Парне кӳр - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Парне кӳр 1. дарить / подарить кому-чему, что; 2. (устар.) приносить / принести жертву (в жертву) кому-чему, кого-что.
1. Парне кӳме тĕрлерĕç тутăр «Паха тĕрĕ» ăстисем. С. Шавли. Çынсем хăйсемшĕн çеç чĕтреççĕ тесе те эс ан ӳпкеле. Çут тĕнчере пурнать поэзи Çавна парне ман кӳмелле. П. Хусанкай. Çĕрте пĕр поэт кĕвĕ кĕвĕлет, Паттăрăн ятне парнесем кӳрет. С. Шавли. 2. Киремет картине кайса аслă турăн аслă ывăлне парне хыççăн парне кӳчĕç. Юхма М. Фараон вилсен, ун ячĕпе кĕлĕ çурчĕ тунă, ăна парнесем кӳнĕ. Хыпар.