кăмăл ту - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
пожелать, исполнить желание; соблаговолить. N. Мана хăтарма кăмăл тусам. N. Этем умĕнче чĕрĕлĕхпе вилĕм тăраççĕ; хăшне илме хăй кăмăл тăвать, çавă пулать ăна. Шел. 36. Кăмăл турăм эп халĕ сана качча пымашкăн. N. Санăн ăшна ниçта шăнăçтарма çук... вырăнаçма кăмăл тунă. N. Çавăнпа тарăхса çитнĕ чăвашсем тутар муллисене кăмăл туса итле пуçланă. N. Кам мĕн чухлĕ вăй çитнипе, е мĕн чухлĕ кăмăл тунипе... ЧС. Ваттисем авалхи йăлапа пире çăмăр учӳк тума кĕрпе, сĕт, çу, тăвар, çăмарта пӳçтарма ячĕç, пире кăмăл туса парса ярăр-ха, теççĕ. N. † Ятарсах килтĕмĕр, кăмăл тумасăр каяс мар. Капк. Кăмăл çине кăмăл турĕç (автанпа чăхă), кĕлеткене çăмăллатрĕç.