тирек - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(тирэк), осокорь (назв, дерева). Баран. 91. Тирексем, юманçем, çăкасем... ӳссе лараççĕ. ЩС. Тирек, осокорь. || Тополь. Череп., Н. Седяк. N. Урмак-Маки купа ăшĕнчен епле те пулса тухат та, аякка кайса: мĕн пулĕ, тесе, пĕр çӳлĕ тирек çине улăхса ларат. СПВВ. ПВ. Тирек или тар-йывăççи, тополь. Тим. † Çул хĕрринчи тирексем туратланса лараççĕ. Хурамал. † Çӳлĕ тусем çинче тирек çук. Альш. † Шурă Атăл хĕрринче шурă тирек: суйла-суйла касмашкăи хушаççĕ. Макс. Чăв. К. I, 71. Алăк умĕнче тирек пур, утсем кăкарма турат пур. Тайба-Т. † Атăл урлă каçма перевус çук (у курм. чув.— каçă çок); каçсан (когда переедешь), ниçта ларма тирек çук.