Шырав: сӳл - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(сӳл'), сила, мочь (употребляется только в некоторых выражениях). Тюрл. Паякăн сӳлтен карăм, ыртăм чыстăях. Сегодня я выбился из сил, устал совсем. Янтик. Сӳлтен кая пуçланă ку ĕçсе! Ослабел от пьянства, во всех отношениях. Ib. Хĕнесе сӳлтен янă чысти. Избили почти до потери сознания. Ib. Эй, ку карчăкăн сӳлли кайнă мĕн! нумаях пурнаймас пуль. Ib. Ачана сӳлрен янă саççим, пĕр татăк çăкăр паман пуль у. Янш-Норв. Пĕтĕмпех сӳлли кайнă карчăк. СПВВ. КЕ. Çуркунне, сурăх çитерме кайсассăн, путексем кикен çисе анăраççĕ те, вилнĕ пек выртаççĕ, çавна: сӳлли кайнă, теççĕ. Хурамал. Хăйин выçăхнипе вăйĕ пĕтнĕ, çул пынине сӳлли (остатки сил) кăна тăрса юлнă хăйин. Ib. Ватăлнă, çӳрейми пулнă, йӳтенĕ çынна калаççĕ: сӳлли пĕтнĕ унăн, теççĕ. Ib. Пĕр çĕре кайса пит ывăнса килсен, сӳллĕм кăна (= кĕлеткем кăна), вăйăм пĕтрĕ, теççĕ. N. Сӳлрен кайнă салтаксем тайкаланса килнелле утрĕç. || Чебокс. Сӳлли çук (гов. о неряхе). См. хевте.

Çавăн пекех пăхăр:

сӳкĕн сӳкĕч сӳкен сӳкене « сӳл » сӳлĕш сӳле сӳлеме сӳленкке сӳленкке тункăрĕ

сӳл
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150