(пидэ̆), очень; слишком, особенно. См. пит. НТЧ. Питĕ çиес килет, пĕр татăк çăкăр та пулин парса хăвар-ха. Кан. Питĕ каясчĕ-çке унпа ман. N. Питех уçах мар. N. Çĕре кирлĕ-кирлĕ мар курăк айĕнче сая яриччен, çав çимĕçсене аксан, питĕрех те усăлă пулĕччĕ. ТХКА 71. Пирĕн йытă сиснĕ те вĕсене, питĕ хытă вĕрнĕ. Собр. Сире питĕ мĕн кирлĕ? Чего особенно вам нужно. N. Савнă ульăма Николая питĕрен питĕ пысăк салам. Кан. Акнă сĕлĕ çуркунне питĕ пĕр тан хăпарчĕ. В. С. Разум. КЧП. Вара эпĕ питĕ, каясшăнран (или: каясшăн пулнăран) мана çул çитмесĕрех шкула ячĕç.
(пидэ̆), крепкий, здоровый, плотный, ноский. Толст. Урапа пуçелĕкĕсене, кĕпчексене питĕ йывăçран тума тăрăшаççĕ. Б. Олг. Питĕ, плотный (напр., пир — холст). Сборн. по мед. Тир çинче суран мĕн пулмасан, вал питĕ пулсан, чир ертекен япала юн ăшне кĕреймест. КС. Ай-ай, ку хăмач питĕ (плотная ткань)! Ib. Кĕпӳсем питĕ-и, ачам? Крепки ли твои рубашки? Баран. 30. Унăн (у него) хырăмĕ те тутă пулнă, çийĕ те питĕ пулнă. К.-Кушки. † Уличе çатан(ĕ) питĕ пулсан, ял кӳрнекне çав курет. N. Питĕ витре, прочное (без дыр) ведро; но: тĕреклĕ витре — такое, что нескоро износится. Янтик. Ку пустав пит питĕ, часах çăтлас çук. N. Хĕлĕн хырăмĕ питĕ. Альш. Хĕветĕре хыпнă. Хĕветĕрĕн, пуянăн, хуралтă питĕ. Вăл çунат пайтах. Орау. Пирри питĕ-çке (очень плотный). Календ. 1911. Хут вырăнне питĕ пир е пурçăн пусма караççĕ. Сред. Юм. Çăпата питĕ-ха, пĕр йĕр те талман (татăлман, не износились). || Мощный. Т. VI. 54. Турă-амăшĕ! Çуратманнине çураттар, çуратнине питĕ аллупа усра. (Из моленья). Ст. Яха-к. Çуратманнине çуратса пар, çуратнине пит аллипе пар. См. ĕне ырри. || Крепость, прочность, сила, мощь. Трхбл. Аттик. Пилĕкĕм-çурăм питтине пар (Моленье в жатву). П. Яндоуши. Пилĕкĕн питтине пар! Подай крепость (силу) поясницы. Трхбл. Питтĕн ашшĕ-амăшĕ вилмен; хытă кӳлнĕ лаша ывăнсан та виçĕ çухрăм кайнă, тет. Нюш-к. Питтин амăшĕ вилмен (тĕплĕ ĕçлекен çынна пĕлтерет). Якейк. † Старик çорчĕ çĕрĕк çорч, çĕрĕк тăран çĕр тенкĕ, питти таран пин тенкĕ. Ерк. 67. Улталарĕ утаман, çӳç питтине пăракан, халччен ун пек йăла çук.
Çавăн пекех пăхăр:
Питăр Питăркка питçăмарти питçĕн « питĕ » питĕ хăлхалă питĕлĕх питĕле питĕлен питĕлентер