(чагы̆р), назв. цвета, белесоватый, светлоголубой, голубой. Уганд. Чĕлкаш 58. Хĕрлĕ питлĕ, чакăр куçлă хĕрарăм. СПВВ. ФИ. Кăвак куçлă çынна чакăр куçлă, теççĕ. СПВВ. КЕ. Чакăр — кăвак, витĕр куракан куç. Хорачка. Чакăр коçлă çын. Альш. Ку чăвашăн сăрă куç та хура куç, пур чакăр куçли те, анчах каллах сахал-тăр вăл. Чертаг. Чакăр куç = кăн кăвак. Ст. Чек. Чакăр куç, черные глаза: зрачек и радужная оболочка совершенно черные. Ib. Чакăр куç = пысăк саланса тăракан куç. Янтик. Кăвак кăвакарчăн чакăр куç, кам куракан тулă сапсамăр. Изамб. Т. Чакăр куç, беловато-голубые глаза. Тюрл. Чакăр куç (= симĕс куç). Сред. Юм. Чакăр куç, голубые глаза. СПВВ. Чакăр шăрçа куç. || Серый. Сред. Юм. Пичче шăлнĕ пулаччин чакăр халат пулас та пичче çинче çӳрейрес. Турх. Чакăр шинел. N. Вĕсен яка тирĕ чакăр хĕрлĕпе кăвак тĕссене пĕр çĕре пуçтарса илемленнĕ. N. Чакăр симĕс çăра çулçăсем хушшинче ăраснах илемлĕ капăр тĕклĕ кайăксем пурăнаççĕ. || Седой. Календ. 1904. Ватă енне кайсан лашан хăлхи усăнса тăрать, хура лашан чакăр çăмсем, кăвак лашан хĕрлĕ çăмсем тухаççĕ. || Косой, косоглазый; имеющий серые глаза, как у лошади. Зап. ВНО. Чакăр куç, раскосой. Начерт. 193. Чакăр, косой. СПВВ. ТМ. Чакăр = шур илнĕ куç. Б. Олг. Чакăр коçлă ут, пĕр коç чипер, тепĕр коçĕ шорăллă мĕнлĕ. Пшкрт. Эй чакăр коç. СПВВ. МС. Ку лаша чакăр куçлă. Хурамал. Чакăр куç = куçне çавăрса пăхакан. Кан. Чакăр куçăма шур чатăр карнă. Юрк. Чакăр куç, разноглазый.
блок. Изамб. Т. Чакăрпа антарчĕç. Спустили на блок.
назв. дер. около Цив.
Çавăн пекех пăхăр:
чакăлтат чакăлти чакăм чакăн « Чакăр » чакăр куракĕ чакăрлан чакăрр чакăрт чакăртат