хирĕç - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
противиться, артачиться, перечить. Шел. II. 63. Япалисене сутас мар тесе, ашши тем пекех хирĕçет (страшно противится продаже вещей): N. Кам вĕсене хирĕçет, çав пире те хирĕçет. || Расстраиваться. N. Манăн пĕтĕм ăшчик хирĕçнĕ. У меня все нутро ходит. Завражн. Варă-хырăмсем йăлтах хирĕçсе карĕç. N. Нумай çисессĕн, вар та хирĕçет ( = ыратать, хырăмра кĕрлет). || Ссориться, вздорить, жить в ссоре, испортиться, не ладиться, стать неудачным. N. Çеме хирĕçсе кайсан, пурăнăç хирĕçсе кайрĕ. N. Выльăх хирĕçет, этем те çиленет. Сред. Юм. Порнăç пĕр хирĕçме пуçласан, хирĕçетех о: пĕлтĕр ини вилчĕ, кăçал каллах лаши вилсе кайрĕ. КС. Пурăнăç хирĕçсе пырать, не ладится жизнь. Ib. Паян ман ахаль (ни с того, ни с сего) ĕç хирĕçсе пырать. Ст. Чек. Ĕç хирĕçет (не везет). N. Эсĕ кӳршĕсене пирĕн çинчен хирĕçсе калаçмалла турăн. Учите детей. Ашшĕ-амăшĕ килĕнче мĕн тăвас тенĕ ăна тума вĕреннĕ ачан ашшĕ килĕнчен пĕрре ярса пуссанах хирĕçмелле пулать. Кан. Буржуйсен хаçачĕсем çапла тунăшăн питĕ хирĕçеççĕ. N. Мĕн хирĕçетĕр (вăрçатăр) пустой! || Капризничать (о ребенке). Альш. Тем пулчĕ ку ачана, хирĕçрĕ, йĕрет, тапкаланать, ним парса нимĕн юраттармалла мар (капризничает).