1.
гумно
гуменный
анкарти лупасĕ — гуменный навес
пӳрчĕ анкарти пек аслă — изба просторна, как гумно
анкартинче, юр çинче шăнкăртатса шыв юхать — фольк. за гумном по снегу течет вешняя вода
2.
огород
анкартипе кай — идти огородами
3. диал.
двор
колхоз анкартийĕ — колхозный двор
◊
анкарти юпи — 1) гуменный столб 2) чучело огородное, пугало
анкарти хыçне кай — умереть, протянуть ноги
(аҥгарδиы), locus post chortem spatiosus, in quo area est. Гумно. Стюх. † Анкартийĕр хыçĕнче пăтăллă кӳлĕ. За вашим гумном озеро, покрытое ряской (шмарой). Актай. Тепĕр кунне кусем икĕш те вăрмана каяççĕ, тет. Анкарти пуçне çитсен арĕм (т. е. арăмĕ) упăшкин хулĕсене касса татса ячĕ, тет. На другой день она оба пошли в лес. Когда они дошли до гумна, жена отрубила мужу руки выше локтей.
Çавăн пекех пăхăр:
анкĕл анка анкала анкала та ĕнтĕ « анкарти » анкарти алăкĕ анкарти вĕрлĕкĕ анкарти лупасси анкарти умĕ анкарти хыçĕ