Шырав: Хĕвел амăш - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр:   
«Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» сăмахсарта кăна шырамалла
[+] хушма опцисем

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

ыраш-поç

коромысло (насекомое). В. Олг. || Назв. травы. Ib. То же, что ыраш амăш, т.-е. спорынья? Ib.

хĕве

(2) описка вм. хĕвел? Н. Якушк. Ах аттеçĕм, аннеçĕм, кăнтăрла çиме лартăмăр, пур ачу та тĕрĕсчĕ, хĕве шăхăра (так!) ларнă чух санăн пĕр ачу çук пулĕ. (Хĕр юрри).

хĕвел

солнце, солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çӳл тӳпене хăпарать. ''Пазух''. 92. Хевея хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. ''Дик. леб''. 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. ''Ib''. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. ''Ib''. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... ''КВИ''. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. ''N''. Хĕвел анчĕ ту айне. ''N''. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. ''N''. Пĕр пĕлет çук, хĕвел çунать. ''А.-п. й''. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. ''НР''. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на гору за созревшей на солнце ягодой. ''ГФФ''. Ăшшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать.''Ib''. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. ''Абыз''. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввнче хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. ''Оп. ис. ч.'' II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. ''N''. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. ''Баран''. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ''ТХКА''. 106. Хĕвел тухас пек, çанталăк çутăлать. ''Ib''. Хĕвел чылай çӳле улăхрĕ, хĕртсе пăхать. ''Шурăм-п''. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. ''N''. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. ''N''. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. ''N''. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. ''Чув. пр. о пог''. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодно. ''Ib''. 42. Хĕвел хĕртсе пăлсан. Если солнце печет... ''N''. Хĕвел витĕр (пăхнă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еше дождь будет. ''Вопр. Смоленск''. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çăмăр пулать. ''Панклеи''. Хĕвел те пĕлет айнех полчĕ (зашло за облако). ''С. Алг''. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. ''N''. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. ''Якейк''. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. ''Ib''. Ес çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. ''Ib''. Ĕнер конĕпех хĕвел пăхрĕ. ''N''. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? ''N''. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çутă. В комнате светло от солнца. ''N''. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. ''N''. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. ''N''. Мана хĕвеле тохма йорамасть. ''N''. Хĕвелте çӳреççĕ. ''N''. Старик хĕвеле ларчĕ. ''N''. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тяпратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. ''N''. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. ''N''. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. ''N''. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. ''N''. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). ''N''. Тĕкĕрпе хĕвеле ан вылят (не пускай зайчиков). ''N'' Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел ансан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать ткйĕр, тенĕ, тет. ''N''. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. ''Му-сирма''. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. ''N''. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). ''Н. Карм''. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. ''Ст. Чек''. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрать. ''Тюрл''. Хĕвел яякка сулăнсан... Когда прошел полдень... ''Хурамал''. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. ''N''. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ''ЧП''. Пулă çакрăм хĕвел ''Изамб. Т''. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленнĕ. ''N''. Хĕвел яялт (хăшт—еслв дольше) вăхрĕ те мĕаĕт айве вврсе кяйрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылосъ ''N''. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я) ''Юрк''. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. ''N''. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. ''N''. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулять, теççĕ. ''N''. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан, çумăр пулать, теççĕ. ''N''. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. ''N''. Пирĕн тĕлтен хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). ''N''. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. ''N''. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. ''N''. Вара отсан-отсан, хĕвел анса кайрĕ. ''Н. Лебеж''. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. ''N.'' Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен. ''N''. Хĕвел инçе карĕ. ''N''. Курнiтсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. ''Кан.'' 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. ''N''. Хĕвел виттĕр пăхни. ''N''. Хĕвел тохсан тин... ''Микушк''. Ирхbне хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). ''Торп-к''. Карăнтăк виттĕр ылтăн туя кĕрĕ. (Хĕвел). ''N''. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелне ялтăртать. ''N.'' Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. ''N''. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. ''N''. Хĕвел ăшă пăхать. ''N''. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ''ГТТ''. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. ''N''. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. ''N''. Йĕрекен ачана култарас тесе: «Хĕвел пăхать», теççĕ. ''N''. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). ''Никит''. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. ''N''. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. ''Сред. Юм''. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывяется за облаками). ''N''. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). ''N''. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. ''N''. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. ''N''. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. ''N''. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. ''N''. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. ''N''. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. ''N''. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. ''N''. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. ''N''. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорит, когда уверены, что он не может этого сделать). ''N''. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывяет, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. ''N''. Хĕвел кăнтăрлаччен вăкăрпа чупать, тет, кăнтарла иртсен, карсакпа чупать, тет. ''N''. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, «хĕвел карталанни» теççĕ. ''N''. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йывăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). ''N''. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. ''N''. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. ''N''. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. ''N''. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. ''N''. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек курăнаççĕ. ''СТИК.'' Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). ''Ib''. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. ''Ib''. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). ''N''. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: «Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил». ''N''. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран вара — лаша çинче, кăнтăрларан вара —кайăк çинче. ''N''. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). ''Янтик''. Эп вăхăта хĕвеле пăхса пĕлеп. ''N''. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. ''Изамб. Т''. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. ''N''. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). ''N''. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. ''N''. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. ''Артюшк''. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тăвăттăм. ''Собр''. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. ''Н. Карм.'' Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла питт хĕртет. ''ЧП''. Хĕвел пăхрĕ — типетрĕ. ''N''. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. ''N.'' Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел ''N''. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. ''Лобашк''. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). ''N.'' Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). ''Синьял''. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантăк). ''Сятра''. Вутсăрах çунать, çунатсăрах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). ''Альш''. Çулла хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. ''N''. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). ''N''. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). ''N''. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). ''N''. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. ''N''. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. ''N''. Хĕвел шăвать. ''Кив-Йал''. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). ''Нюш-к''. Иртсе пыракан çыя пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. ''N''. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). ''Курм''. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. ''Аттик''. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. ''N''. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çумăр е юр çăвать), теççĕ. ''КС''. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). ''Трхбл''. Хĕвел пирĕн йĕтем пысыккăш, тетчĕç ваттисем. ''N''. Хĕвел пит хĕртет. ''N''. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). ''N''. Паян эп тăрсассăнах хĕвел тухрĕ. ''Красн. Горка''. Хĕвел питĕ хытă пăхать. ''Сёт-к.'' Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. ''Магн. М.'' 68. 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори, || Клятва. ''Ст. Чек.'' Хĕвел, илмен эп ăна. ''Сред. Юм''. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). ''Ороу''. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, аплн та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен?—Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

хĕвел амак

назв. болезни, солнечный удар. Тюрл. Хĕвел амак поснă, çывăрать (спят долго, ăшăра калаççĕ).

Хĕвел амăш

назв. божества 2-го разряда. Сред. Юм., Васильев. Альш.

хĕвел анăçĕ

см. Хĕвел анăç.

хĕвел анĕç

см. Хĕвел анăç.

хĕвел анăç

запад, закат. В. Шемяк, ГТТ. Хĕвел анăçĕ çутă-ха. Вечерняя заря еще не догорела. ''N''. Хĕвел анăçĕнчи çутă та пĕтрĕ ĕнтĕ, лайăх тĕттĕмленчĕ. ''N''. Çуласенче хĕвел анăç çутти нихçан та пĕтсе лармас: вăл хĕвел анăçĕнчен мĕн хĕвел тухăçне çитичченех йĕркипе çутă пулса ирттерет. ''НИП''. Кĕçĕр хĕвел анĕç питĕ хĕрелчĕ. ''N''. Хĕвел анĕç хĕрли халĕ те çухалман-ха. ''N''. Хĕвел анăç хĕрелсе тăрать. ''N''. Хĕвел анăç хĕрелсен пĕлĕте лармасан, уяр пулать (çил пулать). ''Юрк''. Хĕвел анăç енче пулакан хĕрлĕ чисти пĕтмерĕ.

хĕвел анăш

закат. Ала. 108. Хĕвел анăш хĕрелсен, çăмăр полать, теççĕ. Хĕвел анăшнелле. ''Мыслец''. Хĕвел анăш енчен, с запада.

хĕвел ури

солнечные лучи. СПВВ. Городище Б. Хĕвел ури (когда лучи солнца падают через облака). ''Альш''. Хĕвел ури ӳкнĕ, от солнца пошли лучи. ''N''. Ав, пĕлĕт витĕр хĕвел ури ӳкнĕ (лучи). ''N''. Хĕвел ури пуснă. Ослабел от солнечного жара (напр., на жнитве).

хĕвел ăшши

солнечное тепло, солнцепёк. Изамб. Т. Çынсем тулта пӳрт çумĕнче хĕвел ăшшинче пухăнса тăма пуçлаççĕ. ''ТХКА'' 60. Юлташсем, калăр-ха, курăк ӳснĕ пек, хĕвел ăшшипеле çара пуç çӳресен, манăн ăс-хак ӳсмĕ-ши? ''Орау''. Çуркунне ачасем хĕвел ăшшинче выляççĕ. ''N''. Çырла мĕн кирлĕ чухлĕ илмелле те, чӳрече çине хĕвел ăшшине хурса, ик-виç кун шантармалла. ''Букв''. 1904. Хĕвел ăшшине, чӳрече çине хутăм.

хĕвел карти

круги вокруг солнца. Сред. Юм. Хĕвел карти тесе вăхчи-вăхчипе хĕвел йĕри-тавра карта пик çавăрса илекеннине калаççĕ. ''Юрк.'' Хĕвел карти хĕвеле çывăхра пулсан çула çумăр, хĕлле тăман час пулат. Çывăхран карсан, çур тавлăкран пулать; аякран карсан, тавлăксăр пулмаст.

хĕвел пичĕ

солнцепёк. Пазух. Хĕвел питĕнчи курăка юр айĕнче куç курать. ''Изамб. Т''. Ун пек сăрт çинче, хĕвел питĕнче курăксем шăтса туха пуçларĕç. ''Ала'' 59°. Кив кĕмĕлтен çĕрĕ те эп хывтартăм, хĕвел питне хурса та хăвартăм. ''Ск. и пред. чув''. 29. Хĕвел питĕнче унта Шупуç ларать. ''Изамб. Т''. Ĕнесем, лашасем, сурăхсем хĕвел нитĕнче ăшăнса тăраççĕ. ''Туперккульос''. 28. Тула илсе тухса, хĕвел пичĕ çине çакса ямалла. ''Баран''. 95. Хура кăвак ту хыçĕнчен кăшт анчах хĕвел пичĕ курăнчĕ.

хĕвел-çавăрăнăç

подсолнечник. Кайсар. Сарă ӳкнĕрен тата хĕвел-çаврăнăç чечекĕ аван, теççĕ.

хĕвел-çавнăш

подсолнечннк. Абыз. Альш. Хĕвел çавнăшăнне пуçне татса хĕвел çине типме хураççĕ. ''N''. Хĕвел çавнăшĕн аври хĕлле çул çине маяк лартма юрать. || Семянки. ''Сред. Юм. Шел.'' 57. Хăшĕ хĕвел-çавнăшĕ, хăшĕ мăйăр катаççĕ.

хĕвел-çавнăш чечекĕ

цветок подсолнечника. Шел. 166. ''Сред. Юм.'' Хĕвел-çавнăш чечекки (лепестки). Вĕт чечекĕ, цветы желтого цвета, растущие на каждом зерне с внешней стороны.

хĕвел-çаврăмĕш

подсолнечник. Вомбу-к. Хĕвел çаврăмĕш çу, подсолнечное масло.

хĕвел çаврăнĕш

см. Хĕвел-çаврăнăш.

хĕвел-çаврăнăш

подсолнечник. Баран. 13. Хĕвел-çавранăш пуçĕсем çутăлса кайнă сывлăмпа. ''Юрк''. Хĕвел çаврăнĕш, подсолнечник.

хĕвел-çамăш

подсолнечннк. Шибач., Ишек. СТИК, Хĕвел-çамăш аври, стебель; хĕвел-çамăш сарри, лепестки; хĕвел-çамăш пуçĕ, верхушка.

хĕвел-çамĕш

подсоднечняк. Икково. Пирĕн пахчара хĕвел-çамĕш çитĕнет.

хĕвел-çарнăш

подсолнечник. Эпир çур. çĕршыв. 13, Ку пахчара эпир паранкă, сухан, купăста, хăяр, кавăн, çарăк, кишĕр, хĕрлĕ кăшман (чĕкĕнтĕр), йӳçĕ кăшман, хĕвел-çарнăш лартса ӳстеретпĕр.

хĕвел-çийĕ

солнцепёк. Пир. Ял. 1928, № 61. Хĕвел çинчи (находящийся на солнце) çын сывлăхлăрах та, çирĕпрех те пулать. ''ТХКА''. 73. Хĕвел çине (на солнце) вырăн сар-ха, çутă çĕре выртас килет ман, тет.

хĕвел çолăмĕ

см. Хĕвел çолăм.

хĕвел çути

солнечный свет. ГФФ. Б. Хирлепы. Уйăх çути пек варличчĕ, уйăх çутипе уйăрлас-ши, хĕвел çутипе уйăрлас-ши? (Солд. п.). ''Янтик''. Ку пӳрте нихçан та хĕвел çути кĕреймес. ''К. Кушки''. Каçхи хĕвел çути сӳнчĕ. Вечерняя заря догорела.

хĕвел çутти

луч солнца. N. Хĕвел çутти тӳрех унăн пичĕ çине ӳкетчĕ. Солнце светило ему прямо в лицо.

хĕвел çăмри

дождь сквозь солнышко, в солнечный день. НИП. Хĕвел çăмри çăвать.

хĕвел тухăçĕ

см. Хĕвел тухăç.

хĕвел тухăç

восток, восход соднца. Хурамал. Ирхине хĕвел тухăç хĕрелсессĕн, йĕпе пулать, теççĕ; каç хĕвел анăç хĕрелсен, уяр пулать, теççĕ. ''Альш''. Пуснă выльăх шăмми-шаккине хĕвел тухăç енне таса çерем айне алтса пытарнă, тет. ''N''. Шывсене тăкнă чухне пус кутĕнче хĕвел тухăçнелле таялнă. ''Ст. Шаймурз''. Хĕвел тухăç тухать, ай, хĕрелсе. улма йывăç тавра çаврăнса. ''Чув. пр. о пог''. 162. Хĕвел тухăçĕ, анĕçĕ çăлтăр, звезда восхода и заката. ''N''. Хĕвел тухăçĕ енче. ''С. Тим''. Хĕвел тухăç тухать хĕрелсе, хĕрлĕ чатăр карса чарас çук. ''Регули'' 1106 Хĕвел тохăçнелле пăхать.

хĕвел тӳртĕнĕ

северный склон. Ск. и пред. чув. 29. Хĕвел тӳртĕнĕнче Тип-Вар — Шăмăш Шупуçне тĕлме-тĕл ларса тухнă. ''N''. Хĕвел тӳртĕнĕ, урăхла — хĕвел тӳртĕн вырăн теме пулать. ''Шурăм-п.'' № 19. Кăçал ыраш калчи хĕвеле тӳртĕн вырăнта çĕрнĕ.

хĕвел тĕттĕмленни

затмение солнца. N. Хĕвел тĕттĕмленме малтан пĕр хĕрринчен тытăнать. Унтан кайран çяв хĕрринченех уçăлса пырать. ''Ороу''. Хĕвел тĕттĕмленсен хĕвеле кăраççын çине тытса хăрăмлатнă кĕленче виттĕр пăхрăмăр. ''В Курм''. Хĕвел олшăнать, затмение солнца.

хĕвел-чамăш

подсолнечник. Пухтел. Хĕвел-чамăш чусти, подсолнечный жмых.

ялтăртат

/Йалтăртат/, сверкать, сильно блестеть, сиять. N. Вут ялтăртатса çунать. Огонь ярко горит. Цив. Труках пĕтĕм пӳрт çуннă пек ялтăртатса çутăлса кайнă (от света перстня). Такмак. Хĕвеллĕ кун ялтăртатать (вариант: йăлтăртатать), çиллĕ кун шалтăртатать (вариант: шăлтăртатать (о воротах). Ал. цв. 2. Хĕрлĕ хĕвел пек ялтăртатса тăччăр. Пусть сияют, как красное солнце. Сред. Юм. Чирĕк тăрри таçтан ялтăртатса тăрать. Купол («верхушка») церкви блестит издалека. СТИК. Паян юр яп-ялтăркка ялтăртатса выртат.

Çавăн пекех пăхăр:

хĕве хупни Хĕвекла хĕвел хĕвел амак « Хĕвел амăш » хĕвел анăç Хĕвел анăç çăлтăр хĕвел анăçĕ хĕвел анăш хĕвел анĕç

Хĕвел амăш
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org