шуç - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
жесть, белая жесть. Я. Карм. Шуç, жесть, а в Хорачка — шорă хĕçтĕмĕр. Ала 31°. Пирĕн çони шуç котлă, çутти юлтăр çул çине. Пшкрт. Яш çын çони шоç котла. N. Шоç кот çуна çине ларас ят ан ту. Икково. Çона илтĕм, шоçĕ çок; арам илтĕм, осси çок. Орау. Çут шуçпа тĕплесе тунă çуна. М. Туваны. Тумккă лаши тур лаша, çийĕ-пуçĕ çара шуç. Хурамал. И шуç пустарнă тыткăра тыттарса кӳртер, терĕр пулĕ. || Начерт. 206. Шоç, белая медь. || Бляха. Ядр.