Тĕл пул - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Тĕл пул 1. встречать / встретить кого-что, встречаться / встретиться [повстречаться] с кем-чем; 2. попадаться / попасться; 3. наткнуться на кого-что, натолкнуться на кого-что; попадать / попасть вовремя.
1. Пристань çинчен тухсанах, пĕр паллакан чăваш поэчĕ тĕл пулчĕ. М. Исаев. Ленинпа тĕл пулни Бабушкинăн малашнехи пурнăç çулне татса парать. Чăваш календарĕ. 2. Ку çул çинче кĕперсем çине-çинех тĕл пулаççĕ. В. Ухли. Курăк хушшинче пиçме тытăннă хурăн çырли тĕл пулкалать. Т. Петĕркки. Ăна хирĕç темĕнле ют çынсем тĕл пулаççĕ. Микулай вĕсене асăрхамасть. А. Ĕçхĕл. Урамра ура ярса пусмассеренех Миронкин йывăç урапи çине тĕлĕнсе пăхакан çынсем тĕл пулаççĕ. А. Талвир. 3. Микулай шикленме те, пăрăнма та ĕлкĕреймерĕ. Тепĕр утăм малалла ярса пуссан, вăл икĕ туспа куçа-куçăнах тĕл пулчĕ. А. Ĕçхĕл. Яшка антарнă тĕлех пултăм.