Шырав: пыр

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

I.

1. анат.
горло, глотка, гортань
горловой, гортанный
апат пырĕ, йĕпе пыр — анат. пищевод
пыр шăтăкĕ — зев
пыр ыратни (шыçни) — болезнь горла
пыра темскер ларчĕ — в горле что-то застряло
пыр типсе ларчĕ — в горле пересохло
пыр ыратать — у меня болит горло
пыра темскер кăтăклантарать — в горле что-то першит
2. разг.
рот, едок
иждивенец

вĕсен çемйинче тăватă пыр — у них в семье четыре едока
3. разг.
глотка, утроба, желудок
хăй пырĕшĕн анчах тăрăшать — он думает лишь о своем желудке
Аçу-аннӳ сывă чух пыр та тутă, çипуç та питĕ. — посл. Сыт и обут, когда родители живут.
Алă кукри пыр еннелле. — погов. Рука тянет (букв. сгибается) в сторону глотки.
4.
устье
юханшыв пырĕ — устье реки
5. геогр.
пролив
тинĕс пырĕ — морской пролив
Босфор пырĕ — пролив Босфор
6.
залив
Ăтăл пырĕнче — в заливе Волги

йĕс пыр — привередник, привереда в еде
яка пыр — привередник, привереда в еде
çăтăх пыр — обжора
пыр çыххи — завязки, тесемки (у ворота рубашки)
пыр çунать — мне хочется пить
пыр хĕртет — у меня изжога
кăкăр хĕртет — у меня изжога
пыр ярăнать — в горле зудит (примета — к угощению)
II. глаг.

1.
идти, ехать
двигаться

малта пыр — идти впереди
кайра пыр — ехать сзади
колонна варринче пыр — двигаться в середине колонны
пĕрле пыр — идти вместе, сопутствовать
уйрăммăн пыр — идти врозь
çулпа пыр — двигаться по дороге
пĕр йĕрпе пыр — идти след в след
пуйăс хăвăрт пырать — поезд движется быстро
пирĕн патшалăх коммунизм патнелле пыраймарĕ — наша страна не дошла к коммунизму
2.
приходить, подходить, придвигаться
пыр-ха, пулăш! — подойдй-ка, помоги!
вăл сан патна пычĕ-и? — он пришел к тебе?
çул кӳлĕ патнех пырать — дорога подходит к самому озеру
шыв патне ан пыр! — не подходи к воде!
пырса кай — навещать
пырса кĕр —
1) войти, зайти, забрести, наехать, заехать
машина чечек йăранĕ çине пырса кĕчĕ — машина заехала на клумбу
2) появляться, приходить
Укçа мĕнле пырса кĕрет, çаплах тухса каять. — посл. Деньги как приходят, так и уходят.
пырса лар — подойти и сесть
вăхăтра пырса çит — подоспеть вовремя
пырса çӳре — навещать, захаживать, заезжать
пырса тăр — 1) подойти и встать куда-л. 2) часто приходить, посещать
пырса пăх — посмотреть, подойдя близко
3.
идти, длиться, проходить, протекать, продолжаться
вăрçă пырать — идет война
ĕç кал-кал пырать — работа идет дружно, ритмично
тĕрĕслев эрнене пырать — проверка продолжится неделю
кам çинчен сăмах пырать? — о ком идет речь?
пуху ик сехет пычĕ — собрание длилось два часа
4.
хватать, быть достаточным (на какой-л. срок)
апат-çимĕç пĕр уйăха пырать — (запасов) еды хватит на один месяц
ку пушмак нумая пычĕ — эти ботинки носились долго
Шăлтăр-шăлтăр урапа нумая пымасть. — посл. Разбитой телеги не надолго хватит.
5.
идти, исполняться, ставиться, демонстрироваться
кинотеатрта мĕнле фильм пырать? — какой фильм идет в кинотеатре?
6.
подходить, годиться, быть пригодным
пырĕ пире ку та — нам годится и это
7.
идти, быть к лицу
ку костюм сана питĕ пырать — этот костюм тебе очень к лицу
8. фин.
поступать, начисляться (о деньгах)
укçа кассăна пырать — деньги поступают в кассу
унăн пенейĕ пучтăпа пырать — пенсия ему поступает по почте
9.
тянуться
Ыратнă çĕре алă пырать. — посл. Где болит, туда рука тянется (соотв. Где больно, там хвать да хвать).
10. диал.
разводиться, размножаться, плодиться
вĕсен сурăхсем пыми пулнă — у них перестали размножаться овцы
11.
с деепр. др. глагола выступает в роли вспом. глагола
с общим значением постепенности или непрерывности действия:

ăнса пыр — спориться (о работе)

пĕтерсе пыр —
1) продолжать уничтожать, истреблять
2) завершать (напр. работу)

çитсе пыр —
1) догонять, достигать кого-что-л.
2) приближаться (к какому-л. месту)
3) хватать, быть достаточным

çывхарса пыр — приближаться
типсе пыр — высыхать
тулса пыр — наполняться
шуса пыр — подползать
чупса пыр — 1) бежать, двигаться бегом 2) подбежать
тухса пыр — обнаруживаться, выявляться
Вăррăн суйи тухсах пырать. — посл. У вора ложь так и лезет наружу. (соотв. На воре шапка горит).

пырать! — ладно!, сойдет!
пырĕ! — ладно!, сойдет!
чĕре патне пырать — приятно, отрадно
качча пыр — выходить замуж
пуçĕ патне пычĕ — он захмелел

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

I.
горло
пыр иртĕнни — чревоугодие
пыр чирĕ — скарлатина
пырам — прожорливый
пыра йар — проглотить
II.
идти
приходить
приехать

апата пыр — приходить на обед
илсе пыр — приносить
алли пыран айтăрах, ури пыран тапăрах — идемте же, у кого ходят ноги
пырса çӳре — навещать
пырать — удовлетворительно
пырса çапăн — столкнуться

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

горло, глотка. БАБ. Пĕр чиртен чĕрĕлеттĕм, тет те, тепĕр тĕслĕ чирпе чирлеттĕм, тет. Хăш чух пыртан илсе туса чут вилместĕм, тет. Сред. Юм. Пыра ларса вилмеччĕ (подавился бы). Ib. Ачана пыра пôлнă тесе, пĕчик ачасĕм пыр ыратса чирлесен калаççĕ. Альш. Пыра пулчĕ. Горло заболело, распухло (жаба, дифтерит, скарлатина). Юрк. Çиме тытăнсан, пырăма çиме анмас. КС. Пирĕн ача пырсăр пулчĕ-ха. N. Иртĕнсе çинĕ пирки нумайĕшĕ вилĕм тупнă, пырне чаракан кун-çулне малалла тăсать. Бур. Пырна пула выçă вилĕн, теççĕ. Сред. Юм. Пырна пôла пуçна çийĕн. За желудок голову потеряешь. Ib. Пыр ярна пуçларĕ, таçта сăра тôпса ĕçеп ĕнтĕ эп. Бугур. Пыр ярăнсассăн, ĕçсе-çимелле, теççĕ. Якейк. Пыр ярăнчĕ (какие-то резкие звуки в глотке, которые получаются, может быть, от выхода газов из желудка, не отрыжка и не икота). N. Пыр хыççăн ан кайăр, пыра ирĕк ярсан, вăл атте- аннене те суттарать. Собр. Пыр ерĕнсен, сăра ĕçет, тет. С. Дув. Хăйĕн пырĕ кастарать, пур укçине хĕрхенет. Латыш. Епле пыра тăрантас-ши? тесе калать, тет (шаланкă). N. Хăйĕн пĕр пырне те тăрантарса усрайман. Ялан пыр çинчен, çи-пуç çинчен анчах шухăшланă. Т. VI. 13. Кӳршĕрен çавăн пек пыра хыт çиекен çынна (едуна) суйласа илеççĕ. Юрк. Этемĕн пырĕ тутă та, куçĕсем выçă. || Пища. N. † Çак тантăшсем аса пĕр килсессĕн, ларса çиес пырăма çимерĕм. || Назв. части сăрка. Ау 329. Виçĕ хут вăрăм сăрканăн пырĕ ука. || Залив. Сред. Юм. Атăл пырĕ. N. Çĕр чĕтĕренипе тинĕс пырĕнчи пулăсем хула урамне туха-туха ӳкнĕ. Кĕвĕсем. Кăвакал ами пыр урлă, çавăрнасси кӳл урлă; пирĕн тантăш ял урлă, калаçасси çын урлă. Рак. † Кăвакалăн ами пыр урлă (за заливом). ЩС. Пыр, узенький залив, также узенький пролив. || Устье реки. Шел. П. 18. Чăваш хули Шупашкар... ларать Атăл хĕрринче... Кăкшăм çырми пырĕнче. Баран. 161. Атăл пырин хĕвел анăç енче калмăксем пурăнаççĕ. Изамб. Т. Пыр тесе, пĕр çырма тепĕр çырмана тухнă тĕле калаççĕ. Ib. Энтепе çырми пырĕ, назв оврага. || Омут. || Кратер. Орау. Вутлă ту пырĕнчен вĕри чулсем темскерсем тухнă чухне таврари яла пĕтĕмпе кĕл пусать (падает пепел, во время извержения).
итти, ходить. С. Тим. † Пыраттăм, пыраттăм çулпала, вуникĕ кашкăр тĕл пултăм. Чăв. й. пур. Прухха та ун патне пыма пăрахнă вара (ходить перестал к нему). Абыз. Ай ман хыçран такам пырать. СТИК. Çулпа 20 салтак пырат (но: çулпа салтаксем çирĕмĕн пыраççĕ; еще: пӳртрен виçĕ ача сиксе тухрĕç те, сиккелесе выля пуçларĕç). Якейк. Эс пырсан, эп каймалла та, эс пырасса пĕлместĕп. Я поехал бы, но не знаю, согласен ли ты на это. Кан. Пыр та çыпăç ун патне! т. е. он теперь важное лицо. N. Манăн та пырас-и? И мне итти с вами? — Ан пыр (или: пымасан та юрĕ). Юрк. Пырах та, пыр, пырах та, пыр, тенĕрен улпучĕ те: юрĕ, юрĕ, пырăп, пырăп, тет (улпучĕ, пит варлă чĕннĕрен). Ib. Миçе кун пыннине (ехали до города, где сейчас идет беседа), епле çитнине каласа кăтартаççĕ. Ib. Пĕрин аллинче нимĕч чĕлхипе (нимечле. Орау.) çырнă кĕнеке. Пырсан-пырсан, иккĕш те çав кĕнекене вуласа пăхсан, тĕлĕнсе калаçса пыра пуçлаççĕ. Орау. Кĕперпе пынă чухне. Когда я шел (сюда или туда) по мосту. Ib. Тинĕс хĕрринчи ялсене карапсемпе пырса тупăсемпе пере-пере кайнă (или: пыра-пыра персе кайнă). Ib. Пырсан-пырсан, малта таçта хăй çути курна-курна каять. Сёт-к. Самай кĕтӳвĕ тохса кайнă чохне хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм. Ст. Чек. Кăмака умнелле те пыра пуçларĕ (стала стряпать). Т. VII. Çук, çук пымастăп (с тобою). Ib. Ик çын вăрманта пыраççĕ, тет: пĕри кайра, тепри малта, тет. ППТ. Айтăр, эсир пыратра? эпир каятпăр. N. Пырсан-пырсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет (в другом месте: кайсан-кайсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет). Сред. Юм. Пырса та ан шăршлан. И не подходи, все равно не получишь. Регули 1429. Пымассеренех вăл мана паратчĕ. Ib. 309. Эп пыраттăмччĕ те, ерĕçмерĕм. Ib. 137. Вăл пынине пĕлес çок эс. Ib. 84. Вăл пырасса пĕлес çок. Ib. 344. Эп корса, эс пыриччен тытса. Ib. 322. Эп пырсаттăмччĕ он чох, сирĕн никам та, килте çокчĕ. Ib. 593. Пыракан (пырса) онта çынсам темче хут. Ib. 399. Эп онта пырса паян. Абаш. Лаша пит аван пырать. Орау. Лаша тĕпре пит лайăх пырать (идет). Юрк. Пыр — ступай. Ib. Мана çырса ларакан çын кирлĕ, çывăрса ларакан çын кирлĕ мар. Пыр, ман патăмран тух та кай, тет. Хурамал. Пырсан-пырсан, вăл пĕр хулана пырса кĕнĕ. Ib. Пĕри калат: пыр, эсĕ кĕр хĕр илме. N. Пыр-ха çавăнта хăвăртрах, чуп = кай-ха çавăнта хăвăртрах, чуп. Чăв. й. пур. 14. Эсĕ пыр, таврăн киле. Альш. Пыр-ха, ман сумккана исе кил-ха, тет. N. Эсĕ ман патма пыратна? Ты идешь ко мне? (Спросит человек, идущий к себе домой, знакомого, если предполагает, что тот идет к нему. Если повышение голоса не на послелоге, то это значит: «ты придешь ко мне?»). N. Нимĕçсем пирĕн çине çĕрле пычĕç (подошли к нам). N. Ну, тарçăм, виçĕ апатна та эсĕ пĕр тапхăр çирĕн, пыр ĕнтĕ, тула тухса, хытăрах ĕçле, тесе каларĕ, тет. N. Эпир унта ялпа (не ялĕпе) пытамăр. N. Пынă çемĕн пырас килет. N. Пырах сӳреççĕ. Юрк. 18. Пыр халĕ, лешне пĕр савăт илсе кил, кĕрешес уммĕн пăртак ĕçсе пăхам! (эрех илме хушат). Ib. Ку улпучĕ нумай та шухăшласа туса тăмаст: пуçа çăмăл пулат пулсан, пыр халĕ, пĕрер савăтне кӳрсе пар, тет. Кан. Ăна алăран алла çӳретеççĕ, пыни пĕр эрне çитес умĕн, вăл «Капкăн» мунчалах пулса каять вара. N. Тĕтĕм сан çинелле пырать-çке. || Поступать (о деньгах). N. Унтан ку çын патне кашни кун темĕн чухлĕ укçа пыма пуçларĕ, тет. (Из сказки). N. Çырма та ал пымас ман халĕ топă сассипе. || Находиться в том или ином возрасте. Юрк. Асли, ывăл ачам, чупса çӳрекен пулчĕ, 2 çулта та 4 уйăхра пырат. || Годиться. N. Сӳрене тиха пырат. КС. Суха-пуç пымаст (плохо пашет). N. Пыман суха-пуç пек. Беседа. Навус хырма тытăнать, кĕреçи хырнă çĕре пымасть. || Итти замуж. N. Эсĕ мана ху юратса тухса пытăн. Лашм. † Хамăр ялăн ачисем сар ача, ан авланăр — хамăр пырăпăр. ЧП. Хĕр пырать те, хăй илмес. N. Хĕрсем пымĕç (за меня). Пазух. Ют ял ачи куç хĕсет, мана пырать, тет, пулĕ; пымăп çавă эп сана, манăн савни ялта пур. ТХКА. 87. Наçтаç аки пур, суя ятне илтес çукчĕ, пырап тени хупларĕ. || Лезть. К.-Кушки. Кушак çурисем амăш патне пĕр-пĕринчен ăмăртмалла пыраççĕ. Котята наперерыв лезут к матери. Орау. Выльăхсем епле те пулсан шыв хĕрнеллех пырасшăн. Скотина лезет к воде. || Сопровождать. Бес. чув. 10. Хăш чух тата çынсен мулла хыççăн «эллах – эк-пер, эллах — эк-пер», тесе пынă сасă илтĕнкеленĕ.|| Размножаться; водиться. Орау. Хурăн хуллипе выльăха çаптарма хушмаççĕ; выльăх пымаçть, тиççĕ. Выльăх пыманни (ĕрчеменни) кил вырăнĕнчен те килет, тиççĕ. Ib. Вăсен выльăх пымаçть. Альш. Кил-çурта чавка илешсен, выльăх чĕрлĕх пырать, теççĕ. ЧС. Аттепе пĕр тăван пиче уйăрăлнăранпа пирĕн лаша пыми пулчĕ (не стали водиться лошади, падали). || Существовать, длиться, продолжаться. N. Вĕсен тĕрлĕ кирлĕ мар йăлисем халичченех пыраççĕ. ЧС. Çын çилли çакăнсан, тепĕр тавлăксăр каймасть, хăш-хăш чух виçĕ тавлăка та пырать, теççĕ. Кан. Çунасси вăтамран 80 минута пырать. Вопр. Смоленск. Уçă, çăмăл, нӳрлĕ çил вĕрсессĕн, йĕпе вăрăма пырать. Чума. Хăсса чарăнсанах, çын çăмăланнă пек пулать, анчах нумая пымасть. || Баран. 40. Хуппи (деревьев) мăкланса каять, вĕсем çинче курăк ӳсе пуçлать, çапах та йывăç кĕлетки нумайччен пырать. N. Халь пурнăç пырать. || Доставать, хватать. Изамб. Т. Пĕрре илсен, ун темиçе çула пырат. N. Çирĕп тусан, нумая пырать (надолго хватит). N. † Çаккăнта ĕçни-çини атте-анне çуртне пыминччĕ, çамрăк пуçа хĕсӳ килминччĕ. Ib. Ку укçа нуммая пымас (çитмес). N. Паян тытни (рыба) пырсан пĕр çур çула пырĕ, малашне мĕн тăвăпăр? Т. IV. Эрне кун çĕнĕ çăпата сырсан, çăпата пĕр эрнене анчах пырат, теççĕ. || Стоить, значить. N. Ах, ырă çыннăм, эсĕ апла калатăн, пирĕншен пыр иртни те тем пыратьçке. Кан. Ларса юлни пырах та пырать те, тульккĕш вăл чăвашсемпе калаçма пĕлмест... || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Ой-к. Сенре (= сентере) тăрăнчен шуçса пынă чух (при передвижении) алла темĕскер перĕнчĕ те, тӳнчĕ карĕ. СТИК. Тарса пынă чухне ярса илчĕç. Ib. Чупса пынă чух такăнтăм ӳкрĕм. Ib. Тарса пынă çĕртен тытнă (указывается на то, при каких именно обстоятельствах пойман). Ib. Тарса пынă çĕрте çăкăнса (= тирĕнсе, тăрăнса) аннă. Ib. Чупса пынă чухне такăнтăм та, лач! ӳкрĕм. Бес. чув. 5. Ăна пурăнăç хăех вĕрентнĕ; мĕн тăвассине, мĕнле пурăнассине пурнăç хăех кăтартса пынă. Изамб. Т. Ул хăй хытă килет, хăнчен вут тăкăнса пырат (огненное явление). Альш. † Эпир кайса пыратпăр, курса юлăр куç тулли. Н. Якушк. † Сирĕн савнă тăванăр кайса пырат, пит инçе кайиччен курса юлăр. Букв. 1908. Шывĕ тăп-тăрă пулнă. Хурсен урисем курăнса пынă. 1904. Çапла чупса пынă çемĕн эпĕ хам умра мĕн пуррине курман та, шыв лупашкине лап! кĕтĕм ӳкрĕм. Регули 9. Вире (в гору, в знач. возраста) пырать, ватăла пырать. N. Вилнĕ çынна пытарсан, пӳрт урайне, сакăсене алăк патĕнчен пуçласа тĕпелелле çуса пыраççĕ. Кожар. Эпир вăрласа кайман ăна, пирĕн пичей вăрласа пынă (украл) ăна, калама килтĕмĕр, тенĕ. N. Ун та вăл териех сарлака юхмас (вода), навуспалан пĕвелесе пынă ике енчен те (запружено). N. Шыв тумламне яка çĕрте пӳрнепе ăçталла илсе пыран, çавăнта пырать. О земл. Çав майпах çĕр ĕçĕ те ăстаран ăстана кайса пырать (все улучшается). N. Акă çуркунне сывăхарса пырать (приближается). N. Вĕсем тухни виçе уйăх иртсе пынă, анчах ниăçта та пĕр çĕр татăкĕ те çук. Пазух. Эпирех те кунтан кайса пырсан, шăпăртатса юхĕç куççульсем. Ир. Сывл. 26. Ытарма май çук кунсем таçта юлса пыраççĕ. Ib. Пĕчĕкçеççĕ кимĕсем... юлса пыраç пирĕнтен. Юрк. † Каяс вăхăтăм çитсе пырать (приближается). Ib. † Урампа маюр иртсе пырат (проходит), çта пырассине пĕлмес. N. Кайран, пурна-киле, çав Çумак шурĕнчи çĕр типсе пынă (высыхало). Торган. Рамри юр кайсах пырать (снег сходит), шывĕ те вăйлăланса пырать. Орау. Ачасем ӳссе пынă çемĕнĕн пурнăç каялла каять. (Напис. в 1907 г.). Б. Олг. Эс ман патра порăн, ойăхне виç тенкĕ тӳлесе пырăп; ман патра ан (= авăн) çапса порăн, ан пĕтериччен, виç тенкĕ хоратăп сана хак. Хурамал. Вăл салтак мĕн пур тупнă укçине ялан ĕçсе пĕтерсе пынă, тет. ЧС. Хай пирĕн тете кунсерен йывăрланса пычĕ... (все более и более расхварывался).

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

барырга (идти)
тамак, бугаз (горло)

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

[pyr]
iri, veturi, moviĝi
малта пыр — antaŭiri
кайра пыр — postiri
çулпа пыр — iri laŭvoje
ĕç пырать — la laboro iras
ăнса пыр — iri sukcese, bone

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

«горло», «гортань»; «глотка»; др. тюрк. богуз, АФТ бугуз, азерб., туркм., тур., башк. богаз, ног., тат. бугаз, узб. буғиз «горло». Чув. пыр первоначально, по-видимому, имело форму пăвăр > пур > пырг ~ вз ~ р.
1. «идти», «ехать»; 2. «длиться», «продолжаться»; АФТ вар «идти»; тур. вар «приходить», «прибывать», «доходить»; «отправляться»; кочая вар «выходить замуж»; уйг., туркм., кирг., казах., к. калп., ног., башк., тат. бар «идти», «ехать», «продолжаться»; узб. бор, алт. В, хак., желт. уйг. пар тоже.

Çавăн пекех пăхăр:

пымак пымаклă пынька пынькала « пыр » пыр çырли пыр карланки пыр корăкĕ пыр тăрантар пыр тĕп

пыр
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ, Еçхĕл
 
Фонетика
3 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150