Шырав: çерçи - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(с’эрз’и), воробей. ТММ. Çерçисем ушкăнĕ-ушкăнĕпе вĕçсессĕн, ыраш акма вăхăт çитнĕ, теççĕ. Альш. Çерçи, ампар айĕнчи, хăйне ăрасна, хирти — хăйне ăрасна. Хирти — „вир çапаканни“. Варманта-мĕнте пурăнать. Хĕвел-çавăрнăшне те пит çиет. Бюрг. Сенĕк тăррине вут хутăм, çерçипелен пăтă пĕçертĕм; атя, пăяхам, пăтă çиме... Никит. Ыран пирĕн шывпа вылляс пулать, е киремете çерçи чӳклес пулать, вара çăмăр, çăвать (сказал старик). N. Çерçисем чĕвĕлтетсен, йĕпе пулать, теççĕ. СПВВ. ЛП. Çерçи — салакайăк. N. Çерçи пуç пек юр çăват, т. е. хлопьями (салакайăк пуç пек). Орау. Çерçи йĕрри пек тăва пуçларĕ ачи (начал писать). Хурамал. Çерçи пуçĕ пек юр çăвать (крупный снег, у КС. салакайăк пуç пек). Сред. Юм. Ялта çерçи выçă вилмест, тесе, ялта çын выç вилмест тесе калассине калаççĕ. Ib. Юр çерçи пуç пек çăвать (лапка юр çусан калаççĕ). Юрк. Çерçи пуçĕ пек юр çусан. || Летучая мышь. Ядр. р. || Дощечка (м б. диск), которую бросают во время игры вверх. Орау. Çерçие (дошечка) çӳлелле ярсан, вĕлтĕртетсе каять. Абыз. Ачасем çулла çӳхе хăмая çӳлелле ярса (вĕçтерсе) вылляççĕ, çав çӳхе хăмая çерçи теççĕ. См. вĕлтĕртет, вĕçтĕрмечĕ. || Реnis (у маленьких). Тюрл.

Çавăн пекех пăхăр:

çепĕçлет çепелĕ çепле Çепрук « çерçи » çерçи çеçки çерçи атми çерçи йăтти çерçи кăпçи çерçи кăшкарĕ

çерçи
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org