Шырав: хӳре - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(хӳрэ, х’ӳр’э), хвост. Оп. ис. ч. II. Тилĕ тус хӳри çине çиленет те, хӳрине çавăрăнса çыртма хытланса. Ку тилле анчăксем курах каяççĕ. Лисичка рассердилась на свой хвост и стала вертеться, стараясь его укусить. Вдруг лисицу увидали собаки. Альш. Хӳрине аялалла тăснă. Опустила хвост книзу (лисица, от усталости). А.-п. й. 14. Ăçта каян, мулкач тус? — тесе ыйтать йытă кĕске хӳрелĕ мулкачран. Ib. 6. Кушак, кутăн тăрса, хурине чӳрече витĕр кăларать те кăшкăрать. ГФФ. † Торти толли тор лаши те, торти-çони çол майлă та, çилхи-хӳри çил майлă та. Гнедая лошадка сыта и красива, сани и оглобли по дорожке, грива и хвостик — по ветру. А.-п. й. 89. Çак сăмаха каласан, ĕне хӳрине илсе, утрĕ ерипен килне. Ачач 59. Ăна хăваласа та тытмалла мар. Анчах пĕр-пĕр хӳри тăрса юлать юлатех. Çав хӳререн ярса тытсан, таракан тĕлĕке тинех тытса чаратăн. N. Йытă пек хӳрисене пĕç хушшине чикрĕç. Орау. Пулли хурине вылянтарать. N. Пĕр шăшийăн ик хӳре. (Çăпата). КВИ. Çеçен хирте ыр утăм пĕр пĕчченех, йĕвенсĕр, сиксе çӳрет выляса, хăй хӳрине тустарса. Добрый конь в зеленом поле без узды, один, по воле скачет весел и игрив, хвост по ветру распустив. ЧП. Хĕрлĕ хӳре ăшĕнче симĕс хӳре илемлĕ. К.-Кушки. Хĕрлĕ ĕне хӳрине çаран çинчен тупрăмăр. Букв. 1904. Çитрĕ, тет те, хӳрене вакка чиксе ларать, тет. Сред. Юм. Хӳри кĕске тесе пит вĕлтĕрке çӳрекен çынна, шанăçсăр çынна калаççĕ. См. хивре. || Зады. Изамб. Т. Унти çуртсем пурте пĕр енелле, малти çуртсем хӳринелле пăхса лараççĕ. Ib. Çур урамĕ (половина улицы) хӳрипе (задами) урамалла ларать. || N. Тата ман хӳри мĕн пуплет ман çинчен. || Руль, корма на баржах, пароходах, лодках. Сред. Юм., Кашкар., Çутт. 154. Хӳре тытса ларакан старик. N. Çил-тăвăл вăхăтĕнче аптăракан хӳресĕр карап евĕрлĕ. || Хвост ветряной мельницы. N. Арман хӳри. Сюндюк. Хӳре тыт, направить мельницу. Изамб. Т. Армана çиле хирĕç тăвас тесессĕн, хӳрине пăраççĕ. Якейк. Хӳре пуçĕнчен канатăн пĕр вĕçне çыхаççĕ, тепĕр вĕçне йопа патне илсе кайса, ăна онкă пак туса хуçлатса, çав онка ăричак чиксе йопа тавра çавраççĕ, вара хӳре, çавăрнă майĕпе, йопа патнелле пырать. Вăл йопа патне çавăрса çитсен, каната тепĕр йопа патне илеççĕ. || Назв. наряда. Чутеево. Хӳре делается из шерсти или шелка, прикрепляется к косе. СПВВ. КМ. Хӳре, ăна хĕрсем те, арăмсем те çакаççĕ. Хурамал. Чакак, чакак, чакаклать, симĕс хӳрине пăркалать, чипер инке, сарă инке, сарă хӳрине пăркалать. Цив. Çавра шапка хӳрине вуникĕ ярапа яртартăм. N. Хушпу çукки пурак тăхăвăр, хӳре вырăнне кăшман çакăр. (Такмак). Б. Олг. Тури ялта хĕр кортăм, илес терĕм, окçи çок, хӳри саккăр полчĕ. Торп-к. Вăрманта инкĕшĕ Пикенĕн хӳрине татса хурăн тăрне утрĕ, тет. Байгл. Хӳре пурри хӳре тăхăнăр, хӳре çукки кăшман çакăр. || N. Сĕреке хӳри. См. сĕреке. Изамб. Т. Лекнĕ пулăсем хӳринче пухăнса тăраççĕ. || О дожде. Череп. Хӳри кăна тиврĕ. Дождь задел (местность) только краем. || Юрк. Хӳри, кунçаланă çипе ĕçерсен, тытса тăрать. || Полоска хлеба на загоне, которую приходится жать отдельному жнецу. Якейк. Ай-ай Михалăн хӳре мĕн тăршшĕ чăсăлса йолнă. Ib. Он хӳри яланах валта пырать. Ib. Хӳре танаштарас тесе вырса алла касрăм. Ib. Вăл ик çын хӳрине (за двоих) вырса пырать. Ib. Йăван паян конĕпех хӳрере пыч. Ib. Вăл паян хӳререн тоха пĕлмерĕ.
sive арман хӳри, gubernaculi genus, trabes longiores ab ima parte inter se connexae, tres numero, quibus circumagitur арман тăрри. Хвост мельницы. Шевле. То же слово в Асан. Якейк. Арман хӳри виçĕ каштаран тунă, вăл арман тăррине çаврать. Хвост мельницы устроен из трех лесин, он поворачивает арман тăрри. Тоскаево. Арман хӳрине виçĕ каштаран тăваççĕ. Варринчи каштине «чăн хӳре» теççĕ, вăл «хӳре пăрăсне» лексе тăрать. Чăн хӳренĕн аяккинчи пĕренисене «хӳренĕн тевĕшсем» теççĕ. Тевĕшшем çӳлте тевĕш хăлхисене çыпçăнса тăраççĕ, аялта «чăн хӳрепе» виççĕш пĕрле çыпçăнса тăраççĕ. Хвост мельницы делается из трех лесин; среднюю из них называют «настоящим хвостом», — она укреплена в хӳре пăрăсĕ, — а две боковых — «тяжами». «Тяжи» прикреплены в керху к «тевĕш хăлхисем», а внизу соединены с «чăн хӳре». Сред. Юм. Арман хӳри. Арман тăррине çавăрма тунă виç каштана (scr: патака) калаççĕ. Хвост мельницы. Так называют три лесины, устроенные для поворачивания армани тăрри. || Sunt qui hoc vocabulo mediam tantum trabem appell ant. Главный стержень хвоста. На чертеже Ст. Чек. боковые брусья арман хӳри прикреплены к концам «красного бруса».

Çавăн пекех пăхăр:

хӳпле хӳптĕрле хӳпхӳ хӳпхӳ кĕпçи « хӳре » хӳре çавăрни хӳре çакки хӳре кăкĕ хӳре картнă тьыха хӳре каснă тьыха

хӳре
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org