лекке - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(л’эккэ), леха. Изамб. Т. Кайтăра аксассăн, пусине татма леккен-леккен уйăраççĕ (устраивают гряды, между которыми идут дорожки). Ст. Чек. Лекке – акмашкăн çураççĕ. Ib. Лекке çур-ха! Ib. Акса тухма аван пултăр, тесе, анана лекке çураççĕ; леккен сарлакăшне (ширину) виçĕ хăлаç тăваççĕ; çав виçĕ хăлаçа акаканни тырă пĕрчисемпе сапса тухат, пĕр пуçĕнчен тепĕр пуçне çитиччен. Çур теçеттинере пилĕк лекке тăваççĕ. Ib. Лекке хушши – борозда, межа между „лекке“. Кантăр лекки, сарлакăшĕ çуршар, хăшĕ пĕрер тăват, халаç. Пуса-кантăр татаканĕ йăранĕпе пырат, икĕ енчен те çуршар лекке илсе пырат. ТММ. Кантăр лекки хушшинче сурăхпа выртнă пур-и? (Кĕпе). ЧК. Кăнтăрла трупа пулать, каçхине лекке. (Кĕççе). Ib. Сат тăрат; сатра 12 лекке, леккинче 4 йăран, йăранче (= йăранĕнче) 7 купăста. (Çулталăк, уйăхсем, эрнесем, кунсем). О земл. Алăпа акнă чухне малтан ана çине леккесем (= алă йĕркисем) тăваççĕ. См. алă хушши.