Шырав: сысна

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

I.

1.
свинья
свиной
ăратлă сысна — породистая свинья
кастарнă сысна — холощеный боров
хир сысни — кабан, дикая свинья
сысна ами свиноматка
сысна аçи — хряк, боров
сысна çури — поросенок
сысна ашĕ — свинина
сысна вити — свинарник
сысна пăхакан свинарь
сысна сали — свиное сало
сысна çăвĕ — 1) свиной жир (топленый) 2) свиное сало
сысна ферми — свиноферма
сысна самăртакан комплекс — свинооткормочный комплекс
сысна вĕт — палить тушу свиньи
Хура сысна тӳрчĕ шăтăк. (Лаç). — загадка У черной свиньи спина дырявая. (Летняя кухня).
2. перен. прост.
свинья, негодяй
II.

1.
бревенчатый фронтон
пӳрте сыснапа тăрланă фронтон — избы забран бревнами
2.
дымоход (горизонтальный)
боров обл.

сысна курăкĕбот. 1) подорожник 2) название мелколиственной травы, растущей на улицах
сысна кăнтăрли — время между завтраком и обедом

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

свинья
сысна аçи — боров
сысна çури — поросенок
тинĕс сысни — дельфин
сысна ашĕ — свинина
сыснана сурăх тăваймăн — свинью не сделаешь овцой
сысна кĕтӳçи — свинопас
сысна пек — по-свински
вăл сысна пек турĕ — он поступил по-свински

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

свинья. ЧП. Сысна тесен, шăрчĕ çук, этем тесен, сăнĕ çук. Ходар. Сыснаран усалсем, киремет таврашĕсем пит хăрат, теççĕ. Ib. Вăлсем ак ĕненеççĕ тата: киремете чĕрĕллех хура сысна çури кайса çаксан, киремет çав вырăнтан тарат, теççĕ. N. Пуян, ула сыснине пӳрт шулап(ĕ) çинче чиксе, хăçан тĕнĕ витĕр пăхса çийĕ, çавăн чухне унăн хĕрĕ сывалтăр. (Слова, произнесенные на дереве киремети одной из колдуний, испортивших дочь богача. Заклинание). Букв. Сысна хырăмне ыраш пăсмасть. Чăвашсем 10. Пурăнан ĕмĕрте сыснана та йысна тесе калан. (Стар. поговорка). Хурамал. Сысна пек пĕкĕрĕлсе çӳрет. ФТТ. Çуркунне сысна çурисем кăçкăрсан, часах сивĕ пулать. Юрк. Сыснапа чăвашсем турра кĕлтуман. Вĕсем ăна юратман. Çав пиркепе чăвашсем сыснасене усраман, вĕсенĕн ашне те çимен. Сысна темĕн-те-пĕр çиет, таса выльăх мар, тенĕ. Ст. Шаймурз. Тĕлĕкре сысна курсассăн, начелник килессе пулат, тет. (Стар. поговорка). || Особый способ забирать чело здания бревнами. Чертаг. Сыснапа тăрланă, забрали фронтон избы бревнами. Ib. Сыснапа хăпартнă, забрали бревнами. Орау. Сысна — бревна, коими забран фронтон клети. ЩС. Сысна — доски (бревна), которыми забрана стенка с волоковым окошком. Якейк. Сысна вăл кĕлет хĕрĕнче полать, он çине кĕлет пăрăс хораççĕ. Изамб. Т. Кивĕрех пӳртсен хайчă вырăнне çурмаран çурнă сысна пулат. Ib. Пурана улăхтарса пĕтерсен, икĕ пуçне пĕрер сысна хураççĕ те, ун çине хайчă тăхăнтараççĕ. || Кусок твердого дерева или железа, на котором лежит ось вала у водяной мельницы. (Названия остальных частей механизма те же, что и у ручной и ветряной мельницы). Шевле. См. арман. || Боров, дымволок (лежачая дымовая труба на подволоке). Трхбл. Кăмака мăрйине мачча çинчен пӳрт тăррине тӳрех кăларма юраласан, ăна пĕр аяккинерех сысна туса пăрса яраççĕ. Вара çав вырăнтан тин çӳлелле яраççĕ.
(?), lignum durum aut ferrum, cui incumbit axis cylindri lignei, qui rota aquaria versatur, свинья, т. е. кусок твердого дерева или железа, на котором лежит ось вала вод. мельницы. Шевле.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

дуңгыз

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

«свинья». Неизвестного происхождения; родственнее слова имеются в мар. сасна, сӧсна, сисна, в венг. gyisnо, disznó, но лингвисты в своих исследованиях по этим языкам признают их заимствованным из чув. языка (Rӓsӓnen TLT 199-200; Gombocz. BTLU 18, 69, 170); ср. хак. сосха, башк. суска, уйг. чочка, тат. чучкаана (?).

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

свинья — sus [мăшăр чернеллисен йышши кавлемен чĕрчун]; пĕчĕкçĕ сысна карликовая свинья — sus salvanius; пысăк вăрман сысни большая лесная свинья — hylochoerus meinertzhageni; сухаллă сысна бородатая свинья — sus barbatus; хир сысни (кабан) кабан (вепрь, дикая свинья) — sus scrofa; шĕпĕнлĕ сысна бородавочник — phacochoerus aethiopicus; юханшыв сысни речная свинья (кистеухая свинья) — potamochoerus porcus; яппун сысни японская свинья — sus verrucosus

Çавăн пекех пăхăр:

сыскăлтăк сыскăлчăк сыскăрт сысмалăх « сысна » сысна çарăкĕ сысна çу сысна çури сысна аçи сысна аскариди

сысна
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
5 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org