Шырав: карт

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

I.

1.
зарубка, отметка, метка
карт кас — делать зарубку, отметку, метку
2.
нарезка, нарез
винт карчĕ — винтовая нарезка
3.
ступень
уступ, выступ

пусма карчĕ — ступень лестницы
шкив карчĕсем — ступени шкива
4.
деление, отметка (на измерительной шкале)
термометр ртучĕ пĕр карт хăпарнă — ртуть в термометре поднялась на одно деление
5.
кольцо (на рогах животного)
6.
складка, морщина
çамка карчĕ — морщины на лбу
7. уст.
доля, единица (величина для соотносительного исчисления неоднородных предметов, разного скота и т. п.)
пĕр ĕне — пĕр карт, пĕр качака — çур карт, пĕр сурăх— чĕрĕк карт — одна корова — одна единица, одна коза — пол-единицы, одна овца — четверть единицы
8. разг.
след, память
ху хыççăн карт хăвар — оставить о себе память
9.
предел, граница, норма
картран тух — выйти из рамок
10.
черед прост.
череда уст.
очередность
хурал тăма карт çитрĕ — подошел черед идти в дозор
11. уст.
зарок, обет
клятва

карт ту — 1) делать зарубку, отметку, метку 2) давать зарок, зарекаться
12. уст.
бирка (палочка с надрезами, отмечающими счет)
карт патакки — бирка, счетная палочка

картне лар
1) соответствовать чему-л.
2) удовлетворяться, довольствоваться чем-л.
манăн кăмăлăм картне ларчĕ — мое желание исполнилось
3) быть сделанным кое-как
картне ларсан пырать — лишь бы сошло (о небрежной работе)
II.
карта (игральная)
карточный, картежный
карт вăййи — карточная игра
карт пар — сдавать карты
карт валеç — сдавать карты
карт йăт — принять (в карточной игре)
III. спорт.
карт (ăмăртса чупмалли пĕчĕкçĕ автомобиль)
картсемпе ăмăртни — гонки на картах, картинг
IV. глаг.

1.
делать зарубку, отметку, метку, метить
карт карт —
1) делать зарубку, метку
2) перен. делать намек, намекать
Укçан хăлхине картман. — погов. У денег уши не мечены.
2.
отмечать, записывать
регистрировать

тиенĕ лав шутне карт — записать количество погруженных возов
хăма çине кăмрăкпа карт — записать углем на доске
3.
почитать, уважать
ваттисене карт — почитать стариков
вăл никама та картмасть — он никого не уважает
4.
считать кем-чем-л., принимать за кого-что-л.
кил хуçи вырăнне карт — считать главой семьи
ăна лайăх çын вырăнне картаççĕ — его считают хорошим человеком
5.
намечать
иметь в виду
кого-что-л.
намекать на кого-что-л.
амăшĕ ывăлĕ валли хĕр картса хунă — мать присмотрела девушку для своего сына
6.
отмечать, выделять
обращать внимание
на кого-что-л.
уделять внимание кому-л.
дирекци пирĕн ĕçе те картрĕ — дирекция отметила и нашу работу
7.
предопределять, предрешать
малтанах карт — предрешить заранее
8.
решать, задумывать
вăл авланма картса хучĕ — он решил жениться
V. подр. —
о резком движении

карт турт — резко дернуть
карт сик — вздрогнуть

карт-карт — подр. — о неоднократных резких движениях
чĕре карт-карт тăвать — сердце сильно бьется

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

уважать; ачасем мана картми пулчĕç – дети перестали меня уважать.

85 стр.
син.: картах
вдруг
картах сик — встрепенуться, испугаться
зарубать; зарубка, бирки, примета; карт патакки – бирка; карт ту – замечать; карт картнă – зарекся; картла – городить; картлашка – морщины на лбу.

85 стр.
карты; картла выльа – играть в карты.

86 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(карт), рожок для кормления детей. Шибач. Картпа осра. Кормить рожком (ребенка). О сохр. здор. Çаплă ачанăн амăшĕ ачине картпа ĕмĕртет. А. Турх. Карт — рожок для кормления детей. Зверев. Карт тесе, чĕч-ачине ĕмĕртекен ĕмкĕçе калаççĕ. Вишн. 65. Ачасене çитермессеренех карта çуса тасатас пулсан, çуса та çитерес çук (не намоешьсь, не успеешь мыть). Ib. Пирĕн, пĕчĕкçĕ ачасене çитерме, мăйрака çумне ĕне чĕччи çыхса, карт тăваççĕ; вăл карт ăшне сĕт яраççĕ те, ĕне чĕччине ача çăварне хыптараççĕ; ача вара çав ĕне чĕччи витĕр сĕте ĕмет çавăн пек карт ĕмнипе пит нумай ача вилет. Ib. Ача карт ĕмсе тăрансан, амăшĕсем картсене ăçта килчĕ, унта хураççĕ, тата юлнă сĕтне те тăкмаççĕ. КС. Картпа (картран) ĕмтерес — кормить рожком (дитя).
(карт), дыхательное горло. В. Олг. Карт = тип пыр; дыхательное горло.
(карт), карта (игральная). Шибач. Вара она каларĕçĕ картла выллякан хоçисем (хозяева): яр (его), терĕç, вырттăр! Ярчĕçĕ. Хурамал. Шалт ывăнсан, иккĕшĕ, ларса, укçалла картпа выляма тытăннă. Тюрл. Карты: майра, салтак, король, тус; масти: кирпĕç (бубны), хĕрес (трефы), корак (пики), червă (черви). Альш. Чечек (дама), пуртă (валет), стриккох (король), тус. Ib. Хĕрес (трефы), хĕрлĕ курак (чирван), хура курак (пики), чирван чечек (дама червей) еtс. Манăн ятмалла. Мне принимать. Манăн çӳремелле. Мне ходить. Эп тытрăм. Я принял. Эп юлтăм. Я остался. Эп тухрăм. Я вышел. Чечеке стриккухпа витрĕм. Я покрыл даму королем. Ib. Карт пиччĕнĕш — лицевая сторона карты; карт тӳнтерĕш, крап. Ib. Картсене аташтар-ха (хутăштар-ха). Стасуй карты. Сред. Юм. Карт турака тохнă. (Картла выляса никăшне те лармасан калаççĕ.)
(карт), географическая карта. Янтик. Карт çинче Мускава туп-ха!
(карт), подр. резкому движению или биению. Ир. Сывл. 18. Ыйха ӳкнĕ (сонные) хуласем картах! турĕç вăл саспа. Ib. З. Эп карт сиксе тăрайрăм. Сала 189°. Карт, карт! туртрĕ (дернул), тет те. Альш. Ула лаша карт! турĕ, чĕн тилкепе шарт! турĕ. Бур. † Чĕн тилкепе шарт турĕ, атте лаши карт турĕ. КС. Шухă лашана сасартăк çапсассăн, карт туртса, тапса сикет (тянет вдруг). N. Сысна (привязанная на цепь) шывра карт туртăнат, тет. Петр сыснана ямаст, тет. (Сказка). Ялав. Çул çинче пынă чух пĕр ача лаши ман лашана тапрĕ те, ман лаша карт сикрĕ, эп ӳкрĕм. Изванк. Хăр-хам (собака), тесе каларĕ, тет, çĕнĕ картах сиккĕрĕ, тет. Тайба. † Чĕн тилкепе шарт турĕ, пирĕн савни карт турĕ; карт турĕ те, мăрт турĕ, хăех, килсе, чуп-турĕ. (Хĕр сăри юрри). Чур. Чĕн тилхепе шарт тăвать, хура лаша карт тăвать; атте çитиччен пирĕн чĕре карт тăвать, атте килне çитсессĕн, пирĕн чĕре лăп пулать Т. VII. Хур пиçсен амашĕ çипрен карт! туртрĕ (дернула за нитку), тет. N. Арăмĕ карт! туртать те, сахманин пĕтĕм çĕввисем шатăртатса каяççĕ. СТИК. Ман алăран тилкепене карт туртса илчĕ (= питĕ хăварт, çиллипе туртса илчĕ). КС. Ман аллăран туяна картах туртса илчĕ (быстро вырвал из рук). Ib. Карт тапса сикрĕ. Альш. Чĕрем кăрт турĕ (при вести о пожаре).
подр. карканью.
(карт), сделать зарубку. Чертаг. Тӳрĕ картса пуранă; картса çавăрса пуранă; çавăрса картнă (разные способы срубания сруба). Ib. Çил арманĕ пек картса пуранă (особая манера срубать сруб). Янтик. Кĕтӳçсем камăн миçе чун выльăхне пĕлме шутласа çӳреççĕ, вара ăсем камăн миçе чунне пĕр патак çине картса паллă тăваççĕ. Пĕр ĕнешĕн хăйне пĕр карт картаççĕ, пĕр сыснашĕн те çаплах. Сурăхсене — 4 сурăхшĕн пĕр карт картаççĕ. Çапла камăн миçе карт, унăн çавăн тăрăх укçа тӳлес пулат, çан чул талăк апат çитерес пулат. Сред. Юм. Картнă хĕрĕллĕ тенкĕ; кив кĕмĕл тенкĕн хĕрри картлă полсан, калаççĕ. || Уважать, почитать. Б. 13. Тăлăха картăр. Сĕт-к. Мана никам та картакан çок. Меня никто не уважает, не почитает. Торпк. Ама çури амăшĕ çак первайхи арăмăнчен юлнă ачана картмасть, тет. Актай. Тăххăрмĕш качакине никĕш те картмаççĕ: сан, усалăн тытас-и (где тебя поймать вора)! тесе калаççĕ, тет. || Орау. Хăйне хăй асла картать. Важничает.
зарубка, метка; бирка. N. Тир карчĕ (метка у скорняков, для отличения хозяев шкур). Сред. Юм. Çип пĕветме панă чохне пĕвеçсĕм (siс!) пĕр патака çормаран çорса, çоррине хотăр пĕветме паракана параççĕ, çоррине пĕвекен хотăрсĕн çомне çыхса яраççĕ, çавна карт теççĕ. Б. Олг. Ну шошчăк калат, карт кăларса: сан мĕнче ят? тет. — Эп калатăп: туат ят. Туат ят картат пăрăс (пŏрŏс) çине. Эп паратăп сакăр тенкĕ окçа. Пĕре чалăш картат — пилĕк тенкĕ; виççĕ тӳр картат — сакăр тенкĕ полат. Н. Седяк. Карт, отметка на палках. А. Турх. Карт — череда; 4 овцы = 1 карт; 2 козы = 1 карт; сысна = 1 карт; корова = 1 карт; лошадь = 1 карт (ягнята, телята и жеребята в расчет не принимаются). Ib. Карт: 1) бирка, 2) письмена на бирке, З) череда. Сред. Юм. Карчĕ хоралнă. 1) Почернела палка, на которой отмечают исполненные мирские обязанности. 2) (Так говорят в том случае если) пьяница, раз отказавшись от вина, опять начал пьянствовать. Ib. Эрех ĕçме пăрахнă ĕнтĕ олă, чисти карт тусах. Он дал зарок не пить вина. || Кан. Мăйракасем çинче картсем пулаççĕ. Ib. Картпа карт хушши пысăк пулсан, вăл ĕне нумай вăхăт хĕсĕр çӳренине пĕлтерет.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

1. «зарубка», «засечка», «надрез»; 2. «зарубать»; «надрезать», «делать зарубку»; МК, азерб., туркм., тур., уйг., кирг., казах., ойр., тув. керт, хак., башк. кирт, тат. киртлә, шртеклә «зарубать», «надрубать», «надрезывать», «делать зарубку, метку»; МК, азерб., туркм., тур., уйг., узб., кирг., казах., ойр., тув. кертик, башк., тат. киртек, хак. киртик «зарубка», «засечка», «насечка», «метка»; в чув. передвижение артикуляции назад е ~ а.

Çавăн пекех пăхăр:

карсак кăмаки карсакла карст карсун « карт » карт карт карт патакки Карт Чăваш карт-йыш карт-йыш пăтти

карт
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
4 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org