минтер - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(мин’дэр, мин’д’эр), подушка. Юрк. Калăм кунĕ чи малтан пырса кĕрекен çынна, йыхравçа, сĕтел хушшине, сак çине, минтер çине, çатма çимĕçсем çиме лартаççĕ. N. Кăмака çине тăваткăллă мамăк минтер хураççĕ, çав минтер çине пăтăлă чашка кашăкĕсемпех лартаççĕ; чашкă айне, минтер çине, шурă сĕтел çитти сараççĕ. Хурамал. † Мамăкран минтер хăпартрăм, хĕр кут айне ӳкертĕм. Ст. Шаймурз. Килчĕ хăна, килчĕ хăна, минтер хурса çитереймерĕм. (Пӳрт мăклани). Сред. Юм. Хĕрсĕм чӳрече панче илтелесе тăнă чôх минтерпе сак çине çапсан, илтелекенсĕм хôлхасăр пôлаççĕ, тет. (Поверье). || Ст. Чек. Çил арман валин айĕнче минтер. См. çытар, çăтар.