Тавлашăва кĕр - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Тавлашăва кĕр вступать / вступить в спор с кем-чем, в какой, по поводу чего, начинать / начать спор с кем-чем, какой.
Сăмах калама пачах хатĕрленмен çын та кун пек пухусенче сăмах каланă, юлташла тавлашăва кĕрсе кайнă. В. Долгов. Çу кунĕпе хĕл кунĕ тĕл пулсан, Сисмеççĕ те тавлашăва кĕреççĕ. Г. Ефимов. Кусен тавлашăвне эпĕ те кĕрсе кайрăм. Хумма Ç.