религия, вера. Имен. Вĕсен тĕнĕпе отмăл хут авланмалла полнă.
тень (русск.). М. Бикшихи. Хĕвел хĕрелсе тухсассăн, йăвăç тĕнĕсем тем тăршшĕ чăсăлса выртаççĕ. Ib. Кăнтăрлахи апат çисен, эпĕ, выртса канма, çĕмел тĕнне кайса выртрăм.
застыть, озябнуть. Çутт. 62. Пĕр шăтăкра хытă хуртсем тĕл пултăмăр! Кусем те çуркуннехинчен шутласан ыйхăпа тĕнсе ларнă пекех лараççĕ. СПВВ. Сурăх тĕнсе тăрат. Шел. 26. Тĕнсе, кӳтсе, шапарса... пырать сĕнксе Ессепе. Ст. Чек. Тĕннĕ — япăхнă. Орасам тĕнсе ларчĕç (от стояния). СТИК. Тĕннĕ, озяб (говорят детям). Ib. Наяна тĕннĕ. Совсем изленился, не может приняться за труд, чувствует какую-то истому, из которой не может выйти. Сходство между озябшим и лентяем следующее: озябший как-то скорчивается, жмется, лентяй тоже жмется в своей лени, не хочет выйти на свежий воздух. См. ĕç кутне. Сред. Юм. Тĕннĕ — говорят, когда озябший человек принимает синеватый цвет. НИП. Тĕн, обморозиться (о руках). Стюх. Тĕннĕ, бесчувственный. КС. Ӳсĕрскер пасартан тавăрнашшăн пĕр анкарти çумне выртнă та çавăнтах тĕннĕ. (Тĕн, притти в бесчувственное состояние). N. Пирĕн ялта начар çынна: эй тĕннĕ чăхă, теççĕ. N. Тĕннĕ! çывăрса çӳретĕн. || Орау. Сурăхсен çăмĕсем тĕннĕ — каснă хыççăн ӳсме тытăннă. Ib. Сурăхсен çăнне иртнĕ ернере касса ятăм та, халĕ тĕне пуçланă (= ӳсе пуçланă, çăмĕ тапраннă).
то же, что тин, только что. Алешк.-Сапл. Сăрт аякки ешĕл курăнать, тĕн юр кайса курăк шăтнăран.
отверстие для выхода чада; задвигается закрышкой „тĕн хуппи“. Устраивается над дверью в стене наверху, близко к потолку.
звукоподраж.
употребл. в следующ. сочетании: тĕн-тĕнле.
Çавăн пекех пăхăр:
тĕмселе тĕмселтер Тĕмшер Тĕмшерт « тĕн » тĕн символĕ тĕн хоппи тĕн-тĕнле тĕн-тĕшмĕш тĕнçе