Сăмах вылят - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Сăмах вылят говорить без осторожности, несерьезно, бросаться словами.
Диван çине таянса ларнă Кирушăн пĕртте сăмах вылятас килмест, юлташĕ юптарнине те хăлхана чикмест. А. Талвир. Арăмсемпе ачасем пирки те суя сăмах вылятаççĕ. Унашкал элеке пирĕн тăшмансем шутласа кăлараççĕ. М. Белов. Анатолий, хуçкаланма юратаканскер, сăмах вылятмалла хĕрсене тĕртсе илет. А. Талвир.