамб. Т. Çук, çук. Нумай салатрăм. Параймастăп. N. Кашни каç писме салатаççĕ. Ман пор-ши? тесе кĕтсе тăратпăр. Шурăм-п. Хуçа укçа илсе килчĕ те, салата пуçларĕ. N. Вăрлăх валли тырă салатнă (раздавал). N. Хула тăрăх çыру салатса çӳрет (разносит). || Распродавать. N. Илекен çуккипе çур хакпах салатать. || Разобрать. Букв. 1904. Пĕрре çапла атте пĕр сехете илсе салатса тăкрĕ те, тӳрлете пуçларĕ. N. Пĕр вĕллине уçса салатса тăкнă. N. Хамăр çапах патрон ешчĕкĕсене салататпăр, патрон çитмĕ, тесе. N. Унта виççĕн-тăваттăн пулса пуртăсемпе пĕр кĕлет салатса тăкрăмăр. || Раскидывать. || Рассеивать. Чума. Куçĕсене салатса пăхса ларнă. Ск. и пред. 28. Куçĕ харшине салатса ярса. || Рассылать. Альш. Пире вырăна салата пуçларĕç (рассылать, распределять по учительским местам) БАБ. Çав пуçлăх (т. е. киремет пуçлăхĕ) килсе вырăнаçсассăнах пире (пĕчек киремет пуçлăхĕсене) пурне те вырăн тупса салатса пĕтерчĕ. || Распространять. N. Вара хăйсемпе илсе килнĕ чире яла салатаççĕ. N. Растратить; разорить. N. Ăна укçа салатнăшăн сут турĕç. Его судили за растрату денег. Орау. Ачисем апла тĕплĕ пулимарĕç, килне-çуртне салатрĕç (разорились: или распродали, иди пропили и т. п.). N. Порнăçа салатса пĕтерет поль. N. Салатакан (-даган), расточительный; расточитель.

самай

самый (русск.). Шемшер. † Ирпе тăтăм, пите çурăм, турра пуççапрăм, карăм вăрмана, тарăн çырмана, татрăм çырлине самай хĕрлине, илтĕм арăмне самай хитрине. || Довольно много, порядочно. ТХКА. Шăллăм çырма-вулама самаях вĕреннĕччĕ. Ск. и пред. 107. Хĕвел хыççăн куçакан уйăх самай çĕкленсен, тухать вĕçме вĕри-çĕлен. N. Йот патша халăхне самай илкелерĕç (в плен). Эпир çур. çĕршыв 25. Сарă яль чăвашĕсем самай тĕреклĕ пуранаççĕ, çӳрессе те капăр çӳреççĕ. Кан. Унта вăл самаях ĕçлерĕ. Сунт. Паян чăпта самай леçрĕç-и? — Леçкелерĕç самай. Сам. 28. Ун чух эсĕ ху та улшăнăн нумай, сăнă-сăпату юсанĕ самай. ЧС. Тата унта самай йĕкĕтсем пĕр-пĕринпе тавлашса чупаççĕ. N. Кунсем самай вăрăмланчĕç, çĕрсем кĕскелчĕç. N. Самай йывăр. || Часто. N. Онпа самай корса поплекенччĕ, халĕ ĕнтĕ вă (= вăл, у) та çок. || Очень. Микушк. Витере самай мăнтăр ăйăр çисе тăрать, тет. СТИК. Пасара карăм та, çуна пăхрăм. Çуна темĕн чухлĕ. Суйларăм, суйларăм та, самай лайăххине суйласа илтĕм (выбрал наилучшие, самые хорошие). || Как раз, точь-в-точь, в самый раз. Альш. -† И, кĕрӳшĕ, кĕрӳшĕ: самай ĕне пăрушĕ!.. (Насмешка). Тогаево. Ончен те полмин, сасартăк пăшал сасси самай пирĕн тĕлтрех илтĕнсе карĕ. Сĕт-к. Самай кĕтӳвĕ тохса кайнă чохне хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм. Ib. Текерле çонаттисампа вăш-вăш, вăш-вăш! туса вĕçсе пырать те, самай пуç тĕлне çитсен, тĕвик! тесе кăçкăрать. Орау. Самай та ашшех çав. Точь-в-точь отец. Яктик. † Пахчи, пахчи панулми, чи тăрринчи сар улми, самай татас тенĕ чух ыткăнайрĕ-каяйрĕ. Байгул. † Вĕт-вĕт чĕнтĕр, вĕт чĕнтĕр; вĕтĕ те пулин самаях. КС. Самай та упăтех çав. Настоящая обезьяна. Сĕт-к. Пирн Улюн самай ыраш вырма пуçланă чох холсăр полса. Пазух. Хура вăрмана тарса кĕтĕм, самай çулçă тăкнă чух. Çуралнă иккен эпĕ аннерен, самай телей пĕтнĕ чух. || Сносно. Тюрл. Матка порри самаях (сносно), матка çокки кичем пек (сиротливо). Микушк. † Ик аллăра патăм ик панулми, кăмăлăра самай пули, тесе. N. Пĕр шухăшласан, çапах вĕсенчен самайтарах пурăнаççĕ (живут лучше). || Облегчение, улучшение (напр., в болезни). Кореньк. Куç самаййи сисĕнмес. Не видно, чтобы глаза поправлялись. N. Людмила куçĕ пăртак самай, тесен, питĕ хĕпĕртерĕм. Ст. Яха-к. Туманнине те туса пăхрăмăр, çаплах кил-çуртра самай еннелле каймаçт, терĕç. N. Çавăн пек тусан, пăртак самаййине курать те, çынсене кайса калать. Хора-к. Эпĕ асапланнине те вăрман илтрĕ, сассине пачĕ, самая килчĕ. Шинер-п. Çавăнтах вăл ак мĕн шухшланă: çав шантала илсе тухса каяс-ха ĕнтĕ, мана вăл та самаях пулĕ-ха, тенĕ. N. Çав çын вара, ыйăхран вăрансанах, самай енне кайнă. N. Куçĕ кăшт самай пулсан (полегчать)... ЧС. Эпĕ аннене яланах: самай-и? тесе ытаттăм. Ман анне самай пулма мар, йывăртан йывăр пулат, пĕр пилĕк кунтан тăрса та ларайми пулчĕ. Ib. Тете патне аттесем, аннесем чун чăтман пирки кашни кун кайнă пекех: кайса, самайне, самай марне пĕлсе килетчĕç (т. е. справлялись о его здоровьи). БАБ. Муш (= может быть) самайрах пулнă та пулĕччĕ-и тен (мне в больнице). Ялти çынсем мĕн курни-пĕри: ачăна унта вилме анчах леçсе пăрахнă. Унта вĕтĕ ун пек тӳрленмелле мар, чирлĕ çынна юри имçампа вĕлереççĕ, тет, тетчĕçĕ, тет. Ib. Пуçу самай-и? А легче что ли голове-то? Ib. Виçĕ кунта иртрĕ эпĕ чирлени, ман пуç çапах самай мар. О сохр. здор. Эмел ĕçсе пурăнсан, чире пĕтĕмпех тӳрлетмесен те, вăл ăна кăшт та пулин самай тăвать.

сарă

(сары̆), назв. женского наряда. См. сар. В Русском Государственном музее имеется целый ряд сарă, собранных в различных местах чувашского населения. Продолговатый лоскут материи, обшитый по краям ленточкой; на экземпляре, виденном мною в М. Карачкине, на лоскуте по красному полю, было четыре прямоугольных вышитых узора: одна пара над другой; по всему нижнему краю сарă висели кисточки (шерепе). Пшкрт. Сарă. Их привязывали кругом всей талии несколько. Мĕлĕш. Ку (не этот) тăватă сарра пĕрле çакса çӳренĕ. Разг. С. Мих. 24. Сарă, назв. убора („в роде длинного корсета“). Ст. Чек. Женщины и девушки привешивают „сарă“ сзади к поясу. Имеет оно форму трехугольника, по нижнему краю нитяные кисточки (ярапа). Ib. Сарă — особый поясочек, назади хвост из полотна с узорами. Юрк. Сарă, старинный женский наряд, трехугольник, привешиваемый к поясу сзади, на нем были шелковые узоры. К.-Кушки. Сарă çыхнине ваттисем анчах пĕлеççĕ, çамрăксем ăна пĕлмеççĕ. N. Сарă (наряд) — сар çиппинчен тăваççĕ. СПВВ. Сарă — подвязка у девушек. Микушк. Сарă; çӳçи — шаль пурçăн, ăна тĕрлĕрен шаль çиппипе тĕрленĕ. N. Ĕлĕк хĕрарăмсам той чохне çома сарă çакнă, тет. Она сентел (красный цвет) çине те туса, куак çине те туса, тĕрлесе. Зап. ВНО. † Павăл мана илмерĕ, çитмĕл кĕпем пурччĕ ман, сакăрвун мăшăр саррăм пурччĕ. Ib. Сарăн шерепи полать. См. шерепе. Такмак. Йĕм тăхăн та сарă çых, кĕпи хăтаран. N. Сар сыппи çукки (у кого нет) тăларан тăвăр. (Такмак). Богдашк. Сар сыппи çукки мучаларан тăвăр. См. çинçе. Альш. † Саррăн хӳри сар чечек, сарăп-çыхăп, мĕн тăвăн? Названия частей сарă: 1) сар сыппи или кут сыппи (широкий поясок сзади, к которому пришивается лоскут холста, составляющего основу сарă); 2) пиçикки (узкие пояски, пришиваемые к сар сыппи); З) сар туни (лоскут холста, основа сарă); 4) сар хӳри или сар çӳçи, сар шерепи („хвост сарă“, все нити, висящие от сар туни); 5) сар ярапи или сар пачаки (боковые кисти); 6) сар хĕрри или сар çивĕтĕш (отделанные края ­сар туни); 7) сар шăтăкли (кружево у нижнего края сар туни); 8) касман шăтăкла (мережки у верхнего края сар туни); 9) ярапа куçĕ (узел кисти); 10) хут хуппи (цветная бумага, подкладываемая под сар шăтăкли). [Термины представлены в 1936 г. студ. Чувашск. Пединститута М. Мухиной из с. Карачева, Козловск. р.].

сирĕл

раздвигаться, расходиться. Халапсем 19. Леш шуйтанĕсем каллех тĕрлĕ-тĕрлĕ саланса, сирĕлсе пĕтсен. N. Лешсен çарĕ вăл çапла касса тухса кайнă чух хăраса ик енелле сирĕлсе анчах юлнă. Орау. Шăнасем пек, пĕр çĕртен сирĕлсе кайсан, каллех тепĕр çĕре пухăнаççĕ. || Сторониться. Сред. Юм. КС. Таптать, таптать, сирлĕр! тиççĕ пасарта. Сборн. по мед. Усал чирлĕ çынсене вăл вăхăтра курайми пулаççĕ, вĕсенчен хăраççĕ; пăрăнса сирĕлсе çӳреме тăрăшаççĕ. || Исчезнуть. N. Ун куçĕ умĕнчен сирĕлнĕ вара. Аттик. Халăх: ку инкек-синкек сирĕлсе кайми-ха (не прекратится ли), тесе, пĕр эрне пурăнчĕç, иккĕ те пурăнчĕç. || Выведриваться. Тюрл. Çăмăр çума хытланатьчĕ, сирĕлсе карĕ. || В перен. смысле. N. Хăçан пирĕн çинчен патша хуйхи сирĕлĕ-ши?

супăнь

сопăнь (субы̆н, собы̆н, Пшкрт: соβы̆н'), мыло. Альш. Куç супăнĕ, туалетное мыло без бумаги; лайăххи йышши супăнь (в бумажке), Орау. Алла супăньпе вараларăм (у меня руки в мыле), хăвах илсе пар. Кильд. † Супăнь çутти питĕм пур, упăшкам куçĕ пĕр каймаçт. См. сойпăн, супăн.

суранлă

больной, израненный, с ранами, с болячками. Ильм. Каччи калать: эпĕ епле илем вăл хĕре: курман та, илтмен те, вăл суранлă пулсан, тет. N. Пичĕ-куçĕ унăн ялан суранлă.

сӳн

гаснуть. Изванк. Çуртасем сӳнсе ларсан, эпир пурте кӳме çине хăпарса лартăмăр. Чув. пр. о пог. 24. Хĕвел тухăçĕ хĕрелсе нумайччен тăрсан, уяра каять (çăмăр час пулмасть), часах сӳнсен, йĕпене каять (çав кунах çăмăр пулать). Если при восходе солнца небо в течение долгого времени остается красным,— к вёдру (дождя не будет), если заря очень скоро погаснет,— к ненастью (в этот же день будет дождь). Кан. Çăлтăрсем сӳнĕçĕ вăтанса. Якейк. Куçĕ-пуçĕ сӳнн'ĕнт (= сӳннĕ ĕнтĕ, глаза посоловели от дремоты) кон, выртса çăвăрмалла анчах. Ib. Куçĕсем сӳне пуçларĕç ĕнтĕ. (Говорят про пьяного, когда у него еле смотрят глаза). || Исчезнуть, пропасть, прекратиться. N. Виçĕ кунтан питне кантăр вăрри пек типен шатра тухать, вăл кайран хăех çӳнет. Полтава 62. Пурнăç сӳнет ним уссăр (утрачивается). Орау. Пурăнăç сӳнчĕ. Жизнь испорчена. М. Васильев. Ĕçпех пĕтет çамрăк сăн; тертпех сӳнет порнăçăм. ЧО. Эсир ку ĕçе тасаттармасан, сирĕн çурт-йĕр йăлт сӳнĕ (вымрет), терĕ. Г. А. Отрыв. Ун йăхĕ çук, сӳннĕ (вымер). Кан. Анчах çуртне туртса илчĕç те, ĕç сӳнсе ларчĕ. Бел. Гора. † Пуçран хуйхă сӳнес çук. Ib. † Пуçăм çухалнине сиснĕ пулсан, татах та ытларах калаçас мĕн тăвансемпе, пуçăмра хуйхăсем, ай, сӳниччен. ЧП. Пуçăмри пуç хуйхи сӳниччен. От. Чек. Чечекĕ сӳне пуçларĕ ĕнтĕ. Оспа стала сходить (шелушиться). || Лопаться. КС. Хăмпă сӳнчĕ. Пузырь лопнул (водяной, мыльный). Сред. Юм. Шыв çинче полакан хăмпу сӳнет (лопается).

сăнсăрлан

(-зы̆р-), обезобразиться, потерять вид; стать бесстыжим. Чума. Пичĕ-куçĕ тата ытларах сăнсăрланса тĕксĕмленет. Тяптяево. Çавă хĕрсем пĕтĕмпе сăнсăрланса карĕç (лица их стали безобразными, как у чертей), тет. Туперккульос 31. Çĕвĕçсем епле шурăхса сăнсăрланса каяççĕ. N. Ытла та ĕнтĕ вăл усалланнă, сăнсăрланнă.

сăра чӳк

сăра чӳкĕ, назв. моленья с пивом. М. Васильев. Тюрл. Пирĕн ялта çăв-ерни умăн сăра чӳк тăваççĕ... Вăл чӳке вăлсем: турра паратпăр, тесе чӳклеççĕ. Вăлсем ăна ак çапла каласа чӳклеççĕ: кăçал кун чухлă пур, кĕнеççул кунтан та ытларах ту. Кăçал кун чухлă савăнатпăр, кĕнеççул кунтан ытларах савăнмалла ту и т. д. НТЧ. Чăвашсем хĕллехи ĕçке ĕçме пуçлаччен пĕр кун малтан яланах сăрисене чӳклесе хураççĕ. (На этом гулянье приносят в жертву по ковшу пива следующим личностям: 1) турра, 2) турă амăшне, З) Сĕвере выртакан ырра, 4) хĕвел ашшĕпе амăшне 5) çил ашшĕпе амăшне, 6) пылак парана, 7) пихампара, 8) хĕрлĕ çыра... Эсĕ хĕрлĕ çыра (назв. божества) пар...

старав

здоровый. Нюш-к. Старав-и-ха? = Аван-и-ха! (на языке молодежи). Ib. Старав хăма, крепкая доска. Орау. Унăн чĕри (ури, куçĕ) старав мар.

çавăра

(с'авы̆ра), çавра (с'авра), круглый. Панклеи. Вăр çавăра куçлă хĕр, девица с круглыми-прекруглыми глазами. N. † Çӳл ту çинче виç хурăн, çулçи çавра, хăй сайра. Юрк. † Санăн çавра куçă кам çинче? Манăн çавра куçăм сан çинче. АПП. † Пăха (вар. пăхма) пĕлмен çавра куç, икĕ куçĕ хĕп-хĕрлĕ. Рак. † Ĕнтĕ уйăх çавра, уйăх çавра, ман пуçăмри хура çĕлĕк пек. || Круг (напр., в хороводах). Альш. Пĕр тĕми çинчисем тепĕр тĕми çине вăйă курма пек мĕн пек пулса каяççĕ пĕрле пĕр çавра (один общий круг) туса калама. Ib. Тăнă çавра çавăрăнса. Варринче, сак çинче сĕтел умнерех купăсçă ларать. || Кружным, окольным путем, не напрямки. КС. Çавра = тавра. Ib. Çавра каян çу хыпать. || Куплет песни. Пазух. Пĕр-ик çавра юрă, ай, юрласшăн, хăвармарăм сирĕн кăмăлăра. Байгул. † Пĕр икĕ çавра юр юрласшăн, тăвансене кăмăлсăр хăварас мар. Альш. † Виçĕ çавра юрă юрласшăн, хăвараймăп тăванăн кăмăлне. Трхбл. † Пĕр-ик çавра юрă та, ай, юрласшăн, хăварас мар хуçанăн кăмăлне. [Çавра юрă — куплет или несколько куплетов в песне, — связанных по смыслу]. Ст. Дув. † Хамăр тăвансен килне килсессĕн, виç çавра юрă юрлассăм килет-çке. Ст. Шаймурз. Акă йысна патне килсессĕн, виç çавра юрра хĕрхенес мар. Шибач. Ик-виç çавра юрă юрлам-ха кайиччен. Сред. Юм. † Çавра йорй йорлар-и (пропоем один куплет), тăшмансĕне хорлар-и? || Раз. Т. VI, 63. Тата виç çавра юрлăр-ха (спойте три раза; так обьяснил КС.). Юрк. † Пĕр çавра юрласшăн, хăварас мар хăтам кăмăлне. Сĕт-к. Пĕр çавра йорласа илтĕмĕр. Г. А. Отрыв. Вилес умĕн вара çав чĕлхеç (старуха Чĕкеçук) виç çавра: „Ярантайăн ят юлтăр, Чĕкеçук карчăк тĕп пултăр“, тесе юрланă та, вилсе кайнă, тет.

çаптаркка

набойка, печатание белого холста (способ, ныне уже не употребляющийся). Ст. Чек. Мăнтăр пусма, анĕ икĕ шит, çаптаркка пек хĕрлĕ, куçĕ хура. N. Пӳрт тăрринче çаптаркка кĕпе выртать. (Çăлтăрсем).

çара

(с'ара), голый. Г. А. Отрыв. Çара ура кĕллипе çӳреме йăлăхтарчĕ мана. Чураль-к. Уйра çара çатма ларĕ. (Йĕтем). Орау. Таçта тупнă (илнĕ) кăсем ку çара сыснасене. СТИК. Эй, çара çăвар, сан суеççӳ хыççăн кайса шыва кайса та вилĕн. Болтун, верь-ка тебе! Ib. Çара çăвар, сан çăмăлкăна кам пĕлмес. || Исключительно, один только, сплошь, в чистом виде; сплошной, чистый. Сĕт-к. Çара чăваш вĕренет. Учатся одни чуваши. Ск. И пред. чув. 59. Салтак картусĕ çара лапра çеç. Баран. 131. Çара хăй кăна тăм пит сайра пулать. Т. II. Загадки. Пĕчĕк пичче çара йĕп витĕннĕ. (Чĕрĕп). N. Вăл ялта çара чăваш пурăнать. N. † Çара порçăнран пиççи турăм, ĕмĕрлĕхе çыхма мар, наччаслăха çыхма. Собр. † Акка, санăн тухью çара кĕмĕл, мĕн тăрассине пĕлетре. КАЯ. Сăхманĕ çара юнлă сĕлеке (весь в кровавой слюне). N. Унăн ăшчикки çара çу. О сохр. здор. Хура-халăх çавăнпа çара çăкăр çинĕ чух вăрахăн çисе-çисе ларать. N. Поçĕ çара йон (чĕп-чĕрĕ йон, поçĕ йонлă). N. Çара сĕт, одно молоко, без примеси воды. Кратк. расск. Пĕтĕм ӳтне-тирне, çанне-çурăмне çара суран анчах туса пăрахнă. N. Лаши тавра çара ярапа çеç. Лаши тавра йĕс тавраш та ярапа çеç. Толст. Эпĕ халĕ ырхан, манăн çара шăмă анчах. Ой-к. Иван лаши çинчен сикрĕ-анчĕ те, курăка утмăл пăт туртакан хĕçпе касмала шăлчĕ те, çара (= пĕтĕмпе) хуп-хура юн пулса юхса карĕ, тĕт. Якейк. Пичĕ-куçĕ çара тосан. Шурăм-п. Хăй çара юн çех, тет. N. Çурăхсем çара тăм кăна киле тавăрăнатьчĕç. N. Çавăнпа çаран çара лачака кăна. Ст. Чек. Ку вăрманта çара юман кăна (состоит сплошь из одного дуба). Орау. Çара чей (без хлеба) хырăма выçтарать. Ск. и пред. чув. 18. Каçхи хĕвел ылттăн пек, йывăç витĕр курăнать; çара вĕçен-кайăк пек, унăн çутти вăйă вылять. Ярмушка-к. Пăхăртан тунă (çара пăхăрах). (Кумган) сделан из чистой меди. N. Çара кĕркунне варринче (в позднюю осень), йĕпе-сапа витĕр, Гай ятлă ял патнелле пĕр ватă çын çывăхарса пынă. || Поляна, луг на возвышенном месте. Пшкрт: тӧβӓрӓ с'ара. Ib. Мăн анаçи мăн çорлине контак çакса хуаратпăр, мăн çарари мăн çавине контак çакса хуаратпăр.

çара-çерçи

(-з'и), летучая мышь. Тюрл. Ст. Чек. Çара-çерçи пĕçерсе çисен, тĕнчери пур япалана пурне те пĕлет, анчах ăна çиме çылăх. Сред. Юм. Çара-çерçи пик тесе сивĕре начар тумтирпе çӳрекен çынна калаççĕ. Ib. Сиввĕ мар-ши кôна, çара-çерçи пик сиввĕре те тумтирсĕрех çӳрет. Кайсар. Çара-çерçийĕн çунатне типĕтсе таярпа (= тарайпа?) умма çаксан, сивĕ тытмаст. Ib. Çара-çерçи çуначĕпе, куç пăсăлсан, куçа сăтăраççĕ, вара тӳрленет, теççĕ. Нюш-к. Лаша питĕ начарланса кайсан, уна çара-çерçие типĕтсе парсан, чĕрĕлет, теççĕ. Кан. Виççĕшĕ те çара-çерçи пек чухăнскерсем. СПВВ. ИА. Çара-çерçийĕн кăнтăрла куçĕ курмасть. || Голяк, бедняк. Кан. Тепĕр енче — пур „çара-çерçи“, пĕрер ятлă çĕр çинче 10—15 йышлă çемье тăрантарса пурăнаканскерсем, пĕр сăмахпа каласан — „катен-карчăк“ пеккисем. Йӳç. такăнт. 17. Кам качча килĕ пирĕн çара-çерçисене?

çыв

масло. НАК. Чураль-к. Çыв = çу, масло. См. çăв.

çиллеслен

становиться вспыльчивым. Калашн. 4. Мĕн кĕçĕнрен унăн куçĕ умĕнче ирсĕр ĕçсем пулнă, хăйне те пит кӳрентернĕ, çавăнпа вăл ӳснĕçем çиллесленсе пынă.

çит

(с’ит, с’ит’), достигать, доходить, доезжать, добираться, прибывать. М.-Чолл. Кăвак кашкăр калать: ан, çитрĕмĕр (слезай, мы доехали). N. Манăн (или: мана) киле çитесси инçе мар. Мне недалеко до дома. N. Вĕсем хулана пилĕк çухрăм çитсе кĕреймен. Они не дошли до города пяти верст. Сĕт-к. Орапая йăвăр тиярăмăр та, аран лăчăртаттаркаласа çитсе (çитрĕмĕр). N. Çитейместпĕр халĕ. Мы пока еще не доехали (до дома и т. д.), еще довольно далеко. ЧП. Икĕ усламçă килеççĕ, тарăн вара çитеççĕ. Çитин-çитмин мĕн тăвас, тавар илмесĕр юлас мар. Тим-к. Пуп çав вăхăтра киле çитнĕ, Украк часрах тухса тарнипе пупа çитсе çулăнса вара киле тарнă. Регули 1158. Вăл ман пата çитрĕ. Ib. Сан пата çитиччен килтĕм. Ib. 1127. Эп чӳркӳ патне çитрĕм. Чӳркӳ патне çитичченех шу тăрать. В. С. Разум. КЧП. Кĕркури çитнĕшĕн хĕпĕртесе, киле çитрĕç. Дошли до дома, радуясь тому, что Г. прибыл домой (с военной службы). Б. Яныши. Тăррисем хитре йоррисене йорлама çитеççĕ (прилетают). Баран. 86. Эпĕ хам çитес тенĕ çĕре çитсе пыраттăм. Изамб. Т. Пăр (град) карттус çине ӳкет те, пуçĕ патне çитеймест. Хора-к. † Ати кил-хошши çитмĕл отăм, çитмĕл отăма çитсессĕн атин килĕ полĕччĕ. (Свад. п.). Истор. Çар ертсе çӳренĕ чух вăл пĕр çĕртен тепĕр çĕре вĕçен-кайăк пек час çите-çите ӳкнĕ. N. Ыран тăват сехет тĕлнелле, завтра, приблизительно часам к четырем (тăват сехете — значило бы, чтобы в четыре часа быть здесь). || Догонять. Яргуньк. Кайсан-кайсан, çав лашана çите пырать (начал догонять), тет. Чураль-к. Лăпăрлă карчăк çите килет (догоняет, настигает), çӳхеме те çисе ячĕ, хама та çисе ярать. || Заставать, настигать. В. С. Разум. КЧП. Эпир авăн çапнă чух çăмăр çитсе çапрĕ. N. Ăшăмри чĕрем хускалчĕ, вилĕм хăрушăлăхĕ çитрĕ мана: хăраса чĕтĕресе тăратăп. Баран. 22. Вĕсем (гнус, насекомые) выльăха чĕрĕлех çисе ярасса çитеççĕ. || Доходить числом. Çутт. 142. Йăвăç пахчи пысăках мар, вăтăр ӳлмуççие анчах çите пырать (приблизительно доходит до тридцати корней). Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 11. Сакăр пине çитсе перĕнет вĕт вĕсен шучĕ. N. Чĕмпĕртн чăваш шкулĕ те, 1862-мĕш çулта пĕр ачаран пуçланса 1870-мĕш çулта 9 ачана çитсе, шкул хисепне кĕнĕ. N. Пилĕк тапхăрччен хĕрĕхшер хут, хĕрĕхе пĕрре çитми суран туса çаптарнă. Арзад. 1908, 54. Инке пĕр купăста йăранĕнчен 15 пуç, тепринчен малтанхине З пуç çитейми каснă. Кратк. расск. 26. Эпĕ çĕр çинче çӳре пуçлани çĕр вăтар çул ĕнтĕ; çапах аттем-аннем çулĕсене нумай çитеймест манăн кун-çулсем, тенĕ. Орау. Вун çичче çитесси манăн тата пĕр уйăх; вунçич çул тултарма манăн пĕр уйăх çитмест. Мне недостает до семнадцати лет одного месяца. Регули 906. Воннă ут патнех çите пыратьчĕ. Было лошадей с десять. || Дожить, „достукаться“. N. Тĕнче тăрăх кайма патнех çитрĕмĕр ĕнтĕ, тенĕ Иван Петрович, хăйĕн юлашки ĕнине хырçăшăн илсе кайсассăн. Дожили (достукались) до того, что пришлось итти по миру, сказал Иван Петрович, после того, как увели у него последнюю корову за подати. N. Ситмĕле çитрĕм. Мне исполнилось 70 лет. Савруши. Çапла ĕнтĕ юлашки кун патне çитеççĕ (наступает...). N. Вилĕм ĕçне çитетпĕр. || Переходить, заражать (о болезни). Трахома. Упăшки чирĕ алшăлли тăрăх арăмне те çитрĕ. || Посетить, побывать. N. Ваçан çав арçын-юмăç патне те çитнĕ (посетил). Курм. Эпĕ Москова та çитнĕ. Я был и в Москве. N. Миçе хулана çитрĕмĕр, хамăр ял этемми курман. Во сколькях городах побывали, а своих деревенских не встретили. N. Халер аллă яла çитнĕ. Холера посетила пятьдесят селений. Кан. Кун пирки ĕç сута та çитсе пăхрĕ. Это дело побывало и в суде. Юрк. Виç-тăват çул хушшинче ку виç-тăват приказа çитет (перебывал в трех-четырех приказах). Ib. Çитнĕ çĕрте çырла темĕн чухлехчĕ. || Исполняться. N. Шухăшланă шухăш та тепĕр чухне (иногда) çитмес. N. Ун урлă калани çитнĕ. Шорк. Эпĕ шухăшлап та, çав авалхи çынсем сомаххи ман тĕлĕн (в отношении меня) çитсех пурать. Б. Яуши. Кушак çул урлă каçсан, ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитмест, теççĕ. (Поверье). Ала 62°. † Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăш шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр. || Доставаться; постигать. Хĕн-хур. Çынна хĕн-хур тăвакана тивлет çитмест (не даруется). Ст. Ганьк. Çав ылттăн хурт пылне хăçан та хăçан йӳçĕ çитерĕ, çавăн чухне çак çынна йӳçĕ çиттĕр. N. Мана мĕн çитсе ларчĕ, çавна эсĕ те асăнтах тытса çӳре. Ман çине çитни сан çине те çитмелле. N. Ĕçе тӳррипе тумасан, сирĕн çине ун çилли çитĕ. N. Сан суту пĕр сехетрех çитрĕ, тийĕç. N. Ăна та мĕн те пулсан çитĕ-ха. N. Кам пире çитнĕ инкекрен хăтарĕ-ши? || Достигать апогея. Орау. Эх, мăнтарăн çанталăкĕ! Пирĕн кун-çул çите пуçларĕ (какая благодать весною). Кан. Ак çитрĕ пурнăç. Альш. Ял çыннисем тиркешмесен, çитнĕ манăн пурăнăç. Ала 103°. † Ати лаши — сар лаша, кӳлтĕм тоххрăм чопмашкăн. Хампа ларттрăм сарă хĕр, сарай тавра çавăрăнтăм, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ. || Доставать, быть достаточным, хватать. Альш. Пурне те çитнĕ чыс (угощене). Никам кăмăлĕ шăранмасăр юлни çук. Ib. † Улма йывăççине пас тытнă, ан чарăрсем, тăвансем: пире чыс çитнĕ. (Застольная песня). N. Кĕнеке çитмен пирки (от недостатка) сан патна вулама çӳреме тивет. Истор. Эсир мана кашни килĕрен виçшер кăвакарчăн, тата виçшер çерçи тытса парăр та, çитĕ (и довольно). N. Сире сахалпа çитес çук (малого количества вам недостаточно), сахалтан та (самое меньшее) сире пĕр пăт кирлĕ. N. Эх, çитмен пуранăç, мĕн чухлĕ çынна эсĕ тĕттĕме хăвартăн! N. Ачасемпе калаçса пăхасчĕ пирĕн, ун чухне мана ĕмĕр çитнĕн туйăнĕччĕ вара. ССО. Таванăмсем! пытанса выртасси çитĕ ĕнтĕ! О сохр. здор. Тӳшек питне малтан каланă пек вĕри шывпа вĕретсе тасат, вара çатрĕ те (вот и всё). N. Эпĕ мĕн çитменшĕн хамаăн чи çывах çыннăма сирĕн аллăра парăп? Чем люди живы. Симунăн вара пурăнăçĕ çитсе тăра пуçланă. Семен стал жить в достатке. Изамб. Т. Мункунта укçа илни çитмес (недостаточно того, что...), çăмартине те, хăпартуне те пухса çӳреççĕ (попы). Ib. Çитменнипе лашана сутса ятăмăр. N. Çитменнине тата атти (анни) пырса кĕчĕ. Ой-к. † Пус-кил арĕм сӳс тĕвет; эп те тĕвем, терĕм те, кисип çитмеç, терĕ, тет. Кисип илме карăм та, йăтти хăр-хам! терĕ, тет. Регули 247. Окçа çитменрен (scr. çитменирен) çӳремест вăл. Он не путешествует потому, что у него недостает денег. Ст. Шаймурз. † Шур кăвакал чĕпписем кӳл-кӳл урлă, сĕлĕ сапса сĕлĕ çитмерĕ. Н. Сунар. Халĕ ĕнтĕ, ватăлсассăн, ĕçлеме вăй çитейми пуçларĕ те, вăл мана хăваласа ячĕ, тенĕ. Н. Сунар. Вăл ĕлĕк çамрăк чухне аван ĕçленĕ те, халĕ, ватăлсан, унăн ĕçлеме вăйĕ çитейми пулнă. Качал. Патша хĕрĕ курчĕ, тит те, çакна, калать, тит: ма килтĕн, Йăван, тесе каларĕ, тит. Эпĕ пĕтни çитмеçт-и? Кай, атту пĕтетĕн эс те, тесе каларĕ, тит (она). Пазух. Сирĕн пек ырă çын, ай, умĕнче тата тутлă чĕлхем, ай, çитмерĕ. Кожар. Пичĕшин, кахаллипе ĕçлемесĕр пурăнса, çиме те çитми пулнă. Его старший брат стал скудаться едой. Юрк. Чиркĕве кĕрсен, çав аллинчи çуртисене кашни турăш умне çутса ларта пуçлат. Пурин умне те пĕрер çурта лартсан, пĕр турăш умне лартма çурта çитмест. Ib. Сана уйăрса пани çитмен халĕ. Мана мĕн чухлĕ патăр? N. Пурăнăç çитмен пирки выçăллă-тутăллă пурăнса аран ӳскелерĕм. ЧС. Ачасене татах тем çитмес: кушилти çăмартана капăр (вдруг, сразу) тăкса яраççĕ те, пĕри те пĕри илес тесе, сыранса ӳкеççĕ. N. Вăл панипе çитмерĕ. Данного им не хватило. N. Саххăрпа çитет поль. Сахару-то, поди, достаточно (т. е. больше не надо). N. Ĕлĕк пирĕн нихçан та çиме çитместчĕ. Якейк. Эс мана окçа тыр вырнăшăн кĕт çитимирах патăн (не додал). Ib. Çорт лартма Иванăн хатĕр çите пырать. Иван почти что приготовил материал для стройки. Яжутк. Çулталăкне çĕр сумпа çите. Будет достаточно ста (ассигнованных) рублей в год. Юрк. Çĕнĕ-çын чухне хунямăшне пĕр витре шыв карташĕнчи пуссинчен кӳрсе пама ӳркенекен çынна, халĕ тата таçтан аякран та пулин ирĕксĕр тултас пулат. Ахаль те чăлах япалана, наяна, çитнĕ те... тытăнат хуняшшĕне: пус та туса памарĕ, тесе, вăрçма. Собр. Ĕçсе çитнĕ, тек ĕçсе капан тăвас çук, теççĕ. Йӳç. такăнт. 37. Ну, кум, ан ятла çисе те, ĕçсе те çитрĕ. Манăн каяс ĕнтĕ, питĕ ĕçсĕр пултăм. || Касаться. N. Лашине куритене çитмеллех кăкарман. || Сравняться. Янш.-Норв. Тĕр таврашĕнчен вара ăна çитекенни те çук: ăна хуть те мĕнле тĕр пуçласа пар, вăл ăна пĕр самантах тума вĕренет. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). N. Ача-пăчана ху куç умĕнче тытнине нимĕн те çитмест. N. Вĕсен çулчисене, кăларичченех (до вырытия корнеплодов), татманнине нимĕн те çитмест (лучше всего не рвать). N. Нумай тĕрлĕ суран пур, чĕре суранне çитеймест. N. Эсир ăçта мана çитме! Тăв. 37. Ну-у, кăна уш ан кала та. Ваньккана Кирукăн çитме питĕ инçе. N. Ку Якор патне çитес çок. Ему с Егором не сравняться. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет? || Приближаться. N. † Хăят çите пуçласан, хĕр пухăнать урама; Хăят çитсе иртсессĕн, хĕр саланат урамран. СТИК. Эс миçере? — Çирĕмре.— Эй сана салтака кайма вăхăт çите пырат иккен! (Выражает близость солдатчины, не указывая на приближение во времени). || Успевать, подоспевать. С. Айб. † Савнă тусăм аса килнĕ чух çитеймерĕм эпĕ чыспала. БАБ. Ку тукатмăш хĕвел аннă вăхăтра вилчĕ те, çĕрле пулса çитиччен ун вилни çинчен пĕтĕм ял пĕлсе çитрĕ. Собр. † Пире курайман тăшмансенĕн куçĕ ăçтан курса çитет-ши? Орау. Иванĕпе Макарĕ çитнĕ те унта (уж там, везде поспевают шедьмецы)! В. С. Разум. КЧП. Вăл килессе кĕтех тăрса урока çитеймерĕм. || Вернуться, обратиться на... N. Хам тунă йăнăшсем хамах çитрĕç, вĕсем пуçăм çинчи çӳçрей те йышлăланчĕç. Нижар. † Кайăк-хур пырать картипе, кайри мала иртминччĕ: эпир çакăнта ĕçсе çисе юрлани хамăр хыçран çитминччĕ. || Наступать. Юрк. Çитес пин те тăхăрçĕрмĕш çулта. В будущем 1900 году. Орау. Çитес хĕлте (будущею зимою) кĕлетне кăлараймăпăр-и-ха, сыв пулсан! Четырлч. Çитнĕ çулхи (наступившего года) куланай пулат, çак парăмсене тырă пулнă çул пурне те ытаççĕ. Якейк. Пирн те каяс çиттĕр поль. Поди и нам наступила пора уходить. (уезжать). СТИК. Çитес вырсарникун, çитес эрнере, çитес уйăхра. (В этих выражениях „килес“ не употребляют). Ib. Çитес праçникре тата килĕр. Кан. Етĕрнери эрех савăчĕ-çуртне çитес кунсенчех юсаса çитереççĕ (кончат ремонтировать). ТХКА. Тăхти, çитес çул клевĕр лартам-ха, сана вара клевĕр пăтти пĕçерсе парам, клевĕр кукли туса çитерем. Чхĕйп. Вара вăлсам çитес каç, юпа тăвас тенĕ чух, пĕр пĕчĕк сĕтел, тата тепĕр пĕчĕк пукан туса хатĕрленĕ. ГТТ. Ваттисенче вилнĕ. Умер (-ла) в старости. N. Анчах вăл вăхăт çитсех çитмен пулĕ ахăр (видно еще не совсем наступило). N. Ача çурални сакăр кун çитсен (когда исполнится в дней со дня рождения ребенка). ЧС. Манăн асанне вилни пилĕк çул çитет ĕнтĕ. НАК. Киле каяс вăхăт çитерехпеле, когда уже приближалось время отъезда. || В качестве вспомог. гл. N. Новгород пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ. Баран. 107. Тинех вара вĕллере йĕрке килсе çитет (наступает порядок). N. Вĕренсе çитсе кĕнеке вулăр, хытă çĕре кăпăк тăвăр. Ала 62. Пурте ларса çитсен, когда все усядутся. Ib. 80. Ĕçсе-çисе çитсессĕн, вырттарса çывратрĕç старике. Чăвашсем. Çутăлса çитсен, когда рассвело (-ет). Пĕтĕмпе тĕттĕм пулса çитсен, когда совсем потемнело (-ет). Виçĕ пус. 17. Начарланса çитет. В. С. Разум. КЧП. Микулай ӳссе çитнĕ. О сохр. здор. Пирĕн ĕçе çавăн пек: тасалса та çитме çук (т. е. не находишь времени привести себя в порядок). N. Çамрăк ачасем салтака кайиччен нумай вĕренсе çитеççĕ. N. Мĕнле ку чиновниксем, улпутсем пит „кăмăллă“ пулса çитрĕç? N. Килсе çитнĕ. N. Пурăнсан-пурăнсан, хай чир чиперех пусмăрласа çитет. N. Начарланнăçем начарланса çитнĕ. Чума. Вăй-хăвачĕ пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ (у нее). N. Выльăхсем самăрланса çитрĕç. Цив. Çырмана лашасене тытма пырса çитрĕ. Н. Сунар. Вăл ман пата чупса çитсе (подбежав), мана калар. Бес. чув. 4—5. Ун çинчен: ку пуйса çитрĕ, теме те юратьчĕ. N. Кунта халăх пайтах пуçтарăнса çитнĕ иккен. СВТ. Тата ача пĕр-пĕр чирпе чирлĕ пулсассăн та, сывалса çитиччен ăна шатра касма юрамасть, теççĕ. Альш. † Ӳссе пĕвĕм çитсессĕн, эпĕ усал пултăм-и? (Хĕр Йĕрри). N. Вĕсем мана эпĕ аптăраса çитнĕ вăхăтра кклсе тапăнчĕç. N. Курăк ирхине чечеке ларса çитет. N. Сан хаярлă-хунтан хăраса çитрĕмер. N. Сывлăшăм пĕтсе çитрĕ. N. Шăп тăват сехет тĕлне килсе çитрĕ. Пришед ровно в четыре часа (секунда в секунду, без опоздания). || Быть готовым (доходить до того, что...). Юрк. Хăшне пăхнă, ăна, юратлипе ытараймасăр, чуп-туса илессе çитетĕн. Н. Шинкусы. Тем парасса çитнĕ. Был готов отдать не знаю что. См. ахаль ту. БАБ. Юман хăй тĕреклĕ, çирĕп те, кăмпи те хăватлă теççĕ, курăнать; таçтан илессе çитеççĕ сассим (готовы взять откуда бы ни было). || В чувашизмах. Четыре пути. Çитĕнсен евчĕсем ăçтан çитнĕ унтан (отовсюду) пыра пуçларĕç. N. Ăçта çитнĕ унта, куда ни пойдешь — всюду... N. Ăçтан çитнĕ унтан, со всех сторон, отовсюду. ТММ. Ăçтан çитнĕ туйăма, кушак пуç пек хыпама.

çу

масло, жир. Календ. 1903. Çу уçлама хура алăпах (с грязными руками) пикенеççĕ. В. Олг. Орен (орэн) уçласан, çу ӳкет (сбивается масло). N. Ăна кашни кунах вулатăп та, чун пĕтĕмпех савăнса каять, пĕтĕм ăшчик çу пик ирĕлсе каят. N. Пĕре сехрине хăпартрĕç те (пугнули), пирĕн улпут кайран çу пек пулчĕ (стал как масляный, т. е. ласковый, мягкий). Бел. Гора. † Çу пек çемçе аллăмпа тытса пăхайăттăм (девушек). Сред. Юм. Пирĕн ĕç халь çу çинчи пик пырать. Наше дело на мази („как по-маслу“). Ib. Тунă ĕç çу пик. Кильд. Чĕлхи-çăварĕ — çу тути. Ее речи приятны как масло. Чураль-к. † Пирĕн ялта та хĕрсем пур, чĕп-чипер пăчăр пек, пăчăртасан, çу тохать. Собр. Нумай калаçса çу тухмаст, теççĕ. В многословии пользы нет. (Послов.) Юрк. Нуммай калаçсан та, çу тухмас-тăр çав. Собр. Хĕре чи первей венчет туса кил-хушши алăкĕ патне çитсессĕн чăкăтпа çу çитерсессĕн, хĕрĕ çу пек пулат, теççĕ. С. Алг. † Сĕтел лартса çу хуракан, ут куçĕ-тĕр (надо: вут-пуççи-тĕр) унăн чĕрисем. Пазух. Улатăртан илтĕм ула ĕне, нумай та тăмарăм, çу турăм. Янорс. Ураписене çу сĕрсе (подмазав) хатĕрлесе лартрĕ. Альш. † Эпир усала кайсассăн, тăшман çĕççи çу çинче (т. е. враги будут очень рады). || Сало, жир N. Çу нумай хывнă чĕрисене. Бюрганский. Манăн чĕре эсĕ çу хывнă пекех пулчĕ. Ты влил отраду в мое сердце. Юрк. Ăшăмра пĕр пĕрчĕ çу юлмарĕ-тĕр. Я совсем истосковался, высох от горя. ЧП. Çак тăвансем аса килсессĕн, ирĕлмĕ-шин чĕренĕн çăвĕсем (не растает ли жир сердца, т. е. не буду ли я томиться тоской). Альш. † Йĕрсе, хуйхăрса ан тăрăр, хуйхăран чĕресенче çу пулмĕ. Собр. † Ушкăн пыран кайăк-хур, çуначисем вĕçĕнчен çу юхат. N. Пирĕн чĕре çумĕнче пĕр чĕрĕк те çу çук-тăр. || Скоромное. В. Олг. Эс паян çу çиетĕн-и? Ешь ли ты сегодня скоромное. (То же у КС). Тораево. Çула çупа пурăнать, хĕлле типĕ. (Какая-то загадка).

çу куçĕ

, çу куç, лунка, которую делают в каше для наливания масла. Янш.-Норв. Пăтти çине виçĕ пашалу хурать, тата çу куçĕ хывать. (Çăмăр чӳкĕ). К.-Кушки. Хуран çине çу куçĕ тунă (делали), кашăк хунă. Сред. Юм. Сĕтлĕ пăтă çине çу куç хорса пуçса çиеççĕ. Микушк. Пĕре вăсем пăтă пĕçернĕ те, çу куç туса çинĕ. Сиктер. Чукун ăшĕнчи пăтă варрине çу куç тăваççĕ сар çу ярса.

çу

(с’у), лето. См. çăв. Н. Сунар. Çапла вара виçĕ çу (кĕтӳ) пăхнă (пас стадо), виçĕ хĕл тарçăра пурăннă. Баран. 161. Кунта хĕлле пулманпа пĕрех. Çу пит вăрăм килет. Юрк. Хĕлле чипер усраса, çăва кăларнăшăн. N. Çу варринче çумăр хыççăн хăвăрт тулса ыткăнать. ЧС. Иртнĕ çура (в прошлое лето), ыраш вырма тухсан... НТЧ. Çăва тухсан (когда наступит лето), пĕр вĕçĕ картара пултăр, пĕр вĕçĕ хирте пултăр. Хĕле кĕрсен, карта тулли тăччăр (скотина. Из молснья „ĕне ырри“) N. Çын калать, тет: халĕ тупас çук уна тепĕр çусăр (до другого лета, раньше другого лета), тесе каларĕ, тет. Якейк. Хăш-хăш çура çак çырма типсе лармасть. О сохр. здор. Кирек кам та вăл ĕçе пĕр-ик-виç çура вĕренсе çитет (может выучиться за два-три лета). Н. Лебеж. † Çăва тухса килнĕ чух (при наступлении лета) эсĕ ачăна уйăран. (Хĕр йĕрри). Шăна чир. сар. 8. Çу иртнĕ çĕрелле (к концу лета), кĕркунне, тепĕр тĕрлĕ шăна тухать. Орау. Çу нумай юлмасть. 1) Лета осталось немного. 2) Мясоеда остается немного. З) Масла остается немного. Кан. Кун йышши ĕçсем çак çура (в это лето) пайтах пулкаланă. N. Çу иртрĕ. Лето прошло. N. Час ĕнтĕ çу иртет, кĕр енне кайрăмăр (дело идет к осени). Кан. Вăл çу вăхăтĕнче çеç кĕме йӳрăхлă, çуркуннепе кĕркунне сивĕ, кĕме юрăхсăр. Сред. Юм. Прахутсĕм, пĕр кĕрконне полсан, çӳреме чăрнаççĕ те, çуран-çăва (с лета до лета) çитеччинех пĕр вырăнта лараççĕ. Ib. Çуран-çу (с каждым летом) çăмăр полми полчĕ, порнан ĕмĕрте те воçех çуми полать ко çăмăр. || Весна. N. Çак çутă çу кунĕ май уйăхĕнче кунта та унта пекех тырăсем аван ешернĕ, мĕн пур вĕçен-кайăкĕ, куккусем те юрлаççĕ.

çу

(с’у), мыть. Ядр. † Хура-курак тăриччен хуран çуса çаксассăн, пирн атине эс юрăн. N. Пите çăл вăлашки çинче çурăм. Я умылся над колодой у колодца. Орау. Алла юрпа çурăм. Я руки вымыл снегом. Ib. Çума карĕç! Cunnos lavatum profectae sunt. (De mulieribus dictum est, quae lavandi causa ad flumen descenderant). Якейк. Кăмакаран каларсан, çип çума каяççĕ. Ib. Эп ăна çума кайма чĕнтĕм. Ib. Мĕн час эсĕр çип çуса килтĕр-ке? Янтик. Ку хурине (черные пятна) çуса ярас Ib. Çак тĕл-тĕл хурисене çуса ярас. Эти пятна надо смыть. Тораево. Çуса та яримăп, шăлса та яримăп. (Какая-то загадка). N. Чăнах та эсĕ кунĕпех çуман питĕпе (неумытым) çӳресшĕн-и? N. Ĕнтĕ виçĕ уйăх ырăн (= ырран) пит çуса та корман, икĕ уйăх çут-çанталăка тохса çӳремен. || В перен. смысле. N. Кĕпӳ арки вараланнă, çуса ярсам. Альш. † Ман çылăха кам çăвĕ? Кам тупакан çав çăвĕ. (Хĕр йĕрри). || Умываться. О сохр. здор. Куçĕ пăсăлнă çыннăн ытти çынсем çăвакан пит çумаллинчен (из умывальника) çума юрамасть. || О слезах. N. † Эх мăнтарăн самани, мĕшĕн куççулĕпе пите çумалла пулчĕ-ши! || Подмазать, дать взятку. N. Эпĕ ăна çурăм (устроил дело).

çурăл

çорăл (с’уры̆л, с’оры̆л), разрываться, трескаться, лопаться, раскалываться. Янтик. † Çĕр çурăлчĕ — йĕп тухрĕ, ура тупанне тăрăнчĕ; ӳссе пĕвĕм çитмерĕ, куçма тăшмак тăрăнчĕ. N. Çурăласла япала-и ку? Расколется ли это (полено)? || Цвести, распуститься. Икково. Çĕмĕрт час çорлать-и? ФТТ. Кĕркунне улмуççи е çĕмĕрт çурăлсан, çав улмуççи хуçин кам-та-пулин вилет. Яргуньк. Сат картинче олмоççи çитĕнтĕр, кĕлле кĕриччен улми çурăлмалла, кĕлĕрен тухсан улмине татса çималла (чтобы можно было срывать и есть). Икково. Эп яла килнĕ чох яланах йăвăçсам çорăлнă вăхăт полать. Якейк. Уй хĕрĕнчи улмуççи, тăрри çоралать (цветет) — уй толать. N. Улмуççи чечекки аван çурлни? Хорошо-ли расцвели яблони. Якейк. Шăпчăк авăтать, çӳçе тăрри çорăлать (цветет). N. Хора-тол (греча) çорăлнă. Янш.-Норв. † Пиртен вара юлашки (шăмак-кĕпçи) ларччăр тăрри çурличчен. N. Олмасам çорăлчĕç. Г. И. Комиссар. Çорăлса ирт, отцвести. || Оглашаться. Альш. † Урам çурăлат халăх сассипе. Ib. Ашшĕ-амăшĕ çурăлат вăрçса (очень бранятся). || В перен. смысле. Юрк. Çурăлас пек ыратакан куçĕ чăнласах та пĕртте ыратми те пулат, хăй тĕлĕнсе савăнат. N. Çурăлас пек çӳреççĕ. N. Пуç çурăлса тухат. N. Пуç çурăлса тухать пуль (о сильной головной боли). Альш. Пуçĕ хăйĕн çурăлса тухать — ыратать (с похмелья). СТИК. Пуç çурăлса тухас пек ыратат (болит очень сильно. То же и в Сред. Юм.). N. † Ирхине тăтăм, тула тухрăм, çурăлса килет çурăм-пуç. К.-Кушки. † Çĕмĕрт çеçки тухнă чух çĕр çурăласса çите-çке (земля бывает готова треснуть). Якейк. Но паян туйăра хĕр кортăм, тĕлĕнсе каймала: питĕ чипер, сăн-пуç çорăлса тохас пак (полная, румяная).

çур

çор (с’ур, с’ор), весна. N. Çур çывхарса килет. Приближается весна. Ягутли. Пуш уйăхин вуннăмĕш кунĕнче çур пуçланать. Ала 95. Мĕскĕнсен çура хирĕç (к весне) тырă-пулă пĕтет. Юрк. Вăл çур пит йĕпе çур килчĕ, çураки сухаланă вăхăтра куллен тенĕ пек çумăр çăватчĕ, анасем çинче путатчĕ. Ib. Çур иртрĕ, çăв килчĕ. Çăв иртрĕ, кĕр килчĕ. Кĕр иртрĕ, хĕл килчĕ. Хĕле кĕтĕмĕр. Орау. Çур киле пуçларĕ, çуркунне пуласшăн (хочет быть весна). N. Сĕлĕ мĕле çитĕнет çортан вара? К.-Кушки. Çур пит хĕнпе килет. Весна — поздняя. Ib. Çур вăраха пычĕ. Весна тянулась долго. Орау. Кăçал çур ир килчĕ (наступила рано). Ib. Çур кая юлать пуль кăçал (видно запоздает). Шибач. Вара вăлсам çола тохрĕçĕ. Йăванĕ калать: ну аки, тет, айта, тет, халăхсам çаран параççĕ, тет. Б. Олг. Эпĕ шохăшласа порăнтăм çортан вара кĕрччен (с весны до осени). N. Çора тохсассăн, по наступлении весны. Сред. Юм. Пĕр мăшăр атта çорконне тăхăнма пуçларăм та, çав çортан çора (с весны до весны) пĕр çола пычĕ çав. N. Çура тухрăмăр. Начинается весна. || В смысле наречня. Сĕт-к. † Ки-кик-ка-как! хор-кайăк, кĕр каять те, çор килет, эпĕр апла полмăпăр. N. † Хура чĕкеç пулам-и, хуралтă çине ларам-и? Хуралтăр çĕрет, тийĕсĕр (если выскажете), çур килĕп те, кĕр кайăп. Юрк. † Крымски çĕлĕкне чалăш лартса, кама ăсатрăн çурăн çĕрĕнче? Ăсатайрăн çурăн çĕрĕнче, йăпатайрăн çемçе чĕлхӳпе.

çутăл

(с’уды̆л), осветиться, засветиться. Ау 25. Камăн аллинче çурта ахалех вутсăр-мĕнсĕр çутăлать, çавă патша пулмалла. Ib. Иван аллинчи тытса пынă çурта вутсăр-мĕнсĕр ахалех çутăлса кайрĕ, тет. Толст. Жилин: ух! тесе кăшкăрнă та, ачасем çухăра-çухăра тара пуçланă, çара чăркуççийĕсем анчах çутăлса пынă. Трхбл. † Алăкăра тапрăм, ай, уçăлчĕ, шыв çинчи сар чечек çутăлчĕ. Кан. Лампăчкисемпе сăмахсем çутăлса тăмалла (сиять) тăвать. Ск. и пред. чув. 19. Кӳлли пысăк, карăнтăк пек, курăк ăшĕнче çутăлать. || Светать. БАБ. Çурçĕрте кайса, çутăлас чухне тин килчĕç. Изамб. Т. Çутăлман та (не успело еще рассветать), Иван ĕçе тухса кайрĕ. В. С Разум. КЧП. Халех кайсан, ирех пулĕ, кĕт çутăларах патăр-ха. Ск. и пред. чув. 63. Катаран тĕтре çутăлса килет, çурăм-пуç çăлтăр хăпарнă анчах. Ау 2З. Вăл пырат, тет те, ларат-ларат пăхса та, çутăлнăпа çывăрат каят, тет. П. Патт. 2З. Вăл шапасен сăн-сăпачĕ мĕн чухлĕ çутăлма пултарать, çапла çутăлса тăнă. || Лосниться. Янш.-Норв. || В перен. зн. Юрк. † Аттенĕн черкки çутă черкке, тек çутăлма юрамĕ; атя карчăк киле каяр. Анне курки сарă курка, тек саралма юрамĕ; атя, старик, киле каяр. N. † Хонĕм черкки çутă черкки, тек çутăлма йорамĕ. Якейк. Май мар, сот туса çутăлса лартăн. Что и говорить, много выгоды принесла тебе торговля (ирония). Баран. 55. Савăннипе çавăнтах пичĕ-куçĕ çутăлса кайнă.

çăв

(-с’ы̆в), масло. См. çу. Янш.-Норв. Пăтă çине çăв хывса. Ib. Çăв çулĕпе илсе кайрăмăр, сĕт çулĕпе килсе хăвартăмăр. Ст. Шаймурз. † Ан йĕрсемех тантăш, ан сарăхай, çуннă чĕресенче çăв пулмĕ. Сред. Юм. Сан çăву, твое масло. Ыраш 18. Хĕвелĕ вара, çăвах кăларасшăн пулмалла, хĕртет.

çăв куçĕ

то же, что çу куçĕ. С. Тим. Пĕр чашăкĕ йĕри-тавра çынсерен пĕрер кашăк чиксе, варине çăв куçĕ туса, çăв пит нумай яраççĕ.

çăв

неизв. сл. Отсюда: çăв-чăваш.

çăв-чăваш

некрещенные чуваши. См. çу-чăваш. Козыльяр. Çăв чăнаш — тĕне кĕмен чăваш, таса чăваш.

çăвар

(с’ы̆вар), рот. N. Ĕçмесĕр тӳсмелли çук пулсан, çăвара сахăр е тăвар шывĕ ĕçмелле. Орау. Çăвартах çĕртсе антарса ярать. Ib. Тăрантăм лайăх, çăвартан курнакан та пулчи тен (наелся до-отвала). Ib. Çăвартан курначченех ĕçсе çирĕм. Я наелся и насытился до-отвала (по-горло). Ib. Çăварта юн тути калать. Во рту чувствуется вкус крови. Ib. Мур ачипчи, кӳпсе пĕтешшĕсем, кун-каçа çăварсене хупмаççĕ (макăраççĕ). Ib. Çăвар чӳхеме каяп. Ib. Эп паян çăвара пĕртте чӳхемен-ха. Ib. Ĕлĕк ваттисем, кĕçĕн çăварни иртсен: паян эпĕр çăвар анчах чӳхетпĕр, тесе ĕçетчĕç, тет. Ст. Чек. Мĕн унта — çăварна курак сысашшĕ — ăнран кайса пăхса тăран! Что ты там зазевался! Ib. Калаçакан çăварне карта тытман. (Послов.). Юрк. Ку та тыттарна черккине, мунча чулĕ çине çапнă пек, çăварне ывăта парать. Имен. Çав ĕçкĕре эп те полтăм, сăра, пыл ĕçрĕм: сохал тăрăх йохрĕ, çăвара кĕмерĕ. Скотолеч. 26. Кантăр çăвĕ ĕçтерсен те анса каймасан, ларнă япалине çăваралла кăларма тăрăшас пулать. Трхбл. Вĕсен çăварĕсем пиçчĕр халĕ. Ib. Ах турă, çăварĕ хăлха таран! N. Сирĕн аçу-апу мана питĕ лайăх ĕçтерчĕç-çитарчĕç: халь те çăварта. Сред. Юм. Çерçи çăмартине çăварта хыпса çӳрет, ай, çăварта ванса каймаччĕ (çăварта ванса кайтăрччĕ, тени пôлать). Якейк. Çăвар типсе ларч (от жары). Ib. Ман Йăван çăккăр çăвартан та татмаçть. Ib. Ма-ка эсĕр мана çăвартан та прахмастăр (говорите постоянно обо мне). Ib. Санпа калаçса çăвар пылакне ярас килмест ман. КС. Çăварпа çапса çĕмĕрĕп. ТММ. Çăварна килсе кĕрессе кĕтетнем? N. Çăварна хуп, замолчи. N. Çăвар вĕççĕн калакан халап. ЧС. Кăшкăра-кăшкăра манăн çăвар та типрĕ (высохло во рту). СПВВ. Пурте пĕр çăвара сурас пулать. (Поговорка, выражающая согласие, единодушие). Собр. Арлă-арăмăн пĕр çăварпа сурас пулать, теççĕ. Б. 1З. Халăх çăварĕ хапха, теççĕ. N. Халăх çăварне кĕрсен, пулать. О чем говорит народ, то сбудется. (Послов.). Питушк. Çăвартан тохсан, хапхаран тохать. (Послов.). Изамб. Т. Çини нумай пулмас-ха (не давно ел), çăвартан пăхсан курăнат (т. е. будто пищу видно из глотки). Сыт по-горло. N. † Çăварĕ вылят, куçĕ курат — епле матур хĕрсем пур. || Глоток. Кан. Кăсинчен (= кăсйинчен) пирусне кăларса чĕртрĕ те, пĕр-икĕ çăвар тĕтĕме пăл-л! пăл! кăларнă хыççăн урăх халапа куçрĕ. Ib. Кашни паломмия ик çăвара кӳртет. Он каждое яблоко сьедает в два приема. Якейк. Прик-виç çăвар çăккăр çыртрăм. Ib. Виç çăвар шу ĕçрĕм. N, Икĕ-виçĕ кон пĕр çăвар çăкăрсăр нăмай порăннă. Орау. Çăмартасене хытă пĕçерес, пĕрер çăвар тумалла пулччăр. БАБ. Çыннисем (собравшиеся при этом) пĕр курка сăра та ĕçмеççĕ, пĕр çăвар çимĕç те çыртмаççĕ. N. Эсĕ килтен пĕçерсе янисене пĕр çăвар та çисе пăхман. N. Виçĕ çăвар, то же, что тат. ӧч кабым. || Рот, т. е. едок, N. Килте ĕç çук, çăвар нумай, тăрантаракан никам та çук, теççĕ. || Отверстие у некоторых предметов. Ст. Чек. Кушук çăварĕ — противоположно кушук тĕпĕ. С. Тим. Кăмака çăвар умне сĕтел лартса, ун çине минтер хураççĕ. ССО. Вара патша ача ашшĕсене (отцов юношей) янă та, хăйĕн тарçисене шăтăк çăварне чул кайса купалама хушнă. N. Шăтăкăн çăварĕ хупăнса тăнă. N. Вăл шăтăк çăварне пысăк чулсем йăвантарса хурăр. N. Хутаçăн çăварĕ пысăк. Н. Сунар. Тилĕ Иван тарçа каланă: эсĕ михĕ çăварне (отверстие мешка) епле çыхрăн? Альш. Çав патаккисене пуç-чиккĕн тытса пынипе леш сĕрекийĕн çăварĕ карăнат та, унта пулăсем кĕрсе пыраççĕ. N. Пĕр тĕле чарăнчĕ, пичĕке çăварĕ аяккинелле пулчĕ. В. Ив. Кашни ама чечекин тĕпĕнче пĕчĕкçеççĕ тĕвĕ пур, тĕвĕ тăрринче çунатланса тăракан çăвар пур. || Употребляется переносно и в др, оборотах. N. Урам тăрăх чупса çӳресе çăвара мĕн килнĕ (quic quid venit in buccam), çавна калаттăр (говорили). Орау. Кам ачи-ши ку, çăварĕнче пĕр тутлă сăмах та çук (все говорит глупости). СТИК. Çаварĕнчи сăмахне те калаймаст. (Гов. про человека стесняющего, про мямлю). Ск. и пред. чув, 75. Пор вырăна пуçтарăнсан, ун çăварĕпе пуплеççĕ. Кама 19. Иллене çапла кала.. Çăварĕ çӳлте-ха унăн. Никама та парăнасшăн мар. N. Виç çул асапланса лартнă вите ахалех Ваççа çăварне кĕрсе ӳкрĕ (досталось легко Василию). КС. Пĕр çăвартан çиса пурăнаççĕ вăсам, т. е. живут очень дружно. N. Пĕр çăвартан пурăнаççĕ усем (дружно, согласно, о супругах и др.). || Горлан. (Так называют одного человека, который в праздники напивается и все время поет). Сред. Юм.

Çавăн пекех пăхăр:

çатталан çатти Çатук çăв « çăв куçĕ » çăв тупанĕ çăв уйăхĕ çăв-хĕл çăв-чăваш çăв-шур

çăв куçĕ
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org