Шырав: вĕлер

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1.
убивать
губить

ун ашшĕне вăрçăра вĕлернĕ — его отца убили на войне
асаплантарса вĕлер — замучить
наркăмăш парса вĕлер — отравить ядом
пăвса вĕлер — задушить
çакса вĕлер — повесить (казнить)
таптаса вĕлер—  задавить (напр. машиной)
хĕнесе вĕлер — избить до смерти
сирпĕтсе вĕлер — взорвать (убить)
вĕлерес пек хĕне — избить до полусмерти
вĕлерсе пăрах — убить, прикончить разг.
вĕлерсе тух (тăк) — перебить (всех подряд)
çын вĕлерекен — убийца, душегуб разг.
2.
уничтожать, истреблять, морить (насекомых)
хăнкăлана инсектицидпа вĕлер — уничтожать клопов инсектицидами
3.
очень хотеть, страстно желать, жаждать
ача велосипед илесшĕн вĕлерет — мальчик очень хочет, чтобы ему купили велосипед
4. в некоторых сочетаниях
выражает сильную степень проявления чего-л.

вĕлерес пек ĕçес килет — мне страшно хочется пить, меня мучает жажда
ала ыратса вĕлерет — у меня сильно болит рука

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

убить
выçă вĕлер, выçă тытса вĕлер — уморить голодом
вĕлернĕ çын — убитый человек
вĕлерни — убийство; убойка

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

убить. К.-Кушки. Вăл усала вĕлерес пулат. Эту дрянь надо убить. N. Вĕлерсе пăрах çак усалсене. Убей этих негодяев. Сред. Юм. Вĕлерсен те каймасп! Хоть убей, не пойду! Кан. Вĕлерес пек хĕненĕ. Избили чуть не до смерти. Регули 743. Çапса вĕлертĕм, персе вĕлертĕм. Ала 94. Исе кĕрĕр сӳс пушă, эпĕ ăна вĕлерес пек хĕнем (изобью до полусмерти). Ст .Чек. Пĕрне вĕлерсе, пĕрне чĕртес. || Уничтожать. N. Çчена çинче темĕн чухлĕ хăнтăла вĕлернĕ. На стенах надавлено клопов ― полно! Орау. Пĕтĕм пӳлĕмне хăнкăласене вĕлерсе вараласа пĕтернĕ. Ib. Пĕтĕм пӳрт ăшчиккине хăнкăла виллисемпе вараласа пĕтернĕ. Все стены измараны раздавленными клопами. || Дать умереть, попустить умереть. Шигали. Мĕншĕн эпир макраппăр-шин? Мĕншĕн тесен никам та хăйĕн тăван амăшне вĕлерес килмес (не хочется, чтобы она умерла) и нiкам та ама-çури амăшне (мачеху) юратмас. Ч.С. Çапла аттепе анне, лаша асапланнине курса, нимĕн тăва пĕлмесĕр, пăхса тăрсах вĕлерсе янă (как бы дали умереть). Рекеев. Эпир аттене вĕлертĕмĕр (т. е. у нас умер отец; означает то же самое, что «пирĕн атте вилчĕ»). В. Олг. Пĕр ôпăшка вĕлертĕм эн (у меня один муж умер), тепре туянса. Сред. Юм. Ик ôпăшка вĕлернĕ ĕнтĕ эн. Я уже двух мужей схоронила. НТЧ. Вара Елекка арăмĕ, упăшкама вĕлерсе пулмĕ (нельзя же допустить, чтобы муж умер), чӳклес пулĕ, тесе, килне тавăрăнчĕ, тет. Череп. Ачана вĕлерсе ятăмăр. Схоронили мы свое дитя (не уберегли; гов. с сожалением). || Мять (плохо косить). Сред. Юм. Утă вĕлерсе-çиç пырать. Утă çăлаймасăр, ватса, таптаса-çиç пырсан, калаççĕ. || Быть восхитительным, приводить в восторг. К.-Шемякино. Эх, явлăкĕ!.. вĕлерсе ярат! (Очень хорош). Орау. Эй, пулать те-çке кам япала, пĕтĕмпе вĕлерсе ярать! (De coitu ad exitum spectante). || Страстно желать. Ч.П. Çав Ирçе яль ачисем хĕр илесшĕн вĕлереççĕ (страстно желают). || Производить весьма сильное действие. Чураль-к. † Ал(л)уна уткаласа ан кала: алă, ыратса вĕлерет (страшно болит). Уруна тапса ан кала: ура ыратса вĕлерет. См. уткала. Сёт-к. Вутă çинче шăрăх пĕçертсе вĕлерет. На сенокосе ужасно жарко. || Выражает усиление. Орау. Эп авланап, тесен, мана вĕлерес пекех тухмалла та вăл качча... (выйдет за меня с радостью, с охотой). Ib. Пĕр шурă чĕреллĕ (бледный) ача туйра вĕлерес пек ташлать (пляшет с крайним увлечением); кам ачи-ши вăл? Ib. Вĕлерес пек пырать (быстро, о человеке), таçта каять. Кан. 1929, № 75. Тек те текех (то-и-дело) çапла хăтланаççĕ те, юри тунă пекех туйăнса вĕлере парать (ну, так и кажется, что они это делают нарочно, сознательно).

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

«убивать»; др. тюрк., тув. ӧлӳрӧлдӳрӧлтӳр, к. калп. олтир, казах., ног. ӧлтир, хак. ӧдир, узб. улдир, башк. ӳлтер, тат. ӳтер, якут. ӧлӧр «убивать». Образовано с помощью аффикса -ер от вил (см.).

Çавăн пекех пăхăр:

вĕкĕр вĕл вĕл-вĕл вĕлĕх « вĕлер » вĕлересле вĕлеркеле вĕлермес çине вĕлерсе кай вĕлерттер

вĕлер
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org