Шырав: сăвă

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

I.

1.
стих, стихотворение
стиховой
стихотворный

прозăллă сăвă — стихи в прозе
Çеçпĕл сăввисем — стихотворения Сеспеля
сăвă виçи — размер стиха, стихотворный размер
сăвă йĕрки — стихотворная строка
сăвă кĕнеки — книга стихов
сăвă ярăмĕ — цикл стихотворений
сăвă çырас сăвă ĕç — стихосложение
сăвă чĕлхи — стиховая речь
сăвă çыр — писать стихи
сăвă пăхмасăр калама вĕрен — заучивать стихи наизусть
2.
стих, четверостишие
куплет

сакăр сăвăллă баллада — баллада из восьми стихов
3.
текст песни
частушка и частушки
песенный
сăвă кала — 1) читать стихи 2) петь частушки
сăвăсăр юрă — песня без слов
ку поэт сăввисемпе нумай юрă хывнă — на слова этого поэта сложено много песен
4. диал.
мелодия, напев
юрă сăвви — мелодия песни
пире аппа сăй тăвать пирĕн сăвва илтесшĕн — фольк. нас потчует сестрица, желая услышать наши напевы
6. уст.
сăвă — особый жанр детских шуточных песен
II.

уст.
мера длины в 10 саженей

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

I.
напев
II.
десять сажень (длина)

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(сŏвŏ), здоровый.
(сы̆вы̆), песня, песенные слова. М. Сунч. Вара хăшĕ-хăшĕ ташлаççĕ, хăшĕ-хăшĕ алă çупса сăвăсем каласа тăраççĕ. Тюрл. Сăвăллă йорла-ха (со словами). ТХКА 94. Эпĕ сăввине пĕлмен чух, çеммине (мелодия, мотив) ярăнтарса юрлатăп. Якейк. Сăвăсене поринчен ытла хĕр-ачасам йорлаççĕ улахсенче, çулла, хурсам пăхнă чух, сорăхсам панче, тата ытти çĕрте те. Сăвă; вăл туй йорри мар, çăварш йорри, салтак, ĕçкĕ йорри мар, ăна ахаль йорă теме йорать. Сăвăра ăнланмалла мар сăмахсам нумай. Сред. Юм. Сăвă; йорланă чôхне каласа йорлакан сăмахсĕне сăвă теççĕ. || Особые песни. N. сăвă. Мулахай, мулахай, мулахай мана сурăх пач. Сурăхне Атăла ятăм та, Атăл ман пулă пач(ĕ). Пуллине хурана ятăм та, хуран мана çу пач(ĕ). Çуне çурта çутрăм та, çанталăк та çуталчĕ. Выртан каска хусканчĕ, ларакан йăвăç хумханчĕ. Çĕтĕк-çатăк тимĕрçи сиксе çапать тимĕрне. Ib. Утрăм, утрăм, умма тупрăм, уммине анчăка патăм, Анчăк мана пушă пач(ĕ). Пушипе çĕре çапрăм та, çĕр мана курăк пач(ĕ). Курăкне ĕнене патăм та, ĕне мана сĕт пач(ĕ). Сĕтĕкине чăпăка (курочке) патăм, чăпăка мана матяка пач(ĕ). Матякине учаха (= вучаха) ятăм: шат! терĕ, пат! терĕ, Патăр ялне кĕрех карĕ. Ib. Мулчи, мулчи мулахай, мăн мулахай — сулахай. Çӳлте çăлтăр шуçланки, ула кайăк уттипе, симĕс кайăк сиккипе. || Стихи. N. Хĕл каçиччен эпĕ чăвашла тата пĕр тăватă пилĕк сăвă çырнă. || Мелодия песни. Альш. Елшелĕнче чăн тытăнса каланă чух икĕ сăвва килтерсе (на 2 напева?) каланине илтнĕ эпĕ. Ib. Тата эпĕ: „Пӳркелĕнче (Елшелĕнчен пĕр ултă-çичĕ çухрăм) кĕвве вуникĕ сăвва (вуникĕ тĕслĕ юрласа) кӳрсе калаççĕ“ тенине илтнĕччĕ. Турх. † Тăрин çинçе сасси пит хурлăхлă, мĕн сăвăпа юрлани илтĕнмест. N. Кĕвĕ сăввисем, юрă сăввисем. С. Айб. Хрутун, купăса алла илсен, пĕрре сĕрсе ячĕ, тет те, темиçе тĕрлĕ сăвă сассисем (гармоничные звуки) янăраса кайрĕç, тет. Тим. † Юрăра тĕрлĕ сăвă пур, сăвăра тĕрлĕ сăмах пур. Ячейк. Пире апи ĕçтерет, пирĕн сăвва илтесшĕн. Дик. леб. З8. Кăмрăк тăвакансем те ĕлĕкхи пекех юрлаççĕ; ача чух эпир çав юрă сăввипех ташлаттăмăр. Кĕвĕсем. Эй шупчăк, сарă шупчăк! Юррушĕн çеç юратмастăп эп сана: сăввушĕн те, кăмăлушĕн те юратап.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

шигырь

Çавăн пекех пăхăр:

ряска с с-с-с! сăв « сăвă » сăвă кала сăвă-тĕвĕ сăвă-юрă сăвăç сăвăçă

сăвă
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org