Шырав: шерепе - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

силок для ловли собак. Зап. ВНО. Шерепе, силок, чем ловят собак. || Сеть для ловли птиц. Собр. Путене шерепи лартрăмăр, карăш пычĕ-çакланчĕ. Б. Яуши. Пути-пути путени, путене шерепи хутăм та, карăш пычĕ-çакланчĕ.
кисть, кисточка (бумажная, шелковая) на поясах, платьях и пр. Зап. ВНО. Шерепе, кисточка из ремня, ниток, бисера и пр. Ib. Ярапа вĕçне тăвакан япалана шерепе теççĕ. Сар шерепи пулать. Хĕрсем çула тĕр пăвнă (тăвнă?) чух, пĕри ыйтать: эсĕ сар шерепи яни-ха? тет. Тепри калать: халь яма мар, шерепине те çыхса пĕтермен, тет. Якейк. Шерепе ахаль шăрçаран, ылтăм шăрçаран тăваççĕ. Шерепен пыçăххи çине çакаç те пилĕке çыхаççĕ. Ib. Шерепея хĕрсем пилĕке çыхаççĕ. Пшкрт. Пилĕкçи вĕçне шерепе ереччĕ (иначе: моркко). Зап. ВНО. Шерепе = мурка, мăрка. N. Шерепе бывает и без „шăрçа“. Якейк. Шерепейĕн вĕçĕ ачи ялавсем. Ib. Шерепе тăрри ман пĕтнĕ-ха, çĕнĕрен тумалла. Алик. Шăши тухрĕ, тит те: аки, аки, шерепине мана пар, ху тăра сакайне кĕрсе вырт, терĕ, тет. Шумш. Пирĕн котлăх — котлăх пак, ыр çын арăм шерепи пек. Ст. Чек. Шерепе, мăй çыххи. Чутеево. Шерепе — носят девушки, кисть из бус, прикрепляется к косе. Ильмово. Чупрăм — автăм çырмана, юхрĕ-тухрĕ шерепем. В. Тим. Чупрăм-антăм çырмана, юхрĕ-тухрĕ шерепе; пухрăм-пухрăм — пĕтмерĕ, çипе тиртĕм — çитмерĕ. N. Чопрăм-антăм çырмана, йохрĕ-тохрĕ шерепи, ытти шăрçи порте пор, ылтăн шăрçи анчах çок. (Хĕр йĕри). Синьял. Чупрăм-антăм çырмана, шерепе шăрçа юхса тухрĕ (бусы на „шерепе“). Алших. Чупрăм-антăм шыв хĕрне, çич шерепем татăлчĕ. || Сред. Юм. Котлăх шерепи, кисти привешиваемые к шлее. Пазух. 47. Саккăрпала явнă, ай, чĕн кутлăх, унăн шереписем сар ука. Шурăм-п. Тата шаларах пӳлĕм алăкĕсем çине кăвакрах чаршавсем çакнă. Вăл чаршавсенчен кутлăх шерепи пек шерепесем çака-çака янă. || Кисточки у овса, стручок (гороха) и т. под. Собр. Сĕлĕ шерепи тухни. С. Дув. Сĕлĕ те пăри шерепи, тăкăнать-çке шерепи. ЧП. Сĕлĕпе пăри ярапи, тăкăнат-тăр шерепи. Шурăм-п. Шĕшкĕ шерепи вăрăм пулсан, сĕлĕ аван пулать. || УЯ. Тек тăкăнмĕ каç-ирĕн куççулĕн шерепи.

Çавăн пекех пăхăр:

Шеремпи Шеремпи хăртни шеренга шеренкĕ « шерепе » шерепелĕ шерепеле шерепелен шерепелентер шерепеллĕ

шерепе
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
6 саспалли
 
Семçе сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150