харкам хăй - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
каждый. Альш. Пурте харкам хăй енчи тумтирĕпе, харкам хăй енчи чĕлхипе калаçать. Перев. Мĕн кирлĕмаришĕн тавлашатăр: эсир пурсăр та мана кирлĕ, пурсăр та харкам хăй ĕçĕнче, терĕ, тет. N. Харкам хăйĕн хăй çĕклемĕ пур. Изамб. Т. Харкам хăйĕн хаклă. СПВВ. Харкам хăй, вместо харпăр хăй. О земл. Харкам хăй ăна пурте пĕлет. Каждый знает это. Юрк. Шкулăра вĕренсе пурăнакан ачасем каçхине харкам хăй вырăнĕнче мăкăр-мăкăр туса шавласа кĕнекесем вуласа лараççĕ. Ау 127°. Апат туса тăрансан, кусем харкам хăй пĕрер тĕме выртаççĕ, тет. СПВВ. ЕС. Харкам хăйин = харпăр хăйин.