Шырав: тӳпе

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1.
вершина
сăрт тӳпи — вершина холма
2.
крыша
пӳрт тӳпи — крыша дома
3.
свод, потолок
верх

блиндаж тӳпи — верх блиндажа
кăмака тӳпи — свод печи
çăвар тӳпи — небо
4.
макушка
темя

пуç тӳпи — темя
ура тупанĕнчен пуç тӳпине çитиччен пăх — оглядеть кого-л. с ног до головы
5.
верх (шапки), тулья
шлепке тӳпи — тулья шляпы
6.
верхняя балка (соединяющая стропила)
тӳпе хăрнă — верхняя балка подгнила
7.
небо, небосвод
сенкер тӳпе — голубое небо
тӳпере пĕр пĕлĕт те çук — на небе ни облачка
8.
зенит
хĕвел тӳпере — солнце находится в зените
9. перен.
зенит, совершенство
ăсталăх тӳпи — высшая ступень мастерства

тӳпи шăтăк — недотепа, придурковатый
II.

1.
доля, пай
ку манăн тӳпе — это моя доля
топливăра газ тӳпи ӳссе пырать — доля газа в топливном балансе возрастает
2.
паек
çăкăр тӳпи — хлебный паек
3. перен.
удел, участь, судьба
йывăр тӳпе — тяжелый удел
4. уст.
часть деревни, околоток

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(тӳбэ, Пшкрт: тӧβӓ), вершина холма, бугор; возвышенность. ТХКА 114. Тусем тӳпинче шап-шурă юр. ГТТ. Тупе, холм с очень пологим склоном. Пшкрт. Вăл тухри тӧпинче тотар ханьă порăннă. Торп-к. Уйăн тӳпинче тăр, ялăн варринче пул. Эпир çур. çĕршыв 21. Уй тӳпинче, усрав вăрман çумĕнче Ванюшкасси ларать. N. Пушă хирти тӳпене илме сана халăхсен канашне хутăм. Б. Чурашево. Пĕр çухăрм чупсан, эпир уй тӳпине хăпартăмăр. Бреняш. учит. Ялта ял варинче тăр, уйра уй тӳпинче тăр. (Наставление старших при женитьбе). N. Палтайран тухсан, мăн çул татах уй тӳпинелле хăпарать. || Крыша строения. Зап. ВНО. Кĕлет тӳпи, пӳрт тӳли. Альш. Кĕлет тӳпине сирчĕç те, мана вĕренпе çыхса кĕлете антарса ячеç. Ib. Унтан пĕринне пăлтăрĕ тӳпине хыпнă, тет; ăна та час сӳнтернĕ (потолок или крыша). В. Тим. Ĕни витере, хӳри тӳпере. (Кăмака). Янорс. Эп пĕр çурт тӳпине васкаса хăпарса пăхрăм. || Потолок. || Свод печки. || Темя. Зап. ВНО. Пуç тӳпи. || Верхушка шапки. Ст. Шаймурз. † Кримски çĕлĕк, плис тӳпе. || Зенит. Персирл. Хĕвел тӳпеях çитет (поднимается почти в зенит). Сунч. † Çичĕ çăлтăрсем çитнĕ тӳпене, тăрсамăр-и çак ялăн ачисем. Султангул. † Чăн тӳпере çичĕ çăлтăр, çичĕ çăлтăр варринче çутă çăлтăр. N. Чи тӳпере çич çăлтăр, çиччĕ çавăрса каласан, сăвап пулать, тет. || Кр. Чет. Уйăх тӳпи, кульмин. точка (что это значит?).
доля, пай, часть. N. Уйăрăлсассăн, çак япалана сана тӳпе тăвас полать. N. Хам тӳпене илес ман. НАК. Эпир ăна сирĕн тӳпене те патăмăр. N. Вутă 4-шар чалăш турăмăр тӳпе пуçне. N. Тепĕр телянккă пор та, он çине те ерес, тит, тӳпипех. N. Халь киле каякансене виç тӳперен пĕр тупине тӳлеттереççĕ. Кан. Ывăл пултăр килĕнчен ача тӳпи, тата хăй тӳпи çурт шыраса халăх сутне парать (подает). Регули 1035. Тăват тӳперен ик тӳпи мана тиврĕ. В. Олг. Виç тӳперен çол, из третьей части косить. N. Çумри телей ертнипе ют ялта та пур тӳпе. СПВВ. Тӳпе = пай: çын тӳпине кĕреймен халь вăл. Изванк. Çав чĕрессенчен: пĕр чĕрессине упăшки валли, тепĕрне арăмĕ валли, виççĕмĕшне ача-пăча тупи теççĕ. Панклеи. Уйăракан пĕтĕм ачана (всех ребят) ик тӳпене уйăрать. Кан. Тивĕш ялĕнче вăрмана валеçнĕ хыççăн пĕр тӳпе ытлашши пулнă. N. Она атей сотнă чох каларĕ: пĕр ят тӳпи сана, терĕ. N. Пирĕн çаран е вăрман уйăрнă чух вунă ятпа пĕр тӳпе тăваççĕ. || Раз. N. Мантан икĕ тӳпе лайăх. Лучше меня два раза. || То, что причитается. N. Тата пособи укçи мĕн пурĕ виçĕ уйăх тӳпи 14 т. 70 п. и илтĕм. || Колос? Хурамал. Тӳпе тутлăхне туса пар. || Околоток, часть деревни. Сред. Юм. Пĕр тӳпе, çынни = пĕр кас çынни (живут не вдали). Тюрл. Пирĕн ялта олтă тӳпе; анат картиш тупи, йăлăм тӳпи и т. д. (деление деревни для удобства решения мирских дел). Янтик. Ялсенче халăхпа уйăрмалла япаласене малтан тӳпене уйраççĕ. Тӳпе тесе пĕр-ик уйăрнă кил ушкăнне калаççĕ: пĕр тӳпере аллă кил пулсан, вара ытти тӳпесенче те 50 кил. Хăш чухне халăх эреххи пулать, ун чух вара кашни тӳпене икшер четвĕрт-и, виçшер-и уйраççĕ те, кашни тӳпери çынсем пĕрле пухăнса ĕçеççĕ.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

түбә (небо)
өлеш (доля)

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

1. «небо», «зенит»; 2. «вершина», «верхушка»; «возвышение»; пуç тӳпи «темя»; др. тюрк. тӧпӓ «верхушка», «верх»; МК, Зол. бл. тӧбӧ, тӧбу «вершина горы»; АФТ, азерб. тӓпӓ, тур. тепе, уйг. тӧпә, узб. тепа, кирг., ойр., к. калп., казах., ног. тӧбе, карач. теппе, тат., башк. тӳбә, туркм. депе, кумык. тёбе «холм», «бугор», «пригорок»; «вершина», «макушка»; «темя»; тат., баш. тӳбәсе, тур. башын тепеси, узб. бош тепаси и т. д. «темя»; ср. перс. (тӓпе); вероятно, из тюрк. яз.
1. «доля», «пай», «часть»; 2. «часть деревни, находящаяся на возвышенном месте»; башк. тӳбә уст. «род»; позднее «территория, занимаемая отдельным родом»; тат. тӧбәк уст. «участок», «район». Существуют топонимические названия с тепе во второй части: Актюбинск = «город, расположенный на ак тӳбе, т. е. на белом холме»; в Туркмении: Теок-тепе, Алтын-тепеЖангиз ТӧбеКзыл-Тепе и т. д.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

пай. Юлташĕсем иккĕшех тепĕрин тӳпине те (пайне те) вырас тесе хытăрах ĕçлеме канаш тунă [Поучения 1904:16].

Çавăн пекех пăхăр:

тӳпĕксӳ тӳпĕлтĕк тӳпĕлтет тӳпĕлтеттер « тӳпе » Тӳпе çĕр тӳпе кашта тӳпе хăми тӳпе шăхран тӳпе шулап

тӳпе
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
4 саспалли
 
Семçе сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org