Шырав: пĕт

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1.
кончаться, заканчиваться, приходить к концу
вăй пĕтрĕ — силы кончились
ĕç кунĕ пĕтрĕ — рабочий день закончился
çăлта шыв пĕтрĕ — вода в колодце кончилась, высохла
укçа пĕтмен-ха — деньги еще не вышли
урок пĕтрĕ — урок кончился
пĕтсе пыр — исчезать, кончаться, заканчиваться
Пине çитрĕ — самах пĕтрĕ. — погов. До тысячи дошло — слов больше нет (говорят при окончании беседы).
2.
пропадать
погибать

ман сасă пĕтрĕ — у меня пропал голос
унпа пĕтес çук — с ним не пропадешь
пĕр кун ахалех пĕтрĕ — целый день пропал даром
вăрçа кайрĕ те пĕтрĕ — он ушел на войну и пропал, погиб
пĕтрĕ пуç! — пропала моя голова
пĕтнĕ çын — пропащий человек
Хырăмна пула пуçу пĕтĕ. — погов. Из-за ненасытного брюха (т.е. корысти) пропадет голова.
3.
изнашиваться, приходите в негодность
манăн пушмак пĕтнĕ — у меня износились ботинки
пĕтнĕ организм — изношенный организм
машина пайĕсем пĕтмеллипех пĕтрĕç — детали машины совсем сработались
4.
разоряться
нищать

вăл пĕтес патнех çитнĕ — он дошел до полного разорения
5.
с деепр. др. глагола выступает в роли вспом. глагола
с общим значением интенсивности или законченности действия:

асапланса пĕт — измучиться
вараланса пĕт — испачкаться, вымазаться чем-л.
кайса пĕт —
1) деться, деваться, подеваться куда-л.
ăçта кайса пĕтнĕ вĕсем? — куда они подевались?
2) сойти (о снеге, льде)
юр кайса пĕтмен-ха — снег еще не сошел
вăл кăмăла килсех пĕтмест — мне он не очень нравится
саланса пĕт — разойтись, разбрестись
юрланса пĕт — вывозиться в снегу

пĕтсе кай — исхудать, стать худым, изможденным

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

гибнуть
потеряться
скончаться

пĕтĕмлĕх, вилĕм карачун; пĕтес вĕçне çитнĕ çын — погибавший человек
сĕрен пĕтеспе (пĕтереспе) пит аслăланать — к концу сĕреня собираются очень много народа

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(пэ̆т), кончиться, закончиться. Шел. 108. Каласа пĕтет-и халĕ, пичче? Регули 1224. Ку эрне пĕтнĕ çĕре килет. Приедет к концу этой недели. Кан. Сăра савăчĕ октябĕр уйăхĕ пĕтнĕ çĕрелле ĕçлеме те пуçлать. Юрк. Ирхи çилпелен, каçхи сулхăнпалан тунă-пĕтнĕ çĕршыва çитесчĕ. N. Чернушка пĕтес çĕрте пĕр арман пĕви пур. || Приходить к концу N. Ĕçме-çиме пĕтсе килет ĕнтĕ. Изамб. Т. Ыраш çиме пĕтсен, эпĕ Илчене ыраш кайса шырама хушрăм. N. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине, çапрăм-салатрăм чăн мерчен, пуçтартăм-пуçтартăм-пĕтмерĕ, çип çине тиртĕм — çитмерĕ. || Выходить, выйти в расход. Альш. Ара хай ватă шуйттан пĕççи пĕтнĕ-и мĕн сирĕн (разве уже вся вышла)? Якейк. Сакă яла килмесĕр сана валли хĕр пĕтни? Торай-к. † И, вупкăн кĕрӳшĕ, çак таранччен килмесен, сана вали хĕр пĕтри. Икково. † Манран савни сивĕнчĕ, сар ача пĕтнĕн тойăнчĕ. (Гов. девица). Чураль-к. Кăмака çинчи сарă çыв (= çăв) ирлимас-çке, пĕтимас-çке хамăр ялти сар варлийĕ мансăр пурнăç пурнимас-çке. || Высохнуть. N. Ĕç çинче Герасимовкă çыннисем пуссисенче шыв пĕтех пуçларĕ. || Очищаться. О сохр. здор. Тирĕнчен (шкура) чир кайран та час пĕтмест. IЬ. Кирек мĕнле ерекен чир те тумтир çумăнчен пĕтет вара. || Исчезнуть из вида, пропасть. N. Çаксем ачасене курсан, тăруках пĕтсе ларчĕç (исчезли из вида, пропали), тет. || Орау. Темскер сасă пĕтрĕ-ха. Кан. Анчах ярт-ярт вăййи пĕтмеллипех пĕтрĕ, тесе, кулянмалли çук. Ишек. Вара вăл çыннăн пӳрчĕ ахалех пĕтнĕ вара. || Погибнуть. Кан. Ку ача-пăчапа пĕтес пулать, тырă вырма та чарать. Баран. 47. Тата кăшт тăнă пулсан, пĕтнĕччĕ ĕнтĕ (я погиб бы). N. Палуми пĕтрĕ. Яблоки (цвет) погибли. N. Тĕнче, мĕншĕн пĕтми пек мăн кăмăллă тăратăн? Истор. Çывăхри халăх, Дон патĕнче вăрçнă чух, пит пĕтнĕ те, çавăнпа çывăхран пуçтарма туман. Альш. Эй, пĕтнĕ чун, çаплах вăрçасшăн. Шăна чир. сар. 22. Нумай хуласенче шăнасем пĕтĕмпех пĕтни те пур. Юрк. Ăна (лошадь): пĕттĕр, тесе, арăмĕ пĕр эрне çитермесĕр, ĕçтермесĕр тăнă. IЬ. Çӳллĕ çĕртен ӳкнĕскер çавăнтах пĕтет. N. Пĕтесскер, пĕтменскер, брань. N. Пĕтеттĕмĕр тăванăм! Мы чуть не погибли. Ст. Чек. Пĕтмест мĕнкĕ те. Не погибнет во век. || Разориться. Коракыш. Пĕр ялта арман пур, вăл арман хуçи чĕнсе (прося милостыню) çӳрет. Вăл арманне пĕвелесе пĕтнĕ (разорился). N. Анчах хресченсем çакна-ăна илмесĕр хăйсене хăйсем пĕтсе пурăнаççĕ. || Износиться. N. Чăн хăмаçран кĕпе çĕлетрĕм, арки-çанни, пĕтмес, мĕн тăвас? Изамб. Т. Ачасен çăпатисем пĕтнĕ-ха, акă пушăт илмелле. || Прийти в негодность. N. † Илтĕм скрипка аллăма, скрипка аври пĕтнĕ мĕн. Регули 746. Ку çĕçĕ пĕтнĕ. || Изводиться. Ст. Айб. † Шыв хĕрринче çӳçе ӳсет-çке, ун айĕнче çырла та, ай, пиçет-çке; ан йĕрсем-е, тантăш, ан пĕтсем-е, пиртен лайăх тата, ай, ӳсет-çке. || В качестве вспомог. глагола. Собр. Ман халăх ăçта кайса пĕтнĕ (куда делся)? Альш. Ахаль те ку енчи çынсем калаçма юратарах параççĕ, çынна курсан, тĕл пулсан, ыйтса, тĕпчесе пĕтеççĕ. П. N. Вĕсем çул çинче асапланса пĕтнĕ (измучились). Баран. 179. Кăмăлне килсех пĕтмен. Ему не совсем нравилась. N. Кĕтӳ хире саланса пĕтнĕ. Çăнăх урайне саланса пĕтнĕ. Çăнăх пĕтĕм урай талккăшĕпе саланса пĕтнĕ. ТХКА 123. Тăвăл хуçнă йăвăçла урлă-пирлĕ тăсăлса ӳксе пĕтнĕ урайне. N. Çук, май мар пире кунта, ку çын та манăн кăмăла кайсах пĕтмест. Собр. Çав арçури вара вăрмантах кăшкăрса пĕтнĕ, тет. КАХ. Пӳртре пурте çывăрса пĕтсен, çав хĕрт-сурт кăмака çинчен анат, тет. N. Кунта тăхăнса килнĕ тумтирĕмсем çĕтĕлсе, татăлса пĕтрĕç, тумтирсĕр темĕн чухлĕ шăнса пĕтеттĕм (мерзла), е шăрăхпа пиçсе пĕтеттĕм. ЧС. Старик апла каласанах, ачасем пурте кайса пĕтрĕç. Ск. и пред. 9. Тырă выраççĕ юрласа, пĕтрĕ карчăк ывăнса. Шурăм-п. Çынсем ирех кайса пĕтнĕ. М. Васильев. Пĕртак тăрсан, çăмăр çумасăрах çанталăк уяртса каять, вĕсен та ани сохаласа пĕтет. ППТ. Çапла вара мĕн тăвассисене пурне те туса хытланса пĕтеççĕ те (кончают. Сĕрен). IЬ. Хăш çулне шалт чараймаççĕ: выльăхсем пăркаланса пĕтеççĕ. М. Сунч. Çула мĕне кайсан, улма йăтса пыракан çынсенчен иртсе пĕтмелле марччĕ. N. Унтан, пурте çăвăнса пĕтсен, хываççĕ. Ал. цв. 5. Нихçан лашапа та, çуран та витĕр тухса пĕтмелле мар, хура вăрман тăрăх пĕр çаврăнса пăхмасăр пырать. ЧС. Тем тĕрлĕ асса пĕтрĕр пулĕ çав унта (вы там, чай, всячески озорничали, изозорничались), унта асма пĕрте юрамас вĕт: часах лăп-лап çакăнат. Артюшк. Ăна юр çинче йăвалантарнă та, вăл пĕтĕмпех юрланса пĕтнĕ. Шăна чир. сар. 7. Вĕсем çулласенче, шăрăх вăхăтра, этем пурăнакан таврашра вуншар-çĕршер пинĕн вĕçсе çӳреççĕ, пур çĕре те ларса пĕтеççĕ, нăйлатса çӳреççĕ. Истор. Темĕн чухлĕ çын пĕр айăпсăр йĕрсе, макăрса пĕтнĕ. N. Тутарсемпе юнашар пурăнаканнисем тутарсенĕн сăмахсене йышăнса пĕтнĕ. Альш. Пӳрчĕ туса пĕтнĕ-пĕтменех кивелчĕ. Шурăм-п. Халăх питех нумай таварсем кутне выртса пĕтнĕ.
встреч. в сложении: пĕт-пĕлтĕк, пĕт-пĕтĕм.
усил. частица, встреч. в сложении: пĕт-пĕтĕм.
конец? Эпир çур. çĕршив 51. Туртма пĕлсен — тур пулăн, пĕлмесессĕн — пĕт пулăн.
встреч. в удвоении: пĕт-пĕт.
то же, что пĕтĕ.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

«кончаться», «оканчиваться», «заканчиваться»; «пропадать»; тат. бет, башк. бӧт, уйг. пӳт, кирг., якут. бут, азерб., тур., казах. бит, алт. И пӳт, к. калп. пит «кончаться», «заканчиваться»; производные: чув. пĕтер «кончать», «заканчивать», «завершать»; «истреблять»; Зол. бл., кирг. бӳтӳр, узб., тур., азерб., казах. битир, к. калп. питир, башк. бӧтӧр, тат. бетер, уйг. пӳтӳр, алт. В пӳдур, якут. бутэр «кончать», «оканчивать».

Çавăн пекех пăхăр:

пĕсмен Пĕсмен çырми пĕсмилле Пĕсрек « пĕт » пĕт-пĕлтĕк пĕт-пĕлтлет пĕт-пĕт пĕт-пĕтĕм пĕтĕ

пĕт
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150