Шырав: пăрăн

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1.
поворачиваться, повертываться
çăраççи пăрăнмасть — ключ не поворачивается (в замке)
2.
сворачивать, поворачивать, свертывать, завертывать
çултан пăрăн — свернуть с дороги
пăрăнса ирт — обойти, объехать стороной
пăрăнса кай — 1) отклоняться в сторону 2) ответвляться
3.
изгибаться, извиваться
пăрăнса лар — изогнуться
йывăç пăрăнса ӳсет — дерево растет криво, с изгибами
4.
уклоняться, избегать
отлынивать
разг.
ĕçрен пăрăн — уклоняться от работы
вăл манран пăрăнса çӳрет — он избегает меня
дежурствăран пăрăнса юл — уклониться от дежурства
Тăснă çăкăртан пăрăнмаççĕ. — погов. От предложенного хлеба не отказываются.

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

син.: пăр
обернуться; завернуть; отвертываться; кĕтесрен пăрăнтăм, тайăлтă – завернул я за угол и поклонился; пăрăнса кай – увертываться; пăрăнса та ĕлкĕреймĕн – не успеешь и обернуться; çын куçĕнчен ӳкес мар тесе кăт пăрăнарах çӳрес пулать – если не хочешь утратить людского уважения, то надо ходить немножко сторонясь; пурăнан пурăнăç пăрăнăçсăр пулмасть – жизнь не всегда течет ровно (”без кривизны”).

128 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(пы̆ры̆н, пŏрŏн), повертываться, поворачивать, заворачивать. Сёт-к. Карчăкпа старик порăннă, порăннă, онтан пуçĕ пăрăннă, сăмси чалăшнă. (Начало сказки). N. Кукăртан пăрăнсанах, аякра вут çути курăнса кайрĕ. Баран. 96. Хирĕç пулас пулсан, ниепле те кунта икĕ урапа пăрăнса иртес çук. Альш. Çав Этремене, Сĕве пăрăнса кĕнĕ тĕлелле тухат вăл пирĕн Сурăх-каççи. || Изменить (о счастье). Сёт-к. Онăн телейĕ пăрăнчĕ онтан. || Свернуть с пути. N. Яла каймĕ, ăçталла та пулсан, пăрăнса кĕрĕ, терĕ. || Объезжать. N. Ку япаларан пăрăнса каяс пулĕ (объехать на дороге). || Корчиться, извиваться. Чураль-к. Потаçăм, потаçăм, пăрна-пăрна ан макăр, пăрăнса вилĕн, потаçăм. См. потаçăм. Неверк. Ĕмĕр пурăнас тесе, пĕр хĕр илтĕм, турă та çырмарĕ пурăнмашкăн, пăрăнса йĕрсе юлчĕ укалча тулне. ЧП. Вăрăм чăршă тăрринче пăрна-пăрна кук авăтать. Тораево. † Унтри пичи лаççинче пăрна-пăрна куку автать, эпир çавнашкал автас çук. || Дать дорогу. Ск. и пред. 45. Пăрăнăр çынсем! Мăншу хĕпĕртет хăйĕн çĕршывне сутнă укçипе! N. Çул çинче вăл пичĕшсене хуса çитнĕ те: пăрнăр! тесе кăçкăрнă. СТИК. Эй, пăрăн! Берегись! (при тихой езде или если кто что-нибудь несет; в др. гов. и «пăрăн»). Тим. † Улăх ути çулнă чух пăрăнчĕç партас утисем [срв. партас кĕпçи]; пирĕн ял хĕрĕ кайнă чух пăрăнчĕç Кивĕ-ял хĕрĕсем. || Уклоняться, отворачиваться. N. Йывăр ĕçрен ан пăрăн. N. Пытана пуçларĕ, пăрăнса çӳре пуçларĕ. Янтик. † Кайăк хур каять картипе, йăви юлать пăрăнса (в стороне). Юрк. † Аслă вăрман витĕр тухнă чух пăрăнса юлчĕ пушă аври; аслă ял витĕр тухнă чух пăрăнса юлчĕ чун савни. Кр. Чет. Тайба-Т. † Улăх утине çулнă чух хир утисем пăрăнĕç. || Отлынивать (от работы). Юрк. Лешсем хăш чухне хăне те ĕçлеме чĕнсен, вăл хăй ялан сăлттав мĕн тупам пек пулса, пăрăнса юлма тăрăшнă. || Изгибаться, извиваться. Янш.-Норв. † Эпир пырас çул çинче пăрăнса шăтнă пĕр хурăн. N. † Пăрăнса ӳснĕ пĕр тулă (выросла изгибаясь). Альш. † Эпир пырас çул çинче пăрăнса ӳкнĕ пĕр пăри. Юрк. † Эпир пырас çул çине пăрăннă-шăтнă пĕр тулă. N. Пирĕн хирĕн варринче пăрăнса ӳкнĕ пĕр миша (межа проведена не прямо). || Разъехаться. Иревли. Курасшăн пит çуннăччĕ; сире курса пулмарĕ, тахшĕ тĕлтре пĕр-пĕринчен пăрăнса кайнă. || Размахиваться. С. Айб. † Пăрăнса та утă эп çулмарăм, татса та пĕрлĕхĕн те, ай, хыпмарăм. || Поскользнуться. N. Манăн урамсем кăштах пăрăнса каймарĕç.

Çавăн пекех пăхăр:

пăрăм пăрăмлă пăрăмлă пăра пăрăмсăр пăра « пăрăн » пăрăнăç пăрăнăçлан пăрăна пăрăнкай пăрăнкала

пăрăн
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org