Шырав: сурăх

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

овца
овечий
ăратлă сурăх — породистая овца
вĕтĕ çăмлă сурăх — тонкорунная овца
сурăх ашĕ — баранина
сурăх карти — овчарня, кошара
сурăх кĕтĕвĕ — стадо овец, отара
сурăх путекки — ягненок
сурăх çăмĕ — овечья шерсть
сурăх тирĕ — овчина
сурăх ферми — овцеводческая ферма
сурăх ĕрчетекен совхоз — овцеводческий совхоз
Сурăх ылханĕ кашкăра çитмест, теççĕ. — посл. Овечье проклятие на волка не действует.
Суккăр сурăх тĕкме витĕр тĕкет. (Ăса).— загадка Слепая овца бодается сквозь изгородь. (Ткацкий челнок).

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

овца
сурăх тирĕ — овечья шкура
сурăх пек кăшкăр — наблеять
сурăх-ури — святки
сурăх ури тытни — "ловля овец за ноги", в сильвестрову ночь парни и девушки идут в овчарню, там они ловят в темноте овец за ноги. Тогда зажигается свеча. У кого черная овечка, получает в невесты брюнетку; у кого белая, получает блондинку.
пĕр кĕтӳ сурăх — стадо овец
лайăх сурăх тирĕ — хорошая овечья шкура

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сорăх (суры̆х, соры̆х), овца. Шурăм-п. Ачасем сурăхсампа (çитерме) çӳреççĕ. Т. Гриюрьева. Сурăх ылханни кашкăра çитмес, теççĕ. (Послов.). Тюрл. Çĕр çинче сорăхран пуян çок. Сред. Юм. Çĕн-çол çĕрĕ хĕрсĕм сорăх тытаççĕ те, кантра çыхса яраççĕ, вара ирхĕне тохса пăхаççĕ: шор сорăха тытсан — илемлĕ сарă çынна каять, тет, хорине тытсан — хора çынна, хошка пуçлине тытсан — кокша çынна каять, тет. Ib. Самăр сурăхăн пӳтекки те самăр пулать, тесе, пуян çынсĕн ачипчи те пуян пулать, улпутсĕн ачипчи те улпут пулать, тесе калассине калаççĕ. Ib. Сурăх ылханĕ кашкăра çитмест, тесе, начар, чухăн çынсĕм пуян, вăйлă, аслă çынсĕне нимĕн те тăваймаççĕ, тесе калассине калаççĕ. Орау. Сурăхсен çилли те хăпман-ха, час пăрулас çук. Вомбу-к. Сурăх яла кĕрсен, ĕç ĕнмест (= ăнмасть). Бур. Хĕрхиçĕ (имя, с афф. З л.?) сурăх пуç-ури вĕтет (палит голову и ноги), тет. N. Сурăх пуçĕ (ругань).

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

сарык, куй

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

«овца»; тат. сарык, башк. hapык «овца». Относительно этимологии этого слова у А. М. Щербака читаем: „Следует обратить внимание на значительное фонетическое сходство всех приведенных вариантов рассматриваемого слова с русским ярка. В этой связи показательно наименование словом сарык в казахском, каракалпакском и татарском языках овцы без курдюка, овцы русской породы“ (ИРЛТЯ 111). Сомнительно.

Çавăн пекех пăхăр:

сурă сурăм Сурăм киремечĕ сурăм шан « сурăх » сурăх ашĕ сурăх кĕтӳ Сурăх каççи сурăх карти сурăх пăх мăйри

сурăх
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org