тăваткал - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(ты̆ваткал), четыреугольный, квадратный. Ёрдово. † Тăваткал çытар тĕрлĕ пит, сарса ан хорăр — лармастăп. Тюрл. † Тăваткал çаран тват çаран, çăлассинчен пухасси. Пазух. Тăваткал çерем çĕр-çырли, çырли нумай, çĕр сахал. ЧП. Тăп-тăваткал. N. Тваткал куçлă, клетчатый. || Квадратная или четыреугольная площадь. N. Урам тăваткалĕ, площадь. N. Эпĕр тăракан вырăн 8 çухрăм тăваткалĕ, лупам вырăн, питĕ тӳрем. Ходар. Пĕремĕкне çуррине пиччене пачĕ, çуррине çул тăваткалне, куçсем кайма, еçсе пăрахтарчĕ. Пăрахнă чухне ак çапла каласа пăрахаççĕ: ырă урапа çуна йĕрĕ, çак куç ăçтан килнĕ, çавăнта еçсе пар, тет. (Из обряда „куç чĕлхи вĕртерни“ во время „шатра“). N. Акă ял варринче, пĕр пĕчĕк тăваткалта, шкул çурчĕ... пысăккăн курăнса ларать. || Мера земли. Магн. М. 44. || Особая кладка снопов, когда ставят верхушками вместе с четырех сторон по одному или по два снопа, наверху один сноп (входит 15—20 снопов). Чертаг. || Назв. особого платка, размером 21/2 четверти в длину, 2 четверти в ширину. Атмал-к. N. Тăваткала, хĕр кĕрӳ килне кĕрсен, пуç сырас умĕн, пуçне витсе тăнă. Уна кĕçĕн-кĕрӳ ташласа илнĕ. Уна вара кĕрӳшĕ сылтăм алăн кача-пӳрнине çакса çӳренĕ. Тăваткал пӳркенсе тăнă чух хĕр аллисене чăмăртаса сăмса патĕнче тытса тăнă. || Назв. растения (козловка). Абыз. КС. Тăваткал, иначе: кашличĕ, граненый ствол, едят.