чечеке лар - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
цвести. N. Чечеке лар — чечек кăлар. КС. ХЛБ. Курăк ӳссе чечеке ларсассан ăна çăлас (косить) пулать. Ал. цв. 17. Хĕрлĕ чечекĕ тата илемлĕ чечеке ларнине курсан, савăнса каялла хăйĕн патша çуртĕнчи пек пӳлĕмĕсене каять. Сунчел. Шыв чечеке ларать. Вода цветет. Альш. Хĕвел çавăрăнăшĕ чечеке ларнă. Ib. Çĕмĕрт чечеке ларать. А. Петр. Курăксем час чечеке лармарĕç (поздно цвели).