тĕрке - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
связка, сверток, тюк, узел. Изамб. Т. Пушăт тĕрки. N. Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах çăпата кăларчĕ, вăл та пулин сулахай. Хурамал. Пушăта тĕрке туса хутăм (связал). Актай. Пĕр тĕркейĕн çич сăмса. (Хуран çекли). || Моток. Юрк. Пурçăн тĕрки, шелковая мотушка. Образцы 22. † Пурçăн тĕрки ывăтрăм, хĕр аркине ӳкертĕм. || Пять рученек. Мыслец. Якейк. Тĕрке тесе сӳс тылланă чох пилĕкшер çорăмăн çыха-çыха хонă сӳсе калаççĕ. Ib. Паян эпĕр алă тĕрке тӳрĕмĕр.