хойăх - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
хуйăх, горе. ЧП. Пирĕн çамрăк пуçсен мĕн хуйăх? || Тоска. ГФФ. † Хĕрлĕ сăнăм, кăвак коç хойăхпа пĕтрĕ савнишĕн. Мое румяное личико и голубые глаза пропали от тоски по милому. || Забота. ГФФ. † Пирĕн ĕмĕр иртсе кать шохăшпа хойăх хушшипе. (Авалхи юрă). Весь век наш проходит в думах и заботах. (Из старинной песни). ГФФ. † Пирĕн çони рестсаллă, тӳнес, тӳнес хойхи çок. У нас сани с разводами, и нет (у нас) заботы, что они свалятся. || Печальный, горестный. Никит. Унтан та, кунтан та хуйăх йăмахсем (печальные разговоры) илтĕнетчĕç.