Шырав: юр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр:   
«Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» сăмахсарта кăна шырамалла
Шырав вырăнĕ:

[-] хушма опцисем

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

йор, (jор, jур), снег. Альш. Юр ӳкиччен, до выпада снега. Собр. 275. Пукравччен юр çусан, юр час лармасть, теççĕ. Если первый снег выпадет до Покрова, то, говорят, зима установится не скоро. Çутталла 52. Хăçан, шăнтса, юр çуса кайнине курас-ши? Сред. Юм. Йȏр çунă-çуманах, в конце осени или в начале зимы. IЬ. Йȏр çунă-çумантарахах парса янă-чĕ эп ȏна пĕр кĕрепенк çу, çавна халь те парса татман-ха. Орау. Юр вĕçе пуçласанах, сехре хăпать ман (потому что у меня нет теплого платья). Ч.С. Пĕрре çапла эпир кĕр-кунне ыраш çапрăмăр; ун чухне пăртак юр ӳкнĕ-чĕ (выпал снег). Собр. Юр çинчен кăмпа ан шыра, теççĕ. По снегу не ищи грибов. (Послов). Ст. Айб. † Çунам сулăнка карĕ, юр тулчĕ: акка-йысна килчĕ, кăмăл тулчĕ. Изамб. Т. Эсĕ çӳренипе хĕлле урамри юр такăрланат, çула урамри курăк хăрат (говорят шатуге). Т. Григорьева. Юр çинчен тăрна иртсен, пăрçа пулать, теççĕ. Если журавль пролетит, пока лежит снег, то, говорят, будет урожай гороха. N. Хĕл те çитет. Акă хайхи тăманра, çара çĕртен хăваласа пырса, юр хура пуçлать (надувает снег). N. Пӳртсем пĕтĕмпе юр айне пулчĕç (занесло снегом). Изамб. Т. Капансенчен иртсен, унта юр тап-таса юр. Чăв. и. пур. 35. Лешĕ каланă: çук апла мар, юлнă ĕçе юр пусать. Мана пулсан, пултăр халех, тенĕ, эсир кайран манатăр. Кн. для чт. 19. Хăй юр анчах пулнă. Сам весь в снегу. Синьял. † Шур чĕрçитти юр пекех, пасарта та пур пекех. Орау. Вăл енче юр виç кунтан ытла выртмаçть, тит. IЬ. Юр нуммай çуни? — Нуммай çунă, ура сыппи таранах (ура сыппинчен те иртет), аран-аран ашса çитрĕм (или: килтĕм). Н. Карм. † Алăкăрсем умне юр тултарнă, хăла лаша кĕнĕ — йĕр тунă. N. Шап-шур юр килчĕ (пришел весь в снегу), юр çăвать пулмалла. Кив-Ял. Пирвайхи юрах нумай тултарчĕ. Первый же снег выпал очень обильно. N. Мĕле, сирĕн патăрта юр çуни? Что, выпал ли у вас снег. Регули 1050. Йор шу полчĕ. Снег растаял (превратился в воду). Орау. Юр çăвать, курăнать, пит-çăмартисене, алсене юр-пĕрчисем (снежинки) киле-киле пернеççĕ (одна за другою, так как их много). Якейк. Паян ир çинче йор кĕт (= кăшт) вĕçкелер те, чарĕнч. Ib. Йор вĕçкеле пуçлаþ. Орау. Юр айне алтса пытарнă. Зарыли под снег. Id. Эсĕ пĕтĕм юр пулнă-çке, ача; часрах, йĕрĕличчен, сăхманна хывса силле. Ст. Чек. Пăлтăра юр кĕнĕ. В сенях надуло снегу. N. Унтан исе каять çырмана: ку мĕне кирлĕ пире? тесе калать, тет. Леш калать: хĕлле юр тултарать, тет. Йӳç такăнт. 17. Пӳрте юр кĕртсе тултартăн (натащил снега в избу). Сятра. Он ч¬он'а тада jорба пэрмэлэ выл'аччы̆ аччазам (играют в снежки). Капк. 1928, № 21, 13. Пашникпе, шап-шурă юрах. Якейк. Хĕл каçиччен çунă йор ирĕлсе пĕтмен-хе. Снег, выпавший за зиму, еще не весь растаял. Ст. Чек. Кашкăр, юр ăшне пута-пута, чупса кайнă (увязая в снегу). СТИК. Ку хĕл пирĕн пахчари йывăçсемшĕн пит йывăр килчĕ. Крашавник йывăçĕсене юр пусна-чĕ. Сред. Юм. Çор-кȏнне уçăм ани çинче йор выртсан, çав тĕлте кальча çĕрет. Если весною на озими будет лежать снег, то на этом месте озимь вымокнет. Орау. Çуртсам çинчи юрсам ирĕлсе пĕтрĕç. Снег на крышах растаял. Ягутли. Юр çывхара пуçларĕ (пропадает), урам хушшисем пыльчăкланчĕç. СТИК. Кишĕре юр кайнă-кайманах акаççĕ. Морковь сеют тогда, когда снег еще не сошел. Ib. Юр кайнă хыççăнах сухана та туха пуçлаççĕ. Как только сойдет снег, уже начинают пахать. Ч.П. Юр кайсан. Когда растает снег (весною). N. Йор пӳртсем çомĕнчен кайса пĕтмен (у изб еще не растаял снег). N. Кăçал мăн-кун юр çинчен килет. Нынче на пасхе еще будет снег. К.-Кушки. Юр хĕнпе кайрĕ. Снег сошел с трудом. Таяние снега тянулось долго. Шурăм-п. № 11. Çур-кунне юр кайса пĕтрĕ. N. Ĕлĕкхи пекех шыв та пула пуçларĕ, хĕлле юр та лартми пулчĕ.
(jур), месить (тесто), болтать. М. П. Петр. Юр — месить, болтать съестное (нимĕр юрас). N. Хуратул çăнăхĕнчен хуранта мимĕр юраççĕ (заваривают завариху). Сказки и пред. чув. 5. Кин, васкаса, çавăнтах сĕтпе юрчĕ (замесила на молоке) виç юсман. Изамб. Т. Унтан ыран çимĕç пĕçерме чуста юрса лартаççĕ. Макка 10°. Килте йытта юрманне ялта яшка пĕçернĕ, тет. (Послов.). Тайба. † Çу çине тинкĕле юр, тусăм, мана çиме чĕн, тусăм. Сёт-к. Кĕçĕр ута пĕр çаврăм йорса патăм (замесил лошади). Хыпар № 8, 1906. Атьăр халĕ, юрнă-юрнă, исмаса çăрарах юрар. В. Олг. Ут йорат, утсам (утсане) йорат. Месит лошадям. Ib. Утсане йорса парас. СПВВ. Т. Лашасене юрса парас, теççĕ. Шибач. Утсене йорса пар. Хурамал. Яшка çине юрмалли çук (= хушмалли çук).

Çавăн пекех пăхăр:

юптару юптăкăна юпуйăх Юпшик-Ялтăра « юр » юр йăлтăрки юр кĕрчĕ юр хăрпăкĕ юр-ай пички юр-ай сăри

юр
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
2 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org