, п.с. Пурнăç херĕпне çĕнме пултарни, чун хавалĕ; пиçĕлĕх, парăнманлăх (туп.), тӳсĕмлĕх. Поэт [Хусанкай] халăхăн «аптраманлăхне» — ĕçри хастарлăхне, çапăçури харсăрлăхне, кăмăллăх пиçĕлĕхне — пуринчен ытла Аптрамансен йышĕнчи çынсен сăнарĕсемпе кăтартса парать. М.Сироткин //П.Хусанкай, 1968, 47 с. Автор [Ип.Иванов; 1972] шухăшĕпе, чăвашсем ытти нацисенчен аптраманлăхпа, чăтăмлăхпа, сăпайлăхпа уйрăлса тăраççĕ. Ю.Артемьев, 1980, 16 с. Чăваш çыннин чăтăмлăхне, аптраманлăхне, çутă ĕмĕтне мухтать «Арçури» поэма. ЧС, 1994, 8 кл., 72 с. Аптраманлăхне, харсăрлăхне, ăсталăхне тата тепĕр хут çирĕплетрĕ [халăх театрĕ]. Х-р, 27.05.1997, 6 с.
— аптраманлăх пилле (В.Эктел //Я-в, 1990, 5 /, 28 с.);
— ĕмĕрхи аптраманлăх (А.Мефодьев //XШ, 1999, 4—5 /, 116 с).
Çавăн пекех пăхăр:
аптра аптрав аптравлă аптрал « аптраманлăх » аптрат аптратмăш Аптухха аптяк апу