Полой киремечĕ - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
назв. киремети. Тим.-к. Киремет туни. Малтан сăра тăваççĕ, унтан пĕчĕк пашалусам, юсмансам пĕçереççĕ, унта пăтă пĕçереççĕ те, урай варрине стел лартаççĕ, кашни киремете тăхăр юсман, виç пашалу параççĕ. Хул хушшине калпак хĕстереççĕ, унтан çапла калаççĕ: çырлах, мăн кĕлĕ, пихампар, турă, çырлах. Мăнинчен кĕçĕнни çырлах, аслă кĕлĕ çырлах, полой киремечĕ çырлах!