Шырав: çĕмĕрĕл

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

(çĕмрĕл)
1.
биться, разбиваться
çĕмĕрĕлекен япаласем — бьющиеся предметы
çĕмĕрĕлмен савăт-сапа — небьющаяся посуда
турилкке ӳксе çĕмĕрĕлчĕ — тарелка упала и разбилась
2.
ломаться, портиться
станок çĕмĕрĕлнĕ — станок сломался
çĕмĕрĕлнĕ машина — сломанная машина
çĕмĕрĕлсе кай — 1) разбиться 2) сломаться
3.
рушиться, разрушаться
размываться

çыран çĕмĕрĕлсе аннă — берег обрушился
çĕмĕрĕлнĕ кĕпер — разрушенный мост
4.
дробиться, раздробляться, размельчаться
пурă лаках çĕмĕрĕлнĕ — мел измельчился
5.
разбиваться, раниться, увечиться, калечиться
ӳксе çĕмĕрĕл — разбиться при падении
манăн чавса çĕмĕрĕлнĕ — у меня разбит локоть
çĕмĕрĕлсе пĕт — 1) разбиться (о многих предметах) 2) израниться
пичĕ-куçĕ çĕмĕрĕлсе пĕтнĕ — у него все лицо изранено
6.
ломить, ныть, мозжить
пуç ыратса çĕмĕрĕлет — голова разламывается от боли
7.
бушевать, свирепствовать, неистовствовать
вут-çулăм çĕмĕрĕлет — бушует пламя
8.
шуметь, грохотать, громыхать
çĕмĕрĕлсе шыв юхать — вода течет с шумом
трактăр çĕмĕрĕлет — трактор грохочет
туй çĕмĕрĕлет — свадьба шумит
мĕн çĕмĕрĕлетĕр эсир кунта? — что вы тут галдите?
9.
ругаться, браниться, скандалить
вĕсем ялан çĕмĕрĕлеççĕ — они вечно скандалят

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

ломатсья, разбиваться; çĕмĕрĕлсе кай – разбиваться.

192 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

разбиться. N. Эпĕ пӳртрен тухса кайнă чухне сĕтел çине чӳлмек лартса хăвартăм, килсе кĕнĕ чухне чӳлмек çĕмĕрĕлсе выртат. ТММ. Чул çине ӳкет — çĕмĕрĕлмест, шыв çине ӳкет — çĕмĕрĕлет. (Хут). Альш. † Приюм алăк — кленче алăк, хытă ан тап — çĕмĕрĕлет. Çĕмĕрĕлмекай, çунса кайтăр, ман çамрăкпуç çухалат! N. Приюм алăк — кĕленче алăк, уçса хупсан çĕмĕрĕлет, çĕмĕрĕлмекей (так встречается дважды), çунса кайтăр, ман çамрăк пуç çухалчĕ. || Ломаться. Орау. Тепĕр, мăнтăртарах çын ларсан кĕç çĕмĕрлсе анас пек çуна пурччĕ (или: çĕмĕрĕлмелле çуна пурччĕ). Ib. Çуни кĕç-вĕç çĕмĕрлес пек пырать. Сани того и гляди развалятся. || О ломоте. Т. IV. Шăм-шак çĕмĕрĕлсен, йĕпе пуласса, теççĕ. Так и у КС. Чума. Пуринчен ытла пилĕк таврашĕ çĕмĕрлес пек ыратать (страшно ломит поясницу). || Изувечиться. N. Вилекен сахал полчĕ, çĕмĕрлекен номай полчĕ. || Шуметь, галдеть и т. п. ППТ. Малтан халĕ, пĕр пилĕк-ултă киле çитеччен, тата пуçа каяччен (пока не опьянеет), пит çĕмĕрĕлмеççĕ. Тип-Сир. Тапраттĕр, тет, çĕмĕрлме хăйĕн пӳлĕмĕнче: юрлат, ташлат, тет. Альш. Ташлаççĕ, çĕмĕрлеççĕ. Мокры. Вăйсам (какие-то зимние игры) пуçлаççĕ те, çĕр хута килрен киле ташласа çĕмĕрлсе çӳреççĕ. ППТ. Йытăсем çĕмĕрĕлсе (ожесточенно) вĕреççĕ. Хурамал. Унта камăн ют ялта хурăнташ пур, çавсене пур килĕрен хăна чĕнеççĕ те, ялĕпе çĕмĕрĕлсе юрласа ĕçкĕ тăваççĕ. ЧС. Ял хушши вара çĕмĕрĕлсе анчах тăрат (от шума и гама). Ала 80°. Çĕмĕрлсе, савăнса анчах лараççĕ, тет (на пиру). Шурăм-п. Ун хыççăн турхантие кĕл-тунине курма кайнă ачасем çĕмĕрĕлсе (шумно) тухрĕç. Ск. и пред. чув. 66. Путăксемпе, варсемпе çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлет (бурлит). Полтава 97. Соборсенче, пур çĕрте „анафема“ çĕмĕрлет („гремит“). Бюрг. † Пĕчĕкçĕ çырма пуçĕнче упаленет упанăн çурисем; пĕрин пĕр чӳлмек сăри пулсан, çĕмĕрĕлет тăванăн тăванĕсем. N. Ял хушшинче питĕ çĕмĕрлеççĕ. N. Кунта тĕнче çĕмĕрлет. || Биться. Абаш. † Ик кăвак ут витере, çĕмĕрлеççĕ тохасшăн. Баран. 79. Çĕмĕрĕлсе, шавласа чул çырана пырса çапăнать (волна). || Кочевряжиться („скандалить“). Кан. Пĕртте тӳлесшĕн марччĕ вĕсем кăна, тем пек çĕмĕрĕлчĕç. Беседа. Килне тавăрăнсан çĕмĕрĕлме, вăрçма, шуйăхма тытăнать. || Ругаться, разговаривать громко. Ашшĕ-амăшпе. Кĕркури çĕмĕрĕле пуçланă çапла калаçса. Никама та сăмах чĕнме те паман. Сред. Юм. Çĕмĕрлеç анчах. Ругаются, разговаривают громко. Ib. Çĕмĕрлет паян кунĕпе хăй, çынна сăмахлама та памас. N. Хамăр ялти Петăр мĕн çĕмĕрĕлсе выртатĕ? N. Хĕрсемпе лайăх çĕмĕрлетне? || О сильном росте. Юрк. Хура вăрман хыçĕнче çĕмĕрт пиçет çĕмĕрĕлсе (= вăйлă). АПП. † Çĕмĕрт-йывăççи çĕмрелет, пирĕн çĕмрĕлесси çитрĕ пуль.|| Грохотать (стрелять). N. Артиллери çĕмĕрлет пирĕн урлă. || В перен. знач. Шибач. Халĕ вăл пит хытă çĕмĕрĕлсе (разбит жизнью). N. Хуйхăпа çĕмĕрлнĕскер.

Çавăн пекех пăхăр:

çĕм çĕмĕ çĕмĕр çĕмĕрĕк « çĕмĕрĕл » çĕмĕрĕлни çĕмĕрĕлтер çĕмĕрĕлӳ çĕмĕрĕлчĕк çĕмĕрен

çĕмĕрĕл
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org