насиловать, изнасиловать, причинить насилие. N. Унта тата хĕрарăма пусмăрлакансене айăплаççĕ. КС. Çав çăл пирĕн яла йăлтах пусмăрла пуçларĕ. Бур. Вĕрет, сурат, пусмăрлат, кăтăкласа вĕлерет. Сред. Юм. Пире чыстиех посмăрланă-çке вара ăсĕм: чăххине те вĕлереççĕ, пахчари çимĕçсĕне хăвармарĕç ĕнтĕ, (çавсĕмех) пĕтерчĕç, ачасĕне орама тохма та памаççĕ. Юрк. Вăл çын эрех ĕçтерме парăнмасан (если не согласится), унăн килĕнчен пĕр-пĕр япалине пусмăрласа илсе каяççĕ те, хупаха хурса эрех ĕçеççĕ. Шурам-п. Эп сан пата пусмăрласах пырам-и? (насильно приду). || Обижать, притеснять, угнетать. В. Олг. Сёт-к. † Посăм-килĕм постав пак, посмăрласа çӳримарăм, ман яш ĕмĕр иртсе каþ. Якейк. † Посăм-килĕм постав пак, посмăрласа çӳримарăм, пос-килсенчен уйăрăлтăм. Демидов. Кайран-кайран çак усал çынсем пусмăрласа (теснить) çитере пуçларĕç, тет, Якава. Изамб. Т. Ама-çурине амăш пусмăрлат.
Çавăн пекех пăхăр:
пусла пусмăр пусмăрçă пусмăрлăх « пусмăрла » пусмăрлаттар пусма пусма карчĕ пусма ларнă чăхă пусма пирĕ