ăнраш - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(ы̆нраш), понимать, смекать. Череп. Пирĕн Иван çырăва ăнраша пуçларĕ. Наш Иван начал понимать в письме (в грамоте). Ст. Чек. Вăл çырăва ăнрашат ĕнтĕ. Он кой-что в грамоте уже понимает. IЬ. Ăнрашса илеймен. Не смекнул, в чем дело; не расчухал. Шурăм-п., № 1. Чăваш арăмĕ, ку сăмахсене ăнрашса илеймесĕр (не поняв): епле кута кăтартас? тесе, шухăшлать, тет. || Бормотать, говорить невнятно, бредить. Тюрл. Ӳсĕр çын ăнрашша выртать. Пьяный лежит и бормочет. СПВВ. Ăнраш; ăнрашкала, бредить.