сĕлтĕ - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(сэ̆лдэ̆), щелок. СПВВ. ЕХ. Сĕлтĕ = кĕл тăрри. Рак. Пуçа мунчара сĕлтĕпе çусан, пуçри лĕкĕ пĕтĕмпех тухса ӳкет. N. Пӳрте, пăлтăра, сахалтан та эрнере пĕрре, вĕри сĕлтĕпе çăвас пулать. Собрн. по мед. Выртса пурăнакан тумтирсене те вĕри сĕлтĕпе çуса тасатмалла. Календ. 1907. Çиелтен шурă, таса пире сĕлтĕ çинче çуса хурас пулать. Ib. Чирлĕ çын тумтирне уйрăм тытас пулать. Çума сĕлтĕпе çăвас пулать. О земл. Кĕл витĕр вĕри шыв ярсан, вăл поташ сĕлтĕ пулса анать.