Шырав: пĕтер

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1.
кончать, заканчивать
урока пĕтер — кончить урок
мучи юмахне пĕтерчĕ — дед закончил сказку
2.
завершать, доводить до конца
ĕçе пĕтермесĕр ан кайăр — не уходите, не завершив работы
3.
оканчивать что-л.
выучиваться чему-л.
шкул пĕтер — окончить школу
институт пĕтернĕ çынсем — выпускники института
4.
истреблять, уничтожать
тăшмана пĕтер — уничтожить врага
йĕкехӳресене наркăмăшпа пĕтер — истребить крыс ядом
5.
ликвидировать, устранять
чăрмавсене пĕтер — устранить препятствия
ĕçсĕрлĕхе пĕтер — уничтожить безработицу
6.
губить
убивать

сада пĕтер — губить сад
шанчăка пĕтер — убить надежду
пĕтертĕн эсĕ мана! — погубил ты меня!
ал çитменни пĕтерет — меня губит нехватка времени; в том-то и беда, что времени не хватает
Çынна ĕç мар, хуйхă пĕтерет. — посл. Человека не работа губит, а горе. (соотв. Не годы старят, а горе).
Пĕр пукра пĕтĕм пурана пĕтернĕ. — посл. Один куколь может испортить закром хлеба. (соотв. Паршивая овца все стадо портит).
7.
расходовать, тратить
эсĕ миçе тенкĕ пĕтертĕн? — сколько рублей ты потратил?
бензина пĕтĕмпех пĕтернĕ — израсходован весь запас бензина
8.
изнашивать
çу каçиччен пĕр мăшăр атă пĕтертĕм — за лето я износил пару сапог
9.
вылечивать, излечивать
ӳслĕк пĕтер — вылечить кашель
10.
ругать, пробирать
атте пĕтерет ĕнтĕ мана — мне сильно достанется от отца
11.
донимать, не давать покоя, приставать
ача пĕтерет цирка каясшăн — мальчик донимает просьбами сводить его в цирк
12.
с деепр. др. глагола выступает в роли вспом. глагола
с общим значением завершенности или интенсивности действия:

вуласа пĕтер — дочитать
ĕçлесе пĕтер — закончить работу
итлесе пĕтер — дослушать (до конца)
тем те пĕр каласа пĕтер — наговорить всего (о ругани)
култарса пĕтер — насмешить до слез
пурне те пĕлсе пĕтереймен — всего, что есть на свете, не узнаешь
ăна шанса пĕтерме çук — ему нельзя верить полностью

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

кончить, губить, истребить

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(пэ̆дэр), кончить. N. Çыру пĕтернĕ чух, тĕп кĕнекесем çине: хресченсем çĕр илеççĕ, тесе, çырман. || Прикончить, прихлопнуть, прекратить. Якейк. Вăсам ку ĕçе хопласшăн, пĕтересшĕн. Они хотят потушить дело. N. Эпĕр пурнакан Микула хуçа та начарлана пуçлаþ, ясмăк яшкисем анчах çитарат, ĕçне пĕтерме те шутлат кăçалхи çул. Кан. Аслă сут ачине Шаравтинăв патĕнче усрамалла тăвать. Арăмĕ вилнĕ пирки ĕнепеле кĕлет шырассине пĕтерсе лартать (прекращает). || Истреблять, уничтожать. Ивановка. Халĕ ĕнтĕ вăрмансене пĕтерчĕç, тыр та пулакан пулчĕ. || Погубить. Н. Байгул. Пĕтертĕн эсĕ ман пуçа. Погубил ты меня. N. Вĕсем пире пĕтермесĕр каймаççĕ. || Изругать. КАЯ. Кĕсем тата аттене каласа кăтартсан, атте пĕтерет ĕнтĕ (отец со мною, не знаю, что сделает). ЧС. Аçу пасартан таврăнсан, умма татнăшăн пĕтерет. || Износить. Юрк. † Урам чипер пулсассăн, йĕс таканлă атă тăхăнăтăм; хĕрсем лайăх пулсассăн, хранчус тутăрма пĕтерĕтĕм. Якейк. † Çийăм толли сар кĕрĕк, çия тăхăнса пĕтермесĕр, сар хĕрсенчен уйăрлас марч. N. † Çуна лайăх тиейса, çынтан иртсе чупас мар, çуна тупанне пĕтерес мар. || Издержать, употребить. N. Пылчăкĕсене çуса вунă кĕрепенке супăн пĕтернĕ. || Промотать. Юрк. Чул çурта парсан, вăл ăна та пурĕ-пĕр пĕтерет. || Вылечить. N. Иванпа Якур шатрине пĕтереймерĕм (т. е. не могла вылечить сыпь). || Издеваться, надсмехаться. N. Сайра кăна çыннăн пысăкрах куç пулать те, ăна та пулин ыттисем: лаша куç, тесе, пĕтереç. || N. † Ир те куртăм эп сана, каç та куртăм эп сана, килессу çук эс мана. Мĕшĕн сăмах пĕтертĕн? N. Аппаçăмах çавă пур, çичĕ ютăн ачипе тахçанах сăмах пĕтернĕ. N. Тата савăт хуçисем пĕр канаш пулса хăйсем хунă хакран йӳне сутмалла мар канаш пĕтереççĕ. || Вышить, сшить. N. † Шорă тотăр пĕтертĕм, пăрасни кон çыхас пек. Пазух. Улача кĕпе, йĕтĕн çуха, ан пĕтерсем лутшах, тăхăнаймăп. Бугуль. Французский тутăр (вĕç) пĕтернĕ чух пуçра симĕс тутăр пулминччĕ. Альш. Ватă карчăксем çутăлтарса яраççĕ (форсят в нарядах) çĕнĕ илемлĕ пĕтернĕ сурпансем, илемлĕ пĕтернĕ кĕпесем. IЬ. † Улача чаршав çӳçине шав укапа пĕтернĕ, шурă чаршав çӳçине шурă пурçăнпа пĕтернĕ. Бур. † Шурă шупăр аркине шурă пурçăнпа пĕтернĕ, кăвак шупăр аркине кăвак пурçăнпа пĕтернĕ. N. † Улача кĕпе кам тăхăнмĕ, аркине хăмаçпа пĕтерсен. С. Тим. † Шур тăваткăл тутăр пĕтертĕм, кĕçĕн çăварни кун çыхас пек. Н. Карм. † Ăлăхрăм çӳлĕ ту çине, лартăм шурă чул çине, пурçăн сарă пĕтерме; пурçăн сарă пĕтет пуль, пуçăм сая каять пуль. Якейк. Пыçаххи пĕтерес тени пыçаххи вĕçне çӳçе ярас тени полать. IЬ. Пиртен кĕпе касаççĕ, ĕçлеççĕ, пĕтерсе тăхăнаççĕ. Сред. Юм. Кĕпе пĕтерет-ха ô. Узорчатую рубашку шьет. IЬ. Сорпан пĕтерсе çыхрăм. Сготовил убор и завязал им голову. IЬ. Тотăр-сорпан пĕтерет, припасает вещи, нужные замужним (головной убор). НАК. Кăмăлча илсессĕн кайран, хĕрин ашшĕсем хĕрне валли япаласем пĕтерме таварсем илсе параççĕ. Хĕр вара, япаласем илсе парсассăн, хĕр çумăçсене пухать те, мĕн пур пĕтермелли япалисене пурне те пĕтерттерет. || В качестве вспомог. гл. Изванк. Микул карчăкĕ тата темиçе пинĕ тĕслĕ каласа пĕтерчĕ те, анчах эпĕ унăн сăмахĕсене пĕтĕмпех астуса çитерейместĕп. IЬ. Пĕр çулне пирĕн патра çĕр виçрĕç те, пĕтĕм ял çĕр тавраш туса пĕтерчĕç [все пересовершали (посовершали) «сĕр тавраш»]. М. Сунч. Тата турăш умне тем чухлĕ çурта çутса пĕтернĕччĕ (при изгнании мора). IЬ. Киле ан кĕтĕр тесе (т. е. мур), хапхасене тикĕтпе сĕрсе пĕтеретчĕç. Сёт-к. Утсам панчи ачасань, çурса (= çывăрса) кайсан, орисене салтаç те, çăпата кантрисене тĕвĕллесе пĕтереç вара. Орау. Туса пĕтерсен (савине, по миновании надобности), вуласа пĕтерсен (кĕнекине) кӳрсе пар. Ал. цв. 9. Вăл тумланса çăвăнса пĕтерет те, çак тĕлĕнмелле çĕнĕ ĕçрен ĕнтĕ тĕлĕнмест те. В. С. Разум. КЧП. Ана çинчи çулнă пăрçама уйĕпех çил вĕçтерсе пĕтерчĕ. Кан. Ачана пĕчĕк чухне тем тĕрлĕ кипкесемпе чĕркесе, çыхса пĕтермелле мар. IЬ. Чăвашла кино картин куртăм та, татах курас килсе пĕтерет. Альш. Тутар килне-йышне ырласа пĕтереймес (всячески хвалит татарскую семью): чăваш тутара тус тăвать, хăнана çӳрет. Аттик. Вĕсем тата нумай каласа пĕтереççĕ те, эпĕ анчах вĕсем пек тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлейместĕп. Истор. Хăйне пĕр-пĕр усал ан туччăр, тесе, вĕсене малтан икĕ вут хушшинчен кăларнă, унтан хăйсенĕн кĕлеткисене пуççаптарнă, чĕркуççи çине лартса пĕтернĕ. N. Çапах эпĕ вĕсем каланине малтан пит ĕненсех пĕтермерĕм. N. Çак çурт тавра йывăçсем лартса пĕтерĕр.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

п.п., калаç. Ар вăрлăхне юхтарса кăлар; арлăх ки-ленĕçне туй. Юлашки вăхăтра манпа ăнланмалла мар япаласем пулса иртеççĕ, е ар органĕ тăми пулать, е питĕ хăвăрт пĕтеретĕп. С-х, 2000, 37 /, 4 с. Секс енчен те йĕркеллех... Пĕр кăлтăк çеç пур. Саша пĕтернĕ чухне ытла хытă кăшкăрать. Х-р, 20.09.2003, 13 с.

Çавăн пекех пăхăр:

пĕтевлĕ пĕтем Пĕтемĕш пĕтен « пĕтер » пĕтерехпе пĕтеркеле пĕтермĕш пĕтерсе ил пĕтерсе пар

пĕтер
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org