тĕкме - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
тын, частокол. Изамб. Т. Тайба Б. † Тĕкме тăрри тикĕс мар, кайăк ларма кăмăлсăр (им неприятно садиться). N. Тĕкме витĕр йытă харкашать. (Кĕнчеле авăрлани). Зап. ВНО. Тĕкме, шăтăрнак, ракатка, шалча карти, частокол. Т.-И.-Шем. Ут кăкартăм тĕкмене, аллă тиврĕ йĕп çине. Султангул. Тĕкме витĕр юр çăвать. (Çăнăх аллани). СПВВ. ЕХ. Тĕкме — тăратса тунă хӳме. СПВВ. Тĕкме — тын. Ib. Тикĕс-тикĕс тĕкмеçĕм, сарă кайăк лармасан тикĕс тĕкме кăмăлсăр. Ib. Тавра тĕкме çаптартăм. Пазух. 13. † Пирĕн Чака укăлчи тĕкмепеле илемлĕ. Ib. 8. † Тĕкмĕр тăрри тикĕссĕр, кайăк ларма кăмăлсăр. Слакбаш. Тĕкме, частокол из дуба. СПВВ. ТМ. Юпа пек лартса тунă хӳмене тĕкме теççĕ. Образцы 13. † Тĕкме тăрри тикĕссĕр, кайăк ларма кăмăлсăр. Ib. 38. † Хĕрлĕ хырă касса тĕкме лартрăм. Истор. Ют халăхсем сасартăк пырса кĕресрен анчах хуласем тавра çӳлĕ тĕкме лартса тухнă. Бур. Урам урлă каçнă чух ура тиврĕ тĕкмене, каям теттĕм савнине, тăшман кĕчĕ хутлăха. Н. Карм. Тĕкме — тын (загородь). Н. Седяк. Тĕкме — тăратма хӳме. || Тюрл. Тĕкме — вместо сруба, стоймя у погреба.