катер - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(кад’эр), устранить; огодвинуть. Вĕлле хурчĕ 9. Унтан тăта пăсăлнă, кăвакарнă е чĕкĕрсе варланă карасĕсене катерес пулать. ХЛБ. Çуркунне, юр кайса пĕтсессĕн, курăк акнă анасенче улăма кĕреплепе тураса катерес пулать. N. Хресчен мĕнтен начар пурăннине пĕлес пулать. Вара пур усала катерсе, халаплама мар, ĕç тума çине тăрас пулать. N. Пĕре акăш, рак, çăрттан: урапана вырăнтан катерер-ха пĕр, тенĕ. Каланă та кӳлĕннĕ. Никит. Сăлăпа катерсе пăрахрĕ. Отодвинул засов двери. || Б. Крышки. Ăна вырăнтан катернĕ. Его убрали с должности.