Шырав: пусăрăнтар

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1.
уплотнять, утаптывать, утрамбовывать
тăпрана таптаса пусăрăнтар — утоптать плотно землю
2.
подавлять, успокаивать
чуна пусăрăнтар — успокоить свою душу
вăл ниепле те çиллине пусăрăнтараймасть — он никак не может подавить свой гнев
3.
укрощать, усмирять

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(-дар), понуд. ф. от гл. пусăрăн. ХЛБ. Хăйăра мĕскер пусăрăнтарать, ун çине çавна тăк (чтобы задержать, не дать лететь и пр., утекать и пр.): тăм, шурлăх юшкăнне, пылчăк, çерем, мĕн пур лепрешкене, пуринчен лайăх шывлă тирĕслĕк. ППТ. Хай Питĕркке, çумăр килсен, çунă чух, çумăра хирĕç çăварне карса тăрса ăшĕ çуннине пусрăнтарасшăн (хочет утолить жажду), тет. N. Хирĕçсе тăракан Филистим халăхне пусăрăнтарнă (усмирил). N. Ĕçес-çиесрен чаруллă пулса çан-çурăма пусăрăнтарас пулать. Чăв. й. пур. 10°. Чĕлхипе те хуйхăлă çынна пусăрăнтарнă (утешал). N. Çанталăк ăшăрах кун, юр йĕпетсĕн, ăна таптаса пусăрăнтарма аван пулать вара.

Çавăн пекех пăхăр:

пусăрăл пусăрăн пусăрăнкă пусăрăнса лар « пусăрăнтар » пусăрăнтару пусăрăнчăк пусăрăнчăклăн пусăран пусăх

пусăрăнтар
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150