хĕр-ипăраç - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
хĕр-ипраçĕ, хĕр-ипраç, хĕри-пăраç, хĕри-праç, девушка вообще, взрослые девицы, невеста. Шел. 2З. Çитĕннĕ хĕр-ипраçа чĕрлех çĕрпе витрĕçĕ. СПВВ. Хĕр-ипраç = хĕр-упраç. Сред. Юм. Хĕр-ипраç, взрослые девицы. Якейк. Арçын-ача усалне хĕри-пăраç мĕн тăвас? Юрк. Каччи пĕр-пĕр пĕлекен хĕр-арăма е хĕри-пăраçах; çав вырăна тухса тăтăр, тесе, ярса калаттарать. Ib. Хĕри-пăраçсем кĕвĕ каланă, юрланă. СПВВ. Хĕрлĕ кĕпе, явнă ука хĕр-ипраçăн юсавĕ. Сунчел. Уяв илемне кӳрекен хĕри-пăраç мар-ши çав. Изамб. Т. Хĕри-праçа шанмалла мар. На девушек нельзя полагаться. N. Хĕри-праç çине ытараймасăр пăхса ан тăр, унăн илемĕ кăмăлна аçтарса ан ятăр.